Культура
Ҫитес уйӑхӑн 8–9-мӗшӗсенче Шупашкарта бард юррисен «Шупашкар–2014» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртмелле. Фестивале хутшӑнакансене маларах хамӑр патра «ала витӗр» кӑларассине пӗлтереҫҫӗ. Йӗркине тӗплӗнрех пӗлес тесен бард юррисен «Чӗрӗ хӗлхем» клубӗпе е Культура программисен республикӑри дирекцийӗпе тата Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗпе ҫыхӑнма юрать-тӗр, ӗмншӗн тесен фестиваль йӗркелӳҫисем шӑпах ҫавсем шутланаҫҫӗ. Итлев пирки ҫакна хушса калама юрать-ха: фестивале хутшӑнакансене малтанхи кун Трактор тӑвакансен культура керменӗнче 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен хакламалла. Юрӑхлӑ номерпе пынисене суйласа илӗҫ. Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче вара гала-концерт пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
Чӑваш Енре шотланди культурин фестивалӗ кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртмелле. Вӑл кӑрлачӑн 20–26-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пулӗ. Фестиваль кӑсӑклӑ пулассӑн туйӑнать. Унта Мускаври, Воронежри, Хусанти, Чулхулари тата Шупашкарти юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнмалла. Хальхи фестиваль вӑхӑтӗнче поэзи, литература, истори, юрӑ-ташӑ ӳнерӗн каҫӗсем иртмелле. Уява вара Великобританипе Шотланди культурине, историне, акӑлчан чӗлхине вӗренекенсене пуҫтарнипе уҫӑлӗ. Унта шотланди ташшисен хусканӑвӗсене те кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
Кӑҫал Чӑваш Енӗн наци библиотеки Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче кун ҫути курнӑ пичет кӑларӑмӗсене сканерлама палӑртать. Ҫак ӗҫе вӑл электронлӑ фонд хатӗрленӗ май пурнӑҫлама шухӑшланӑ. Иртнӗ ҫул вулавӑш Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫӗсен 107 томне тата Хусанти Император университечӗн Археологи, истори тата этнографи хыпарӗсенчен истори пӗлтерӗшлӗ 93 статьяна сканерланӑ. Электронлӑ фонда пуянлатассине вулавӑш маларахах пуҫланӑ-ха. Унччен вӑл Николай Ашмарин, Николай Золотницкий, Василий Магницкий, Василий Сбоев ӗҫӗсене, Хусан кӗпӗрнин адрес тата справка кӗнекисене тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе электронлӑ майпа копиленӗ. Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе Наци библиотекисӗр пуҫне Шупашкарӑн пӗрлехи вулавӑш тытӑмӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи тӗп вулавӑшсем хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
Чӑваш ӳнер музейӗ 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вырӑс живопиҫӗн шедеврӗпе пуянланнӑ. Аваллӑх управҫи Павел Беньков художникӑн «Утмӑлтуратсем» ӳкерчӗкӗллӗ пулса тӑнишӗн музей ӗҫченӗсем Раҫҫейӗн Культура министерствине тав тӑваҫҫӗ. Беньков — Моисей Спиридоновпа Никита Сверчков ӳнерҫӗсен вӗрентекенӗ. Чӑваш ӳнер музейӗнче маларах авторӑн пӗр ӗҫӗ, Шмулевич актрисӑн портречӗ, кӑна пулнӑ. Чӑн-чӑн ӗҫсене, оригинала, тупса илме питӗ йывӑр иккен. «Утмӑлтуратсем» натюрморт унччен художникӑн Хусанти юлташӗсем патӗнче упраннӑ, каярах ӑна художникӑн мӑнукӗ Марина Лещинская илсе кайнӑ. Ӳкерчӗке музее илес тесе унпа нумай сӑмахланӑ-мӗн. Ӳлӗмрен вӑл пирӗн республика ҫыннисене савӑнтарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
Тӗнче тетелӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн электронлӑ вулавӑшӗ те хайлавсемпе пуянланса пырать. Вӗсен сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть унта 500-мӗш хайлав кун ҫути курнӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкул директорӗ пулнӑ Н.П.Петров ҫырнӑ «Марионеткӑсем» сӑвӑ. Сайт хыпарланӑ тӑрӑх Николай Петровӑн сӑввисен шучӗ те вулавӑшра 78-а ҫитнӗ. Ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене илес пулсан унта Николай Карайӑн чи нумаййи иккен — вулавӑшра унӑн 96 хайлавне тупма пулать. Сӑвӑ-калав йышӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн Гурий Дубов йышӑнать, электронлӑ вулавӑшра унӑн 69 сӑвви вырнаҫнӑ. Паллах, Нестор Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхе кӗрекен ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫӑн хайлавӗсемпе те паллашма пулать. Вулама юратакансем кунта Леонид Антоновӑн, Юрий Сементерӗн, Георгий Туслин, Лука Семеновӑн, Николай Ершов-Янгерӑн, Валентина Рудниковӑн, Галина Макаровӑн, Зинаида Михайлова-Селимен, Николай Ункайӑн, Галина Ҫуткӳлӗн пултарулӑхӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сурхури ячӗпе!Культура
Паян чӑваш йӑли тӑрӑх Сурхури уявне палӑртаҫҫӗ. Республикӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче ҫамрӑксен кану каҫӗсем, каҫхи улахсем иртеҫҫӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те сире ҫак хӗллехи уяв ячӗпе саламлать! Сурхури уявӗ вӑрӑма тӑсӑлать, хатӗрлӗнессе те малтанах пуҫлаҫҫӗ — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ салат-хӑмла‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗнче юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ, картана кӗрсе сурӑх ури тытнӑ... Пӗрле апат ларса ҫинипе вара вӑл кун уяв вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне ҫветке пуҫланнӑ. Эрнипех ҫӳренӗ вара. Пирӗн кунталӑкра (календарьте) ку тапхӑра Кӑшарни тесе палӑртнӑ. Сӑмах май, тунтикун, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗ «Ҫӑлкуҫ» кафере «Сурхури» уявне палӑртӗ! Кӑҫал вӑл шучӗпе вуннӑмӗш пулӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Уява пырас кӑмӑллисене чӑваш тумӗсемпе килме ыйтаҫҫӗ, хӗрарӑмсен пуҫне тутӑр ҫыхмалла. Ку уява яланхи пекех тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакансем хутшӑнмалла — ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, верентекенсем тата ыттисем. | ||
Культура
Хӑй вӑхӑтӗнче илсе тухма чарнӑ ӳкерчӗксенчен пӗри / Тимӗр Акташ сӑнӗ Ҫак кунсенче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче (Президент бульварӗ, 1) Валерий Бобковӑн «Мир глазами художника. Чернобыльская зона» (чӑв. «Ӳнерҫӗ куракан тӗнче. Чернобыль зони») персоналлӑ куравӗ ӗҫлет. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫӗ 65 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх вернисажа уҫнӑ май курма килнисене ӳнерҫӗ хӑй кӗске экскурси ирттерчӗ. Кӑсӑклӑ пулӑмсем пирки те каласа пачӗ — сӑмахран, хӑш-пӗр ӳкерчӗксене Чернобыль тӑрӑхӗнчен 1-мӗш пай илсе тухма чарнӑ иккен. Вӗсен йышне «Славься, Отечество наше свободное!» (чӑв. Мухтавлӑ пул эс, Ирӗклӗ Тӑван ҫӗршывӑм!) акварель, «Город Припять. Улица Спортивная» (чӑв. Припять хули. Спорт урамӗ) ӳкерчӗк кӗнӗ. Чернобыль тӑрӑхӗнчи ӳкерчӗксемсӗр пуҫне куравра ӳнерҫӗ чикӗ леш енче тунисемпе те — Италире, Австралире, Швецире — паллашма пулать. Валерий Бобков 1948 ҫулта Улатӑрта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. Чернобыльте АЭС сирпӗнсен унти инкеке сирме хутшӑннӑ. | ||
Культура
Юр кӳлепесенчен пӗри Иртнӗ ҫулталӑкӑн раштавӑн 17–27-мӗшӗсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче предприятисемпе ял тӑрӑхсем хушшинче Ҫӗнӗ Ҫула эрешсемпе кӗтсе илессипе ӑмӑрту иртнӗ. Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров уяв умӗн ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗ. Жюри пайташӗсем ял тӑрӑхсенчен чи хитри Ачкасси ял тӑрӑхӗ пулнине пӗлтернӗ. «Иккӗмӗш вырӑнта киватикассисем, виҫҫӗмӗшсем — Хусанушкӑньсем», — тесе йышӑннӑ. Юмахсенчи сӑнарсене атнарсем пуринчен те ӑстарах сӑнарласа кӑтартма пултарнӑ. Вӗренӳ учрежденисене илем кӳрессине илес пулсан — Хӗрлӗ Чутайри «Хӗвел» ача пахчи воспитателӗсемпе кунта ҫӳрекен ачасем малти вырӑна тухнӑ. Культура учрежденийӗсенчен чи малти вырӑнта Хӗрлӗ Чутайри культура ҫурчӗ диплома тивӗҫнӗ. Суту-илӳ предприятисенчен чи ӑстисем — Хӗрлӗ Чутайри райпо ӗҫченӗсем. Сӑнсем (42) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
М. Кондратьев парнисем Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ нумай пулмасть грампалстинкӑсен пуххипе пуянланнӑ. Ҫак парнене «Музыкальные мультимедиа библиотеке» (чӑв. «Кӗвӗ-ҫемӗллӗ мультимедие вулавӑша») акци вӑхӑтӗнче Михаил Кондратьев кӗвӗ тӗпчевҫи илсе килсе панӑ иккен. Фонограммӑсен пуххи пурӗ 3 пайран тӑрать: чӑваш кӗвӗҫӗсен хайлавӗсем, чӑваш фольклорӗ, чӑвашсен юрлас ӳнерӗ. Кӗвӗ хывакансен пуххине «Чебоксарские вечера», «Песней порадуем друзей», «Край родной», «Герман Лебедев: хоровые произведения», «Чебоксарский сувенир», «Уҫланкӑри палан: Филипп Лукин юррисем», «Хоры чувашских композиторов» пластинкӑсем кӗнӗ, вӗсенче Федор Павлов, Степан Максимов, Анисим Асламас, Владимир Иванишин, Герман Лебедев, Григорий Хирпӳ, Филипп Лукин, Виктор Ходяшев, Аверий Токарев, Александр Васильев, Федор Васильев, Тимофей Фандеев кӗвӗленӗ юрӑсене тупма пулать. Чӑвашсен юрлас ӳнерӗн пайне вара «Поет хор чувашского телевидения и радио» (дирижерӗ Петр Федоров), Чувашский государственный ансамбль песни и танца (илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев), «Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ӑсталӑхӗ» (илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев, хормейстер Герман Егоров), «Хор чувашского телевидения и радио (дирижерӗ П. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
Нартукан уявӗнче (Самар облаҫӗ, 2013 ҫ, кӑрлач) Кӑҫал эпир ҫитес ҫул валли ятарлӑ кунталӑк (календарь) кӑлартӑмар — чӑваш уявӗсемпе. Вӗсене эпир палӑртасса палӑртрӑмӑр та, анчах чылайӑшӗ вӗсем пирки пӗлсех каймасть — епле тата хӑҫан уявланине, ӑҫта пухӑннине, камсем ирттернине. Ҫавӑнпа та пӗчӗк саспаллисемпе айӑккинче асӑнса хӑвартӑмӑр — тӗплӗрех пӗлес тесен пирӗн сайта кӗрсе пӑхмалла имӗш. Паян эпир ҫапла май Нартукан пирки ятарлӑ страница йӗркелерӗмер (вӑл кун вӑрӑмланма пуҫланӑ кун, раштавӑн 25-мӗшӗнче, пуҫланать-ҫке! Халь шӑп та лӑп Науртукан эрни пырать). Унта эсир уява мӗне тӗпе хурса уявланине, «нартукан» сӑмах епле пулса кайнине пӗлме пултаратӑр. Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫак уява епле ирттерни кӑсӑклӑ-и? Йӑлт кӗртрӗмӗр — Куславкка тӑрӑхӗнчи йӗркене те, Самар облаҫӗнчине те, инҫетри пушкӑрт чӑвашӗсенне те. Унсӑр пуҫне Нартукан юррисемпе те паллашма май пур. Унта эсир Хӗл турханӗ кам иккенне пӗлме пултаратӑр, Ҫилачипе Юрпике мӗншӗн унпа пӗрле ҫӳренине. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |