Культура
«Булаг» фильмри самант Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл ҫу уйӑхӗн 19–25-мӗшӗсенче иртӗ. Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗн йӗркелӳ комитечӗ «Булаг» фильма вӑйӑ фильмӗсен фестиваль программине хутшӑнма чӗннӗ. «Булаг» — Солбон Лыгденовӑн пӗрремӗш режиссёрлӑ ӗҫӗ. Унччен вӑл «Президент Линкольн: Охотник на вампиров», «Каникулы строгого режима», «Питер FM», «Мы из будущего», «Обитаемый остров» тата ытти фильмра постановщик тата раскадровщик пулса ӗҫленӗ. Солбон Лыгденов Якутск хулинче иртнӗ «Тумороу» кинофестивальте, Мускав кинофестивалӗнче Гран-прие тивӗҫнӗ, Бурятире «Человек года — 2013», «Лидер культуры Бурятии — 2013» ятсене илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Спектакльти самант Ҫамрӑксен театрӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районти Хурӑнвар Шӑхаль ялӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулнӑ. Аса илтеретпӗр, ку проект чӑвашсен диаспорисем тӑрӑх гастрольпе ҫӳрес программӑна Раҫҫейӗн Культура министерствин шайӗнче ырланӑ укҫа-тенкӗпе пурнӑҫланать. Шупашкар артисчӗсем унта пулнӑ куна Ҫӗпрел районти шкул ачисем валли Театр кунӗ тесе пӗлтернӗ. Районти 20 шкул ачисем Чӑвашри профессилле артистсем вылянине курса киленнӗ. Вӗсем валли артистсем Иосиф Дмитриев лартнӑ «Чӗрӗ сӑмах» спектакле кӑтартнӑ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши, Геннадий Айхи, Петӑр Хусанкай, Митта Ваҫлей поэтсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Спектакль урлӑ чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартнӑ. Кино- тата фотохроника иртнӗ вӑхӑта таврӑнма пулӑшать. Спектакль хыҫҫӑн «Чӑваш культурипе чӗлхе сумлӑхӗ» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Куракансемпе спектаклӗн авторӗ тата режиссерӗ Иосиф Дмитриев (Трер) хӑй тӗл пулнӑ. Унта пуҫтарӑннисем ӳнер, вӗренӳ тата шкул пӗр тӗвӗре пулни пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Комсомольски районӗн ҫыннисем Пӗтӗм тӗнчери театр кунне ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявланӑ. Ҫак кун Каҫал ен халӑхӗ премьерӑна васканӑ. Культурӑпа кану центрӗнче В.Х.Зайцева яччӗллӗ халӑх театрӗ Н.Айзманӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Кай, кай Ивана» спектакль кӑтартнӑ. Режиссерӗ — Лариса Носова. Паллах, премьера умӗн сцена ҫинче уяв ячӗпе саламсем янӑранӑ. Культурӑпа кану центрӗн директорӗ М.А.Илларионова зала пухӑннӑ ҫынсене Культура ҫулталӑкӗпе тата Театр кунӗпе саламланӑ. «Кай, кай Ивана» спектакльти рольсене Виталий Хораськин, Лидия Карзакова, Владимир Павлов, Валентина Курицына, Алексадра Петрова, Валерий тата Галина Ванюркинсем, Алевтина Исаева, Нина Антонова, Лариса Носова, Тит Титов, Владимир Павлов тата «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн артисчӗсем калӑпланӑ. Сасӑ операторӗн тивӗҫне Виктор Кокшин пурнӑҫланӑ. Халӑх премьерӑна килӗштернӗ. Ҫакна тӑвӑллӑн алӑ ҫупни те ҫирӗплетнӗ. Спектакль лартакансем сцена ҫинче чӑваш халӑхӗн наци уйрӑмлӑхне уҫса панӑ. Артистсем сӑмах «вӑййи» тата хусканусем урлӑ чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхне ҫутатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗпе Мари Республикинчи Г.Константинов ячӗллӗ академи вырӑс театрӗ гастрольпе ылмашӑнӗҫ. Гастроль ака уйӑхӗн 8–11-мӗшӗсенче иртӗ. Икӗ республика халӑхӗ театрсен чи лайӑх постановкисемпе киленӗҫ. Тӑватӑ кунра Йошкар-Олари вырӑс театрӗ Шупашкарта виҫӗ камит кӑтартӗ. Вӗсем — «Примадонна» (К.Людвиг), «ДеВИШНИк» (Л.Каннингем), «Точка зрения» (В.Шукшин). Гастроль вӑхӑтӗнче театр сцени ҫинче ачасем валли куллен «Белоснежка и семь гномов» музыка юмахӗ (П.Устинов тата О.Табаков) пулӗ. Шупашкарти вырӑс драма театрӗ Мари Эл тӗп хулине 2012 тата 2013 ҫулсенчи ҫӗнӗ спектакльсемпе кайӗ. Унти сцена ҫинче асла ӳсӗмрисем валли А.Островскин «Бешеные деньги», С.Лобозеровӑн «По соседству мы живем», М.Оррӑн тата Р.Дэнемӑн «Шарады Бродвея» спектаклӗсем пулӗҫ. Мари Республикин ачисем «Одни в городе, или Веселые уроки ОБЖ» (И.Широкобокова) постановка курӗҫ. Палӑртмалла: Мари Республикинчи Г.Константинов ячӗллӗ вырӑс драма театрӗ Шупашкарти вырӑс драма театрне час-часах килет. Юлашки хут кунта вал 2012 ҫулхи юпа уйахӗнче хӑнара пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Республикӑри чылай район-хула «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурса хутшӑнчӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра пӗтӗмлетӳсем тунӑ ӗнтӗ. Трак енре те конкурса пӗтӗмлетнӗ. Красноармейски районӗнчи вулавӑшсенче кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурс иртнӗ. Унта пӗтӗмпе 15 вулавӑш хутшӑннӑ. Конкурспа килӗшӳллӗн ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, конференцисем, кӗнеке хӑтлавӗсем, конкурссем, поэзи сехечӗсем, викторинӑсем, куравсем иртнӗ. Вулавӑшсенче формулярсене тишкернӗ, ыйтӑм ирттернӗ. Пӗтӗмпе 400 респондент хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. «Чӑваш кӗнеки» номинацире Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» кӗнеки ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх прозӑра» Хӗветӗр Уярӑн «Близ Акрамова» хайлавӗ мала тухнӑ. «Асамлӑ йӗрке» номинацире Николай Ишентейӗн «Планетӑпа чӗре» тата Любовь Петровӑн «И грусть, и радость, и мечты…» кӗнекисем ҫӗнтернӗ. «Ача-пӑча тӗнчи» номинацире Юрий Сементерӗн «Килӗр, килӗр, кайӑксем» тата Людмила Васильевӑн «Зайкина семья» кӗнекисем палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Саха (Якути) Республикин «Бичик» кӗнеке издательстви нумаях пулмасть «Раҫҫей халӑхӗсен юратнӑ юмахӗсем» кӑларнӑ. Унта пирӗн ҫӗршыври тӑхӑр халӑхӑн халӑх сӑмахлӑхӗ кӗнӗ. Унта пирӗн халӑхӑмӑрӑн юмахӗсенчен пӗри, тилӗ ҫинчен калаканни кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Надежда Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, юмах кӗнекине кӑларакансене вӗсем темиҫе юмах ярса панӑ. Якутсене чӑваш эрешӗсене тӑхӑнса ташлакан тилӗ уйрӑмах кӑмӑла кайнӑ. Пушкӑрт, удмурт, чӑваш, эвенк, вырӑс, дагестан, калмӑк, тутар юмахӗсен пуххине ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Ӑна тӑваткал форматпа кӑларнӑ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче те сутаҫҫӗ. |
Культура
Вӑрмарти центрӑн 18 ҫул тултарман ачасен диагностика тата социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн воспитанникӗсем каникул вӑхӑтӗнче вырӑс халӑх юмахӗн инсцинировкине хатӗрленӗ. Вӑл «Йӑвача — ҫӗнӗлле» ятлӑ пулнӑ. Ачасем рольсене хӑйсемех суйланӑ. Юлташӗсемпе хутшӑнма юратакан Ангелина карчӑк рольне калӑпланӑ. Шӑпӑл-шапӑл мар Максим старик пулнӑ. Чи хаваслӑ Павлик мулкач ролне суйланӑ. Ӑслӑ Камилла тӑмана рольне вылянӑ. Чее тата сӑн ӳкерӗнме кӑмӑллакан Ирина тилӗ пулнӑ. Базилио кушак аҫипе йӑвачана Дима калӑпланӑ. Ачасем юмах репетицине кӑна хутшӑнман. Вӗсем хӑйсен сӑнарӗсем валли маскӑсем те хатӗрленӗ. Юмах инсцинировки пысӑк шайра иртнӗ. Ыттисем те кӑмӑллӑ юлнӑ. Пӗчӗк артистсем «Йӑвача — ҫӗнӗлле» юмаха Аслӑ Чак ачисене кӑтартма тӗв тунӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ют чӗлхерен кӗнӗ ҫак сӑмах кӗнеке ҫинчен каласа паракан кӗске ролик тенине пӗлтерет. Буктрейлер пулӑшнипе Шупашкарта ҫынсене кӗнеке вулама астарасшӑн. Вӑл е ку кӗнеке ҫинчен кӗскен кӑна каласа кӑтартакан роликсене республикӑн тӗп хулинчи общество транспортӗнче янӑратасшӑн. Ҫак акцие йӗркелес шухӑша Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшӑн тӗп тытӑмӗпе реклама агентствисенчен пӗри тытнӑ. Кӗнекепе паллаштаракан роликсене вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсем хатӗрлӗҫ. Буктрейлерсене вулавӑш сайтӗнче, халӑх тетелӗсенче те сарӗҫ. Хальлӗхе икӗ кӗнеке пирки реклама янӑрать иккен. Вӗсенчен пӗри Евгений Водолазкинӑн «Лаврӗ» пирки пулсан, тепри — чӑваш ҫыравҫин, Сергей Павловӑн «Хаяр ытам» кӗнеки ҫинчен. Ҫывӑх вӑхӑтра тата ытти кӗнеке пирки буктрейлерсем янӑратма тытӑнӗҫ. Вӗсен шутӗнче яппун поэзийӗн пуххи те пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер Канашра Культура ҫулталӑкне халалласа ача-пӑчан республика шайӗнчи харӑсах пилӗк фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче» ятпа чӑваш тӗррин конкурсне йӗркеленӗ, «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фольклор ушкӑнӗсене пухнӑ, хореографи ушкӑнӗсем «Салам, Тӗнче» ятлине пуҫтарӑннӑ, художество ӳнерӗ енӗпе ӑмӑртакансем «Черчен чечексене» пырса ҫитнӗ, юрӑ ӑстисем — «Уҫӑ саслӑ ачалӑха». Асӑннӑ мероприятисене культура ҫурчӗсенчи, вӑтам пӗлӳ паракан тата тата ӳнер шкулӗсенчи ачасем пухӑннӑ. Канаш районӗсем те айккинче юлман. Унти Сиккассинчи, Энтрияльӗнчи, Шелттӗмри, Янкӑлчри, Аччари, Ҫеҫпӗлти, Вӑрӑмпуҫри тата ял тӑрӑхӗсенчи, районти Культура ҫуртӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ. Фестивале йӗркелекенсем ачасем хушшинче тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратма тата сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Тавӑшкассинче ку конкурса чӑвашла тӑхӑр кӗнеке хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Г.Г.Кабаковӑн «Пурнӑҫ хакӗ», А.П.Казановӑн «Ырату», Анатолий Кипечӗн «Тамӑкри ачан сасси», М.З.Крыловӑн «Пурнӑҫ сыппи вӑрӑм», В.Р.Кузьминӑн «Вӗҫев», С.Л.Павловӑн «Тӗтре», Н.А.Петровскаян «Тухатмӑш», Улька Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Юхма Мишшин «Анатран хӑпарать шурӑ пӑрахут» кӗнекисем. Конкурсра чи нумай сасӑ пухса ҫак тӑрӑхра, Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Крыловӑн «Пурнӑҫ сыппи вӑрӑм» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Вулакансене ҫак хайлав питӗ килӗшнӗ-мӗн. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кӗнекере Михаил Зиновьевич халӑх ӑс-хакӑлӗ, кӗҫӗннисем аслисене хисеплени ҫинчен каласа кӑтартать, ӗлӗкхи каларӑшсене илсе кӑтартать. Хайлавӑн тӗп шухӑшӗ — ырӑ усала яланах ҫӗнтерни. Аслӑ ӳсӗмрисем ҫак кӗнекене ҫамрӑксене вулама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |