Культура
Сергий Радонежский ҫветтуй Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15:00 сехетре Чӑваш наци музейӗнче Сергий Радонежские халалланӑ «Чӗррисене чӗнетӗп» курав уҫӑлӗ. Ку — музейпе Шупашкар епархийӗн пӗрлехи ӗҫӗ. Экспозицие Сергий Радонежский ҫуралнӑранпа 700 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курав килекенсене Сергийӑн иконографийӗпе паллаштарӗ. Авалхи вырӑс культурипе ӳнерӗн Андрей Рублев ячӗллӗ музейри тата Сергиев-Посадри заповедник музейӗнчи турӑшсен копийӗсем пулӗҫ. Курав 1380 ҫулхи Куликово уйӗнчи ҫапӑҫура Сергий Радонежский мӗнле пӗлтерӗш йышӑннине каласа кӑтартӗ. Экспозицие манах пӳлӗмӗ евӗр йӗркелӗҫ, ҫавнӑнпа куракансен ҫав вӑхӑта куҫ умне кӑларма, манах пурнӑҫӗпе паллашма май пулӗ. Кунтах Сергий Радонежскин вӗренекенӗсемпе паллаштарӗҫ. Проектпа килӗшӳллӗн вырсарни шкулӗсенче ача-пӑча ӗҫӗсен куравӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Етӗрне районӗнче «Ачам валли — сӑпка юрри» конкурс иртнӗ ҫеҫ — кун пирки ОРТ федераци телеканалӑн корреспонденчӗсем пӗлнӗ. Етӗрнесен конкурса тепӗр хут йӗркелеме тивнӗ. Етӗрне район администрацийӗн ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Яранская каланӑ тӑрӑх, Мускав журналисчӗсем ҫак конкурс пирки «Советская Чувашия» хаҫатран пӗлнӗ-мӗн. Статья кӑҫалхи пушӑн 22-мӗшӗнче тухнӑ. Конкурса ОРТ телеканал журналисчӗсем валли ятарласа ҫӗнӗрен тума тивнӗ. Вӑл хальхинче те ЗАГС пайӗнчи хӑтлӑ залра иртнӗ. Никама та ӳкӗтлемелле пулман: пурте пухӑнса хаваспах юрланӑ. Унтан журналистсем Етӗрне хулинче пурӑнакан нумай ачаллӑ Семеновсем патне ҫитнӗ. Вӗсен виҫӗ ача ӳсет. Унтан Мускав ҫыннисем ачасен «Пилеш» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Альбина Краснова патне кӗнӗ. Эппин, кӗҫех Етӗрне районӗнчи ашшӗсемпе амӑшӗсен сӑпка юррисене пӗтӗм Раҫҫей илтӗ! Хӑҫан? Хальлӗхе паллӑ мар-ха. Журналистсем сюжет хӑҫан эфира тухасси пирки маларах пӗлтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Тысяча и одна ночь» балета Шупашкарта лартакан Давид Авдыш (сулахайри) Евгений Плющенкон хореографӗ те пулнӑ Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ кӑҫал ака уйӑхӗн 22–26-мӗшӗсенче иртет. Ӑна Фикрет Амировӑн «Тысяча и одна ночь» спектакль премьери уҫмалла. Ӑна пирӗннисем Санкт-Петербургри специалистсемпе пӗрле лартаҫҫӗ иккен. Асӑннӑ балет чӑваш сценишӗн ҫӗнӗ мар-ха. Пуҫласа ӑна 1989 ҫулта лартнӑ. Хальхинче ӑна ҫӗнетсерех кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл классикӑлла версирен уйрӑлса тӑмалла-мӗн. Балета сцена ҫине кӑларма балетмейстер пулса либретто авторӗ Давид Авдыш тата Анна Устинова ятлӑ ҫамрӑк художник хутшӑнмалла. Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче Адольф Аданӑн «Корсар» балетне курма май килӗ. Ӑна ҫармӑссен Э. Сапаев ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӑстисем кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче маларах асӑннӑ «Тысяча и одна ночь» балета хуласемпе районсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ тесе хыпарлать REGNUM информагентство. Те вырӑна тухса кӗрӗҫ ӗнтӗ, те район-хуларан куракансене ятарласа пухӗҫ – калама хӗн, мӗншӗн тесен ӑна уҫӑмлатман. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Петр Чайковскин «Лебединое озеро» балечӗ килентерӗҫ. Одетта тата Одиллия ролӗсене Раҫҫей халӑх артистки, Пысӑк театр солистки Мария Аллаш калӑплӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ачасем куравпа паллашаҫҫӗ Ҫак ятпа Пӑрачкаври ӳкерчӗк галерейинче Чӑваш ӳнер музейӗн филиалӗн — Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗ куҫса ҫӳрекен куравӗн хӑтлавӗ иртнӗ. Курава уҫнӑ май художник пултарулӑхӗ ҫинчен фильм кӑтартнӑ. Пултарулӑх ҫыннипе маларах асӑннӑ центр заведующийӗ Владимир Бамбурин та паллаштарнӑ. Сӑмах май, Владимир Бамбурин — художник, график, йывӑҫ касакан ӑста. Вӑл Элли Юрьев геральдист пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Аса илтеретпӗр, Элли Михайлович — Чӑваш Республикин Патшалӑх гербӗн тата Патшалӑх ялавӗн авторӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни. Юрьева живопись, тӗрлӗ графика, геральдика, эмблема, вексилиографи, шрифт, орнамент тата медаль ӳнерӗсен, фотографика енӗпе пултаруллине палӑртаҫҫӗ. Куравпа чи малтанах Пӑрачкаври вӑтам шкулта вӗренекенсем паллашнӑ. Ҫав кунах пичет графики енӗпе мастер-класс йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Муркаш районӗнче «Эпӗ хамах режиссер» ятпа иртнӗ видеороликсен конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ. Район 70 ҫул тултарнине халалланӑ конкурс 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен пычӗ. «Ӗмӗр савнӑ тӑван район» номинацире пӗрремӗш вырӑна Татьяна Андреева тухрӗ, вӑл «Шурча вӑрҫи пулнӑранпа 170 ҫул» видеоролик калӑпланӑ. «Ҫӑкӑр суха кассинчен пуҫланать» номинацире «Садра, пахчара» ролик чи аванни пулчӗ. Авторӗ Степан Борзаев. «Манӑн хуҫалӑхӑн чапӗ» номинацире район администрацийӗн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗнтерчӗ. Ушкӑн хӑйсен ӗҫӗ — хӗлӗ ҫинчен ролик калӑпланӑ. |
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча валли ҫӗнӗ кӑларӑм кун ҫути курнӑ. Вӑл — Арсений Тарасовӑн «Чӑваш кӗпи» кӗнеки. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн алҫырӑвӗ 2013 ҫулта чӑваш чӗлхиллӗ алҫырусен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫак конкурс ЧР Министрсен Кабинечӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн иртет. Тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине упрассси тата аталантарасси, ӳсекен ӑрӑва кӗнекепе кӑсӑклантарасси, ҫыравҫӑсене ача-пӑча кӗнеки кӑларма илӗртесси. Арсений Тарасовӑн ҫӗнӗ кӗнекине пысӑках мар 10 калав кӗнӗ. Тӗп герой — хӑйӗн валли шкул тӗнчине уҫнӑ арҫын ача. Автор кашни калавра арҫын ача пулни-иртнине мӗнле тишкернине, ҫӗнӗлӗх шыранине, ырӑлӑха асӑрханине уҫса кӑтартать. Тӗп сӑнар ырӑпа усал мӗн иккенне ӑнланма тӑрӑшать. Кӗнекене И.В.Алексеев ӳнерҫӗ илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри ҫынсен Пӗтӗм тӗнчери театр кунне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та уява сиктермен. Чи малтанах Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.П.Казанцев саламланӑ. Вал «Ару» халӑх театрӗн ертӳҫине М.Г.Лебедевӑна малашне те пултарулӑхра пысӑк ҫитӗнӳсаем тума ӑнӑҫу суннӑ. Уява халӑх театрӗн ветеранӗсене чӗннӗ: В.Н.Никишин, В.А.Андреев, Н.Д.Маруськина, Ф.А.Машугин. Кашниех хӑй вӑхӑтӗнче постановкӑсене хутшӑннӑ самантсене аса илсе каласа кӑтартнӑ. Ун чухне театра ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Н.Никишин ертсе пынӑ. Халӗ Виталий Никитич тивӗҫлӗ канура пулсан та юратнӑ ӗҫӗпе кӑсӑкланать. Вӑл театр пурнӑҫӗпе интересленет, ун валли тата халӑх театрӗ ҫумӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен «Султаш» театр ушкӑнӗ валли пьесӑсем ҫырать. Вӗсем ҫак пьесӑсемпе республика шайӗнчи конкурссене, фестивальсене хутшӑнса малти вырӑнсене тивӗҫеҫҫӗ. Пӗтӗм тенчери театр кунӗнче ял ҫыннисем В.Н.Никишинӑн «Кӳршӗсем» пьесине курнӑ. Дарья рольне Екатерина Лебедева вылянӑ. Марья — Мария Лебедева, Петр — Петр Казанцев пулнӑ. Камит пурне те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Иван Снигирев Паян пӗтӗм тӗнчипех Театр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Енре паян профессилле 6 театр ӗҫлет. Раҫҫейре тата чикӗ леш енче ят-сум ҫӗнсе илнӗ коллектив шутне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне кӗртеҫҫӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери опера тата балет фестивалӗсене ҫулсерен йӗркелет. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗсем те ҫынсене хӑйсем патне асамлӑхпа илӗртеҫҫӗ. Пукане театрӗ пирки те лайӑххине кӑна калама пулать. Вӑл коллектив ачасене кӑна мар, аслисене те хӑйӗн ӑслӑ та ӑста пуканисемпе тыткӑнлать. Вырӑс драма тата Ҫӗнӗ Шупашкарти драмӑн сӑнавлӑ театрӗсем те куракансене савӑнтараҫҫӗ. Паян вара Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри театр конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗн» «хуҫи» — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Нина Яковлева. Ӑна вӑл «Мунча кунӗ» спектакльти амӑшӗн ролӗшӗн тивӗҫнӗ. Арҫын рольне оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Иван Снигирев Отелло сӑнарӗнче чи лайӑх калӑпланӑ тесе йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ытти номинанта та чысланӑ. |
Культура
Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май район-хуласенче тӗрлӗ конкурссем, мероприятисем иртеҫҫӗ. Ака Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа халӑхӗ кӑҫал чылай ӗҫ тума тӗллевленнӗ. Елчӗк районӗнче «Театр тӗнчинче» конкурс фестиваль йӗркеленӗ. Ҫак конкурса хутшӑнмашкӑн Аслӑ Таяпари культурӑпа информаци центрӗ тата унӑн филиалӗсем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Аслӑ Таяпасем Виссарион Синичкин ҫырнӑ «Ҫулӑмсӑр тӗнче» камите сцена ҫинче лартнӑ. Ку постановка клуба пуханнӑ ҫынсене ӑш хытичченех култарнӑ. Е.Сапожникова библиотекарь Вера рольне калӑпланӑ. Кӗтерук — Л.Горшкова, Л.Колсанов — Володя, И.Львова Валя пулнӑ. Пурте рольсене ӗненмелле вылянӑ. Шуршу ялӗнче халӑх Николай Айзман ҫырнӑ «Спирукпа Марук» камите курма пухӑннӑ. Чӑваш Тӑрӑмсем Б.Лисаев ҫырнӑ камите сцена ҫинче калӑпланӑ. Хвастуркин арӑмне вылякан Н.Волкова артистран кая мар пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Аслӑ Таяпари культурӑпа информаци центрӗнче театр кружокне ҫӳрекенсем чӑвашсен ӗлӗхи йӑлине «Улах ларнине» кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Алексей Талвир «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫ пичетленсе тухсан унӑн авторӗн ӑсталӑхне Михаил Сироткин литература тӗпчевҫи пысӑк хак панӑ. 1964 ҫулта вара Алексей Талвир «Никӗс» роман кӑларнӑ. Кӗҫех ӑна вырӑсла куҫарса пичетленӗ. Ахаль ҫынсем те, литература тӗпчевҫисем те ӑна ырласа йышӑннӑ», — ҫакна аса илтерет «Чӑваш Ен» телерадиокомпани. Талвирӑн ытти кӗнеки те вулакана ҫывӑх. Ҫакна палӑртнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти литература музейӗнче ирттернӗ асӑну каҫӗнче. Унӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав та йӗркеленӗ ҫав кун. Алексей Талвир 1909 ҫулта Патӑрьелӗнче ҫуралнӑ. Сӑмах май, унти шкул паллӑ ентешӗн ячӗпе хисепленсе тӑрать. Аслӑ пӗлӗве вӑл Мускаври Ломоносов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илнӗ. Ҫартан таврӑнсан Мускавра тухса тӑракан «Коммунар» хаҫатра ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Алексей Талвир «Комсомольская правда» хаҫатӑн ҫарти корреспонденчӗ пулнӑ. Алексей Талвир 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Чи паллӑ ӗҫӗсем — «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫ тата «Никӗс» роман. Алексей Талвир хайлавӗсене вырӑсла, тутарла, грузинла тата ытти чӗлхене куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |