Культура
Кӑҫал Канаш районӗнчи Ямашри клуба уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Шӑп та 1919 ҫулта ӗнтӗ ҫак ялта клуб-вулавӑш уҫнӑ та. Кӑҫал культура ҫулталӑкӗ пынӑ май ямашсем ҫак паллӑ куна нарӑсӑн 3-мӗшӗнче уяв тусах палӑртнӑ. Тӗрлӗ тӳре-шара ял клубӗн юбилейӗпе саламланӑ: Ямаш вӑтам шкулӗн директорӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата ял ҫыннисем. Концерт программи анлӑ пулнӑ. Чи малтанах «Ентешсем» ансамбле асӑнас пулать — унӑн ӳнер ертӳҫи ҫак ялсемех, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ Стеклов В.Г. Ҫавӑн пекех ялта «Задоринки» ташӑ кружокӗ те ӗҫлет. Вӗсем матрёшкӑсен ташшине лартса пачӗҫ. Ял тӑрӑхӗн сайчӗ куракансем уявпа кӑмӑллӑ пулни пирки пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Елена Светлая Ҫакӑн пек шухӑшлать иккен Чӑваш патшалӑх эксперимент театрӗн актриси Елена Светлая. Ҫав хастар пуҫарнипе республикӑра кӑҫал та «Хӗрарӑмӑн пултарулӑхӗн чикки ҫук» конкурс иртмелле. Ӑна республикӑн Наци вулавӑшӗпе пӗрле йӗркелеҫҫӗ. Конкурса камсем хутшӑнма юрани пирки кӗскен каласан, кирек камӑн та хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе пӑхма юранине пӗлтермелле. Конкурса пуҫласа ирттернӗ чух, ав, вӗрентекенсем, вулавӑшра тӑрӑшакансем, блогерсем, фотографсем, килте ларакансем, усламҫӑсем хутшӑннӑ-мӗн. Пӗртен-пӗр услови — ӗҫпе кӑсӑклану пӗр килмелле марри. Конкурс условийӗпе вулавӑшӑн сайтӗнче паллашма пулать. Чи маттур хӗрарӑмсене арҫынсенчен кӑна тӑракан жюри палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» ятлӑ хаҫачӗн 1-мӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Кӑҫал унӑн юбилей — 25 ҫул! Халиччен вӑл шурӑ-хура тухса тӑратчӗ. 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вара вӑл сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ. Халь «Канаш» хаҫатӑн 8 хутьенӗ те тӗспе пичетленет! Ку журналистсемшӗн те, вулакансемшӗн те — пысӑк савӑнӑҫ! Халь хаҫата алла тытма чылай кӑмӑллӑрах. Кӑҫал ун тиражӗ те ӳсрӗ — халӗ вӑл 1 400 экземплярпа тухать. Хаҫат редакцийӗ ҫумӗнче 1997 ҫултанпа «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Пӗлтӗр хаҫат редакцийӗ ҫаван пекех «Атӑл юрри» журналӑн 4-мӗш номерне кӑларнӑ. |
Культура
Иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫри этнографи музей комплексӗнче авалхи халӑхсен «Ӗмӗртен ӗмӗре» ятпа авалхи халӑхсен ҫеммисен фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри тата Мӑкшӑ Республикинчи ушкӑнсем пухӑннӑ. Мероприятие мӑкшӑ халӑхне ҫутта кӑларнӑ Макар Евсевьев ҫурланӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестиваль уҫӑлнӑ ятпа музейре Чӑваш Республикин халӑх художникӗн Виктор Немцевӑн тата «Паха тӗрӗ» фабрикӑн ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Сӑмах май, фестиваль вӑхӑтӗнче хӑнасен иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенчи хӗрарӑмсен тата арҫынсен ҫипуҫне юсаса ҫӗнетнӗ «Ӗлӗкхи чӑваш кӗпи» коллекцийӗпе паллашма май килнӗ. Хӑнасене асӑннӑ районти Чӑваш Тимешри «Эревет» фольклор коллективӗ юрӑсемпе кӗтсе илнӗ. Уява тӗрлӗ тӳре-шара та пырса ҫитнӗ паллах. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов, Мӑкшӑ Республикин наци политикин министрӗ Анатолий Чушкин, асӑннӑ регионӑн культура тата туризм министрӗн ҫумӗ Николай Храмов тата ыттисем пулнӑ. Хӑнасем мӑкшӑсен Чӑваш Енри культура центрӗн ертӳҫине Владимир Седойкина ертӳҫине халӑхсем хушшинчи килӗшӳшӗн тесе юбилей медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тӑваттӑмӗш теҫеткене ҫывхаракансемпе вӗсенчен аслисем Чӑваш радиопа «Асанне юмахӗсем» кӑларӑм пынине астӑваҫҫех ӗнтӗ. Ун чух радио- тата телекӑларӑмсене ертсе пыракансем пурте тӗлӗнмелле илемлӗ те уҫӑмлӑн, чарӑну паллисене вырӑнлӑн лартса калаҫатчӗҫ. «Асанне юмахӗсене» ертсе пыракан Вера Голубева та ҫавӑн йышши ӑстасенчен пӗриччӗ. Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Вера Голубева радиокӑларӑмӗсенче янӑранӑ юмахсенчен пухнӑ кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна «Асанне юмахӗсем» тесе ят панӑ. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмне асӑннӑ радиопередачӑра янӑранӑ 18 юмах кӗнӗ. Вера Голубева пирки аса илтӗмӗр пулсан, ун пирки темиҫе сӑмахпа та пулин каласа хӑвармаллах. Вера Ивановна — РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки. 1928 ҫулта Елчӗк районӗнчи Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 19 ҫулта чухне ӑна республикӑри колхоз театрӗн труппине илеҫҫӗ. Кӑштахран вӑл Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ. Каярах пукане театрне куҫнӑ. «Ачасене юратниех ҫапла тума хистенӗ», — теҫҫӗ ун пирки. Кӗнекене хатӗрлекенсем Вера Голубевӑн сассиллӗ диска та кӗнекепе комплекта кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Етӗрнери Культура ҫуртӗнче Культура ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа уяв ирттерчӗҫ. Уява районти культура ӗҫченӗсемпе ӗмӗрне халӑх хушшинче ирттернӗ культура ветеранӗсем, пултарулӑх ҫыннисем, районта кун ҫути курнӑ, хальхи вӑхӑтра аякра ӗҫлесе пурӑнакан пултарулӑх хӑнисем чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Уява район гимнӗпе уҫрӗҫ, Етӗрне район гимне районти культура ӗҫченӗсен, коллективсен пӗрлештернӗ хорӗ шӑрантарчӗ. Пухӑннисене Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин саламларӗ, пурне те телей, пултарулӑхра ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ, культура ҫулталӑкӗнче наци культура шайӗ татах та ҫӳллӗрех шая ҫӗкленессине шанса пурне те ҫак сӑваплӑ ӗҫре малашне татах тӑрӑшарах ӗҫлеме чӗнсе каларӗ. Унтан культурӑра ку таранччен тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн районти чылай культура ӗҫченӗ республика шайӗнчи тата вырӑнти администрацин Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Уявра районти тӗрлӗ колектив хӑйӗн пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗ: юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗ «Латус», Пӗрҫырланти «Сӑр ен» фольклор ушкӑнӗ, «Отрада» фольклор коллективӗ, «Пушкӑрт» ташӑ ушкӑнӗ, вырӑс юррисене юрлакан «Калинка» халӑх ансамблӗ, «Дюймовочка» ташӑ ушкӑнӗ, баянистсен дуэчӗ «Родные напевы» тата ыттисем те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Республикӑн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче Культура ҫулталӑкне халалласа ҫитес юнкун халӑхсем хушшинчи «Культура кӗперӗ» курава уҫма палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Турцири пӗрер художникӗн ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Чӑвашсенчен курава Праски Виттин ӗҫӗсене тӑратӗҫ. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Енӗн Ӑслӑлӑхпа ӳнерӗн наци академийӗн чӑн пайташӗ, Чӑваш Енӗн Петр Егоров ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ. Унӑн хисеплӗ ячӗсене тата асӑнса кайма пулать-ха, анчах кирлех-ши? Праски Витти тени те ҫителӗклӗччӗ-тӗр — ара, ун пек те ҫынсем ӑна аван пӗлеҫҫӗ. Хӑй вӑл Вӑрнар район чӑвашӗ. Тутарстанӑн тата Турцин художникӗн ӗҫӗпе те курав туллин паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Лаврентий Таллеров кӗнекисем / Елчӗк районӗнчи Вырӑскассинчи вулавӑшӗн куравӗ Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш халӑх писателӗ, 1976-мӗш ҫултанпа Совет Союзӗнчи ҫыравҫӑсен ретӗнче тӑнӑ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ Лаврентий Васильевич Таллеров ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине уявларӗҫ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш салинчи ял вулавӑшӗнче паллӑ писательсемпе поэтсен юбилейӗсене халалласа яланах вӗсен кӗнекисенчен тӑракан выставкӑсем йӗркелеҫҫӗ, вулакансемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вулавӑшра тӑрӑшакан Надежда Павлова ял халӑхне, шкул ачисене вулавӑша килекен ҫӗнӗ кӗнекесемпе, тӗрлӗ хаҫат- журналпа паллаштарсах тӑрать: историллӗ материалсем тӑрӑх интереслӗ хӑтлавсем хатӗрлет, вырӑнти уявсене ирттерме сценарисем хатӗрлесе парать. Лаврентий Таллеров юбилейӗ тӗлне те вулавӑшра унӑн кӗнекисен куравне йӗркелерӗҫ, «С любовью к простому человеку» (чӑв. «Ахаль ҫынна кӑмӑлласа») литература уявӗ ирттерчӗҫ. Надежда Павлова пухӑннисене ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Юлашки ҫулсенче вырӑнти вулавӑш ҫыравҫӑн «Майра» тата «Шеремет» кӗнекисемпе пуянланнӑ, ку кӗнекесене халӑх уйрӑмах юратса вулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
1839-мӗш ҫулта, 175 ҫул каялла, Франци художникӗ тата химикӗ Луи Дагер фотоаппарат шутласа кӑларнӑ. Республикӑра ҫак юбилея тата Культура ҫулталӑкне халалласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 24-мӗшӗччен «Ҫӗнӗ Ҫул каникулӗ» инҫет фотовикторинине ирттернӗ. Сӑнсен викторинине пурӗ 70 ытла вӗренекен хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Етӗрне, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Муркаш, Красноармейски районӗсенчен тата Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен. Вӗсен викторинӑн 10 ыйтӑвӗ ҫине ответлемелле, ҫав шутра сӑнӳкерчӗк авторӗсене пӗлмелле пулнӑ, унсӑр пуҫне 4 йӗркерен тӑракан пӗчӗк сӑвӑпа ӳкерчӗке сӑнласа памаллаччӗ. Ҫавӑн пекех ӑмӑртакансен «Ман юратнӑ Хӗл Мучи, Юр кӗлетке, Юрпике» темӑпа сӑн ӳкерсе ярса памалла пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче хӑш ӳсӗмрине кура палӑртнӑ: 4–6-мӗш, 7–9-мӗш тата аслӑ класра вӗренекенсемпе студентсем хушшинче. 4–6-мӗш класра вӗренекенсен йышӗ ытларах пулнӑ пирки ҫӗнтерӳҫӗ ятне 6 ача, призер ятне 3 ача тивӗҫнӗ. 7–9-мӗш класрисем — 4 ҫӗнтерӳҫӗпе 3 призер, аслӑ класрисемпе студентсем хушшинче 3 ҫӗнтерӳҫӗпе 3 призер. Вӗсене пурне те дипломсемпе чыслама палӑртнӑ. |
Культура
Спектакльти самант / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Иртнӗ эрнекун, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, тавлаштаракан «Сутӑн илнӗ чысӑн» спектаклӗн ятарлӑ куравӗ иртнӗ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Уйрӑм, хупӑ мелпе иртнӗскерте, культура министерствин ӗҫченӗсем тата хайхи «критиксем» те пулнӑ иккен. Тимӗр Акташ сӑнласа панӑ тӑрӑх виҫӗ юлташ театр ӳнерӗнчен питӗ аякра пулни куҫ кӗрет. Пултарулӑх керменне мар, пӗр-пӗр хула клубне канма килнӗн туйӑнаҫҫӗ вӗсем. Ку хутӗнче те улшӑнусем пулни пирки пӗлтерет Тимӗр Акташ — сӑмахран, гитара ҫине ҫырнисене илсе пенӗ. Енчен те малтан ун ҫинче «Афганистан», «СССР» ҫырнисем пулнӑччӗ пулсан, хальхинче ун ҫинче нимӗн те ҫырман иккен. Спектакльте те Афганистан пирки пӗлтерме пӑрахнӑ — ӗҫ-пуҫ ӑҫта пулса иртнине малашне палӑртмӗҫ. Ку спектакле халӑх лайӑх йышӑннӑ пулин те ҫитес вӑхӑтра ӑна хӑварассине е репертуартан кӑларса илессине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫех ӗнтӗ. Эпир сире пӗлтерӗпӗр. Сӑмах май, спектаклӗн малтанхи вариантне «Сӑвар ТВ» ӳкерсе илнӗ, ҫапла май истори валли вӑл сыхланса юлнӑ теме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |