Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли вилӗмсӗр Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Нарспиана» ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ. Оркестрӑн аслӑ администраторӗ Марина Подъячева ун пирки «хӑйӗн илемӗпе тата пуянлӑхӗпе тӗлӗнмелле» тесе пӗлтерет.

«Нарпи» поэма тӑрӑх хатӗрленӗ музыкӑпа сӑвӑ реминисценцийӗнче Г. Хирпӳн «Нарспи» оперинчи сыпӑксем, Ф. Васильевӑн «Слакпуҫ юррисем» хор валли ҫырнӑ юррисем, А. Асламасӑн, Ф. Павловӑн, И. Пустыльникӑн, В. Иванишинӑн хайлавӗсем янӑрӗҫ.

Тӗлӗнмелле программӑллӑ концерта кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залне йыхравлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ программӑна окрестрӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп дирижерӗ Морис Яклашкин хатӗрленӗ.

Солисчӗсем, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Сергеева Михаил Мокшанов, ҫавӑн пекех Василий Николаев, Елена Игнатьева, Юрий Унегеров. Вулаканӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов тата Екатерина Александрова.

 

Культура

Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче проектсем старт илнӗ. Кунта «Вырӑс пейзажӗн поэзийӗ» экспозици уҫӑлнӑ.

Куравра паллӑ поэтсен сӑввисем живописҫӑсен картинисемпе пӗрлешеҫҫӗ. Вӗсем — 19–20-мӗш ӗмӗрсенче ҫыравҫӑсемпе ӳнерҫӗсен.

Исаак Левитан, Иван Шишкин, Борис Кустодиев, Алексей Саврасов, Михаил Клодт… Раҫҫей паллӑ ҫынсемпе пуян.

Картинӑсем паллӑ вырӑс поэчӗсен сӑввисене уҫса параҫҫӗ: Фет: Тютчев, Некрасов, Пушкин, Есенин.

Центра кашниех Илья Остроуховӑн «Ылтӑн кӗркунне» картина пазлне пуҫтарма пултарать. Ҫавӑн пекех сӑвӑ вулакансен конкурсне йӗркелесшӗн. Унта шкул ачисемпе студентсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Центр сайтне ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ сӑвва вуланӑ видеоролик ярса памалла ҫеҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе чыслӗҫ.

 

Культура

Ҫак кунсенче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗн Михаил Красновӑн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Литературӑра ӑна Ара Мишши ятпа пӗлеҫҫӗ.

«Ҫамрӑк юланутҫӑ» кӗнекене Михаил Красновӑн малтанхи калавӗсем кӗнӗ. Тӗп сӑнар — Макҫӑм. Ӑна тӗрлӗ ыйту канӑҫсӑрлантарать.

Ара Мишши 1953 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех патшалӑх влаҫӗнче, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫленӗ. ЧР культура министрӗнче пилӗк ҫул ӗҫленӗ. 2008 ҫулта ӑна ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн ятне панӑ. 2013 ҫулта РФ Журналистсен союзӗн пайташӗ пулса тӑнӑ.

Ара Мишши кӗнекене пур вулавӑша та ҫитересшӗн. Вӑрмар районӗнчи кашни вулавӑша ҫак кӗнекене парнелесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/
 

Культура

Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пуҫланчӗ. Ҫавна май республикӑра интереслӗ проектсем пурнӑҫа кӗрӗҫ.

Ыран Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Литература тавралӑхӗ» проект пуҫланать. Унпа килӗшӳллӗн тӗнчери литература классикине юрӑ-кӗвӗ сцени ҫине кӑларӗҫ.

Кӑрлачӑн 14 тата 21-мӗшӗсенче Петр Чайковскин «Пиковая дама» тата «Евгений Онегин» оперисене куракансен умне кӑларӗҫ.

Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче сцена ҫине Пьер Бомарше камичӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Безумный день или женитьба Фигаро» тухӗ. Вӑл Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври сценӑсем ҫинче ӑнӑҫлӑ тухать.

Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Севильский цирюльник» курма чӗнеҫҫӗ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче вара «Отелло» опера кӑтартӗҫ.

 

Культура

Асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаҫисем Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне мӗнле хитрелетнӗ? Хӗллехи каникулсенче еплерех парнесемпе савӑнтарнӑ? Кун пирки пӗлес килет-и? Эппин, май пулсан Патшалӑх вырӑс музейӗн виртуал филиалне ҫитсе курмалла.

Унта икӗ ӗмӗр каяллахине курма пулать. Василий Суриков, Апполинария Васнецова, Федот Сычков, Федор Решетников картинисем вӑхӑта каялла тавӑрма пулӑшӗҫ.

Патшалӑх вырӑс музейне ҫитсе кураймастӑр тӑк Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрне ҫул тытӑр. Унта та уяв йӑли-йӗркипе паллашма пулать-мӗн. Тӗслӗхрен, тӑвансемпе юлташсем валли парне тӑвас енӗпе пултарулӑх лаҫҫи ӗҫлет.

«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче кӑрлачӑн 3–11-мӗшӗсенче ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсене пултарулӑх каникулӗсем кӗтеҫҫӗ. Кашни кун чи юратнӑ уявӑн вӑрттӑнлӑхӗсем уҫӑлаҫҫӗ.

 

Культура

«Шӑмӑршӑ районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗ» автономи учрежденийӗ хореографи ушкӑнӗсен «Ташша яра пар!» районти фестиваль-конкурсне ирттернӗ. Халӑх пултарулӑхне аталантарма пулӑшас, репертуарӑн художество пултарулӑх шайне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ конкурс ташӑсенчен тата шӳтсенчен тӑнӑ.

Куракансем Культура аталанӑвӗн центрӗн солисчӗсен А. Петрован, Т. Долгован, Т. Яковлеван, С. Кудряшован пултарулӑхне куракансем уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ-мӗн. Ача-пӑчан ӳнер шкулне ҫӳрекенсем те конкурса илемлетнӗ. Т. Яковлева ертсе пынипе ташӑ вӑрттӑнлӑхне хӑнӑхакан Юлиана Михайловапа Валерий Хафизов хитре ташланӑ. «Антонина» ача-пӑчан халӑх ташӑ ушкӑнӗ те маттурлӑхпа яланхиллех палӑрнӑ.

«Хальхи ташӑ» номинацире Шӑмӑршӑри вӑтам шкул «Урам ташшипе» ҫӗнтернӗ, Палтиелти культура ҫурчӗ — иккӗмӗш вырӑнта. «Халӑх ташши» номинацире 12-рен 17-чченхисем хушшинче Пӑчӑрлӑ Пашьелти кульутра ҫурчӗ малта, иккӗмӗшӗнче — Шӑмӑршӑри вӑтам шкул, виҫҫӗмӗшӗнче — Палтиелти культура ҫурчӗ. 18-тан аслӑраххисем хушшинче Карапай Шӑмӑршӑри культура ҫуртне ҫитекен пулман.

Сӑнсем (31)

 

Культура

Шупашкар районӗнче нумаях пулмасть муниципалитетӑн хысна учрежденийӗсен ертӳҫисене палӑртма конкурс йӗркеленӗ. Пуҫлӑха лартма «Тӗп клуб тытӑмӗ» тата «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» ятлӑ учрежденийӗсем валли ҫын шыранӑ.

Район администрацийӗн сайтӗнчи кӗске информацие пуҫлӑх пуканӗшӗн миҫе ҫын конкурса хутшӑннине каламан. Анчах конкурс комиссийӗ вӗсенчен пӗрне те суйласа илменнине пӗлтернӗ.

Пуҫлӑха ларасшӑн конкурса хутшӑннисене документсене тавӑрса парасси пирки пӗлтернӗ. Черетлӗ конкурс каярах иртӗ ахӑртнех.

 

Культура

Елчӗкри тӗп вулавӑшра пӗр ӗкнеке куравӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш литературин классикӗн Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине халалланӑ. Курав валли зала та ятарласа хатӗрленӗ. Вӑл поэмӑра сӑнланнӑ чӑваш пӳртне аса илтерет.

Вулавӑшра Кӗҫӗн Таяпари тулли мар тата Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренекенсем пулса курнӑ. Краеведени секторӗн вӗсене «Чӑваш поэзийӗн юрӑҫи, Константин васильевич Иванов /125 ҫул/» куравпа паллаштарнӑ. Ӑна виҫӗ пайран хатӗрленӗ. Пӗрремӗшӗнче Константин Ивановӑн пурнӑҫӗ куҫ умне тухса тӑрать, вӑл ҫырнисене кӑтартнӑ. Тепӗр пайӗнче Константин Ивановӑн нумай енлӗ пултарулӑхне тишкернисем вырӑн тупнӑ. Виҫҫӗмӗш пайне поэта пӗлекенсен аса илӗвӗсене кӗртнӗ.

Пӗр кӗнеке куравне пынисем «Нарспие» тепӗр хутчен тишкернӗ. Валерий Немцев унти самантсене ӗнтсе кӑларнӑ ӳкерчӗксем урлӑ кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне вулавӑшра Мальвина Усанова шкул ачин ӳкерчӗкӗсене те кӑтартнӑ. Вӑл ӗҫсемпе хӗрача «Ҫамрӑк талантсем» республикӑри конкурсра «Ӳкерчӗк» номинацире ҫӗнтернӗ.

 

Культура Педагогӑн теттисем
Педагогӑн теттисем

Шупашкарта пурӑнакан Елена Владимирова вӗрентекен тахҫанах коллекционера ҫаврӑннӑ. Вӑл совет саманинчи чӑрӑш теттисене пухать. Чӑрӑш тӑррине вырнаҫтарнӑ хӗрлӗ ҫӑлтӑртан пуҫласа тем тӗрлӗ шар таранах пур иккен унӑн килӗнче.

Вӗсене вӑл тахҫанах пуҫтарма тытӑннӑ. Ачалӑхӗ унӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсене тивнӗ. Ҫӑлтӑрсене шутламалли хатӗр ӳксе вансан вӑл тӗлӗнмелле куляннине лайӑх астӑвать. Темиҫе ҫултан ӑна вӑл сайтсенчен пӗринче сутнине курнӑ та пин ҫурӑ парса туяннӑ.

Кайран педагог совет саманинчи теттесен историйӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Маларах каланине илсен, ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче кӑларнӑ. Вӑл — «Пушкин юмахӗсем» ярӑмпа тухнӑ теттесен шутӗнчен. Ун чухне теттесене вӗрсе тата алӑпа ӳкернӑ. Паян педагогӑн пуххинче — совет саманинчи 300 тетте.

 

Культура

Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗн «Салам» ушкӑнӗ ҫак кунсенче хӑйӗн 15 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Уява артистсем тӗплӗн хатӗрленнӗ, концерта 35-ӗн хутшӑнчӗҫ. «Саламҫӑсене» уяв ячӗпе Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ Константин Михайлов, Кӑкшӑмри вулавӑш ертӳҫи Н.П. Бундина, ялти «Родничок» ача пахчи ертӳҫи Л.Ю. Ястребова, «Заветы Ильича» колхозӑн профком председателӗ В.В.Князева саламларӗҫ. «Салам» ансамблӗн ертӳҫи баянист А.В.Шаров, Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗн ертӳҫи Е.А.Шарова, ансамбль солисчӗсем Ирина Семенова, Елена Орлова, Алина Федорова, Надежда Мурзина, Елена Яковлева Кӑкшӑмӑм ял администрацин Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

«Салам» ансамбль 15 ҫул хушшинче чылай фестивальте, «Акатуйра» малти вырӑнсене йышӑннӑ. 1999–2014 ҫулсенче ҫулленех Хисеп Хучӗсем, Тав сӑмахӗсемпе Тав хучӗсемпе Дипломсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. «Саламҫӑсене» Ҫӗмӗрлере, Шупашкарта тата ытти ҫӗрте те куракансем яланах кӑмӑллӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Салам» ансамблӗ «На завалинке» тата «Поченарочка» ушкӑнсемпе пуянланнӑ. Ку ушкӑнра Пӑчанар ялӗнче пурӑнакан пенсионерсем халӑха хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтараҫҫӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 397, 398, 399, 400, 401, 402, 403, 404, 405, 406, [407], 408, 409, 410, 411, 412, 413, 414, 415, 416, 417, ...452
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 18

1972
54
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1987
39
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
1990
36
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй