Культура
Тунтикун, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин электронлӑ тата кино документацийӗн патшалӑх архивӗнче чӑваш киноӳкерӳҫисем пухӑннӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса перлӗх йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Пухӑва тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» канал ертӳҫи Олег Цыпленков, «КоЮр» киновидеопӗрлӗхӗн ертӳҫрисем Константин Ефремовпа Юрий Сергеев, «Салам» ТМЯП ертӳҫисем Елизавета Разумовӑпа Владимир Карсаков, «Диал» ТМЯП («Аксар» студи) элчи Иван Иванов, «Орион» видеостуди ертӳҫи Вячеслав Оринов, «Iltimerstudio» видеостуди ертӳҫи Алексей Ефремов тата патшалӑх архивӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Пуханнисем пушӑн 28-мӗш кунӗнче «Хальхи лару-тӑрура кино ӳкересси: ҫӗнӗ аталану ҫулӗсем» ҫавра сӗтелте те (патшалӑх архивӗнчех иртмелле) чӑвашла кино ӳкерес йытӑва хускатма калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫамрӑксен юрӑ пултарулӑхӗн «Дебют» фестивале И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе музыка факультечӗ йӗркеленӗ, вӑл унӑн ҫумӗнче иртет. Мӗн тӗллевпе ирттереҫҫӗ-ха ӑна? Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртмашкӑн, Чӑваш Енри район-хуласенчи пултарулӑх ушкӑнӗсемпе, уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑну йӗркелемешкӗн. Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ, вӑл регион шайӗнчи статуса илнӗ. Ҫак вӑхӑтра фестиваль этрада тата халӑх юррисене шӑрантаракан 300 ытла вокалиста пӗр тӗвве пухнӑ. Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Гран-прие Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Константин Павлов тивӗҫнӗ. Ҫав шкулти ансамблех «Вокал ансамблӗсем» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Аттепе театра!» акци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ҫамрӑксен театрӗ ӑна кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттерет. Акци ашшӗсене пӗлтӗрхи пекех килӗшнӗ. Хӑш-пӗр ашшӗпе ачи театра пӗрремӗш хут килсе курнӑ. Вӗсем сцена ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларнӑ. Фойере хӑнасене Мулкачсем кӗтсе илнӗ. Вӗсем олимп вӑййисем ирттернӗ. Тупӑшусене ашшӗсем те, ачисем те хастар хутшӑннӑ. Пурте хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн парнесене тивӗҫнӗ. Залра хӑнасене каллех парне кӗтнӗ. «Как Иван за море ходил» юмахри казаксем вӗсем валли кӑсӑклӑ конкурссем хатӗрленӗ. Чи хаклӑ парне «Ылтӑн чӑх чӗппи» спектакль пулнӑ. Постановка чи хӑюллӑ, чи хастар, чи вӑйлӑ ашшӗсем пирки. Спектакле ятарласа ҫемьепе пӑхмашкӑн хатӗрленӗ. Вӑл сцена ҫинче нумай ҫул пырать. Ачасем театра ытларах амӑшӗпе ҫӳреҫҫӗ. Акци пуҫарнӑ хыҫҫӑн ашшӗсем ытти спектакле килме те тытӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗ каллех уява йыхравлать. Аннесемпе асаннесен уявӗ ячӗпе ирттерекенскерте вӑйӑсем, конкурссем тата «Мымренок» спектакль пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Сурӑм шевлисем» фольклор ансамблӗ Халӑх йӑли-йӗркине сыхласа хӑварасси хальхи вӑхӑтра уйрӑмах ҫивӗч. Ҫавӑнпа педагогсен халӑх юррисене, вӑййисене ачасене вӗрентме тӑрӑшмалла. Элӗксем ҫакна тӗпе хураҫҫӗ те ӗнтӗ. Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи фольклор уйрӑмӗнче вӗренекенсем несӗлсен культурине ӑша хывма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку вӗсен чунне те пуянлатать. Шӑпах ҫак тӗллевпе пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ача-пӑча ӳнер шкулӗ ҫумӗнче «Сурӑм шевлисем» фольклор ансамблӗ йӗркеленнӗ. Ертӳҫи — А.М.Михайлова, концертмейстерӗ — С.П.Артемьев. Ансамбль солистки Ольга Егорова республика, район шайӗсенче иртнӗ конкурссен, фестивальсен лауреачӗ, Раҫҫей шайӗнче пулнӑ конкурссен дипломанчӗ. Ансамбле 9 ҫултан аслӑрах ачасем ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑн тӗллевӗ — музыка тата ташӑ фольклорне вӗренесси, ӑна анлӑ сарасси. «Сурӑм шевлисен» репертуарӗ тӗрлӗ жанрпа пуян. Вӗсем районта, республикӑра иртекен концертсене, мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсем чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, музыка тата ташӑ культурине хастар пропагандӑлаҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — ӗлӗкхи йӑласем, лирика юррисем, хаваслӑ ташӑсем, вӑйӑсем. «Сурӑм шевлисем» халӑх хореографине те вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Уявра / О. Цыпленков тунӑ сӑн Эрнекун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Оринин ял клубӗ ҫумӗнчи «Шуракӑш» ансамбле йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ. «Шуракӑш» ансамбль 1988 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче пӗрремӗш хут пухӑннӑ, ӑна йӗркелесе яраканӗ тата ертсе пыраканӗ Владимир Михайлович Александров шутланать. Ҫав ҫулах, 1988 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ ансамбль пӗрремӗш концертне лартнӑ. «Шуракӑш» районта кӑна мар, республикӑра та паллӑ ушкӑн. Хӑйӗн концерчӗсемпе вӑл Раҫҫейри ытти тӑрахсенче те пулса курнӑ. Чикӗ леш енче те пӗрре мар концерт лартнӑ: Турцире, Белоруссире, Молдовӑра (Гагаузинче). Дагестанра, Алтайра, Липецкра тата ытти тӑрахсенче вал пулса курнӑ. «Шуракӑш» коллектива саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Тимофеев Ростислав Николаевич, Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Волков Александр Сергеевич, Муркаш районӗн культуӑпа архив ӗҫӗн пай начальникӗ Чернова Елена Геннадьевна тата ыттисем ҫитрӗҫ. Уява видео ӳкерсе хутшӑннӑ Олег Михайлович Цыпленков каласа панӑ тӑрӑх ансамбле саламланӑ май пурте тенӗ пекех чӑвашла тухса калаҫрӗҫ, пӗр Чернова Елена Геннадьевна кӑна — вырӑсла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нумаях пулмасть Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче наци музыкин, поэзийӗн, ӳнер ӑсталӑхӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл — асӑннӑ шкулӑн проекчӗсенчен пӗри. Ӑна ҫулсерен нарӑсра ирттереҫҫӗ. Проекта 2009 ҫулта пуҫарнӑ. Пилӗк ҫулта унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Етӗрнери музыка шкулӗсем, ача-пӑча ӳнер шкулӗсем шкулӗсем хутшӑннӑ. Концерт программине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ училищӗре вӗренекен студентсем те пуянлатнӑ. Хальччен ирттернӗ фестивальсене Ф.М.Лукин, Г.Я.Хирпӳ композиторсем, Я.Г.Ухсай поэт 100 ҫулт тултарнисене халалланӑ. 2013 ҫултанпа «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Халӗ ун ҫумне республикӑра инҫет мелӗпе ирттерекен чӑваш музыка литературин олимпиади тата ҫамрӑк музыка тата ӳнер тӗпчӗвҫисен, экскурсоведсен «Музӑсемпе калаҫни» республика конкурсӗ хутшӑннӑ. Пиллӗкмӗш юбилейлӑ фестивале Г.С.Лебедев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халлалланӑ. Унта Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Вӑрмар тата Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсенчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура залӗнче нарӑсӑн 16-мӗшӗнче республикӑри ХТК (КВН) ушкӑнӗсен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа «КиВиН Чувашии-2014» (чӑв. Чӑваш Ен КиВиНӗ) фестиваль иртнӗ. 12 ҫул хушшинче ХТК вӑййисене республикӑри 100-е яхӑн тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсен, шкулсен командисем хутшӑннӑ. Хӗрлӗ Чутай район чысне Ҫӗнӗ Атикасси вӑтам шкул команди хӳтӗленӗ. «Бодрячок» командӑра Эльвира Андреева, Анастасия Смирнова, Дмитрий Лобов, Эдуард Сидоров, Сергей Ильин, Николай Софронов, Анастасия Маркова. Ушкӑн жюри умне «Мир, в котором мы живём» (чӑв. Эпир пурӑнакан тӗнче) юрӑпа тухса «Мир не прост» (чӑв. Тӗнче ансат мар) юрӑпа вӗҫленӗ. Вӗсен вӑййи-кулӑшӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ушкӑна нарӑсӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн Гала концертне хутшӑнма суйланӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисен Шупашкарпа Красноармейски районӗсен, Патӑрьел ялӗн, Шупашкар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи шкул командисем хушшинче тупӑшса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивет. Ушкӑнри Николай Софронов, Сергей Ильин, Дима Лобов, Эдик Сидоров Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсен пултарулӑхӗпе палӑрса тӑратчӗҫ, кашни уяв-концера хастар хутшӑнса куракансене тӗрлӗ кулӑшпа савӑнтаратчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялне ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Вӗсем Вӑрнар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти шайри сцена ӑстисен тӗлпулӑвне Культура ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ. Куракансене Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Ӗмӗт» ушкӑн, Якуртушкӑньти «Шанчӑк», Куславкка районӗнчи «Эткер», Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кунер» тата «Шӳлкеме», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш» халӑх фольклор коллективӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Сӗнтӗрвӑрринчен пынӑ «Шӳлкеме» вӑл тӑрӑхра салтака епле ӑсатнине туса кӑтартнӑ, йӑла-йӗрке ташшисене лартнӑ. Сӑнсем (26) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарта Самаровсен «Седьмой лепесток» (чӑв. Ҫиччӗмӗш чечек ҫуначӗ) ырӑ кӑмӑллӑх театрне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Куракансем Катаевӑн «Цветик-семицветик» (чӑв. Ҫич тӗслӗ чечекӗм) юмахӗ тӑрӑх хатӗрленӗ спектакльпе киленнӗ. — Ҫӗнӗ театр Шупашкарта Культура ҫулталӑкӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлни савӑнтарать, — тенӗ спектакль режиссерӗ, ӳнер ертӳҫи Игорь Милосердов. — Унсӑр пуҫне театр тӗллевӗ — ырӑ кӑмӑллӑх. Пухӑннӑ укҫапа чирлӗ ачасене сиплӗҫ. Чи пахи — укҫа-тенке фондсене мар, ҫынсене алла парӗҫ. Ҫак ӗҫе мана сӗнсен тӳрех паллӑ драматургӑн Евгений Шварцӑн каларӑшне аса илтӗм: «Ачасем валли спектакле аслисем валли пекех лартмалла, анчах тата лайӑхрах». Пирӗн театр ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть, кунта Шупашкарти тӗрлӗ театрти профессионал актерсем выляҫҫӗ. Хальлӗхе пирӗн ятарлӑ ҫурт ҫук, анчах вӑл ҫитес вӑхӑтра пуласса шанатпӑр. Чи кирли — тӗллев тата ӗмӗтленни. Ырӑ кӑмӑллӑх театрӗн йӗркелӳҫисем Александр тата Ольга Самаровсем каланӑ тӑрӑх, остеопетрозпа чирлекен Дима Григорьев нушине кура вӗсем ҫакнашкал театр пуҫарма шухӑшланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шкул ҫинчи асӑну хӑми Вунӑ ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ Афган вӑрҫине пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ 5 692 ҫын хутшӑннӑ, 176-шӗ аманнӑ, 117-шӗ вилнӗ, 4-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчен Афганистан тата Чечен вӑрҫине 100 ытла ҫамрӑк каччӑ хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ: Геннадий Ивановпа Юрий Макаров Афган вӑрҫинче, Валериан Быковпа Сергей Эзенкин Чечен вӑрҫинче. Ҫак районти Штанашри вӑтам шкултан 1981-мӗш шкулта вӗренсе тухнӑ Григорий Петрович Антонов (вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Полярная Звезда поселокра ҫуралнӑ) та Афган вӑрҫине хутшӑнса пуҫне хунӑ, ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ, Штанашри шкул ҫурчӗ ҫинче ӑна асӑнса ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ. Ӑна тата ытти интернационалистсене асӑнса 5-мӗшсем ятарлӑ стена хаҫачӗ кӑларнӑ, шкулта класс сехечӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Районта кӑҫалхипе 9-мӗш хут Афганистанра тата ҫӗршывӑн ытти регионӗсенчи юнлӑ хирӗҫтӑрусенче куҫ хупнисем ячӗпе патриотизмла юрӑсен «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят» (чӑв. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |