Культура
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫӗй XXII фестивальне (вӑл ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче иртет) Раҫҫейӗн 19 тӑрӑхӗнчи 26 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех виҫӗ ют ҫӗршывран ансамбльсем килӗҫ. Китайран икӗ ушкӑн (Аньхой тата Гайчжоу провинцийӗсенчен), Италирен пӗр ушкӑн, Азербайджанран виҫӗ солист килмелле. Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче республикӑна Италири (Сардини) «Про Локо Мамугео» фольклор ансамблӗ килсе ҫитнӗ. Вӑл фестивале хутшӑннисӗр пуҫне республикӑри ултӑ район-хулара пултарулӑхне кӑтартӗ. Китайри пултарулӑх ушкӑнӗсем пилӗк район халӑхне савӑнтарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртмен 21-мӗшӗнче хальхи ӳнер центрӗнче Китай делегацийӗ сӑн ӳкерчӗксен икӗ куравне йӗркелӗ, чей церемонийӗ иртӗ. «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальпе килӗшӳллӗн «Фолкстейшен-Шупашкар» Раҫҫейри йӑла-йӗркесен фестивалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 8 регионти 13 ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра — Крым та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӗрремӗш фестиваль афиши Чӑваш Енре «Пирӗн пӗр пек пулмасан та» ятпа ыттисенчен расна куракансен пӗтӗм тӗнчери театр фестиваль-форумӗ иртмелле. Вӑл ҫак ууйӑхӑн 22–24-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ. Кун пек мероприятие кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Хальхи фестивале ҫӗршывӑн 11 регионӗнчи тата Казахстанри, Литвари, Молдавинчи, Францинчи пукане театрӗсем килсе ҫитмелле. Форум вӑхӑтӗнче пултарулӑх лабораторийӗсем, психологи тренингӗсем, семинар-практикумсем иртмелле. Ыркӑмӑллӑх спектаклӗсем лартассине те программӑна кӗртнӗ. Спектакльсем — сусӑр ачасем валли хатӗрленӗскерсем. Вӗсене сусӑр ачасем пурӑнакан хваттерте, е вӑл сипленекен учрежденире е реабилитаци пӳлӗмӗнче лартма май килтӗр тесе лартнӑ. «Пирӗн пӗр пек пулмасан та» фестивале пуҫласа Шупашкарта иртнӗ ҫулхи кӗркунне йӗркеленӗччӗ. Ун чухне вӑл юпа уйӑхӗн 11–16-мӗшӗсенче иртнӗччӗ. Ун чух 13 пукане театрӗ килсе ҫитнӗччӗ. Вӗсенчен ҫурри — ют ҫӗршывран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательстви шкул ачисем хушшинче «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» ятлӑ конкурс ирттерчӗ. Конкурса хутшӑнакансем тӗрлӗ номинаципе ӑмӑртрӗҫ: кӗнеке тӑрӑх хаклав ҫырасси, ӳкересси, эссе, хӑй тӗллӗн кӗнеке ӑсталасси. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫулне кура палӑртнӑ: кӗҫӗн, вӑтам тата аслӑ ҫулхисем. Кашни номинацире пӗрер ҫӗнтерӳҫӗ, унсӑр пуҫне темиҫе лауреат, ачасен ертӳҫисене чылайӑшне Тав хучӗпе палӑртнӑ. Конкурса республикӑри пур районтан та, унсӑр пуҫне Самартан, Тутар Республикинчи Пӑваран тата Ҫарӑмсан районӗсенчи ачасем те хутшӑннӑ. Пурӗ 365 ӗҫ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен чыславӗ иртрӗ. Библиотека залне хутшӑнакансен кӗнекисемпе тата ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Вӗсене пӑхсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн: мӗн чухлӗ ӑста пулас художник ҫитӗнет Чӑваш Республикинче! Ӗҫсем пӗри тепринчен хитререх! Хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ кӗнекесем те чуна илӗртеҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси (ертӳҫи Людмила Жукова), Хусанушкӑнь (ертӳҫи Светлана Яруткина) тата Штанаш (ертӳҫисем Галина Зотова тата Марина Чучакова) шкулӗсен вӗренекенӗсем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ: хӑй ӑсталанӑ кӗнеке тата писатель кӗнеки тӑрӑх ӳкерчӗк хатӗрленӗ. |
Культура
Ҫӗр ӗҫченӗн тӗп уявне ирттерме Хӗрлӗ Чутай район ҫыннисем ҫӗртмен 12-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Чавал» уҫланкӑна пухӑннӑ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулнӑран-ши, халӑх ытти ҫулсенчи чухлех пухӑнаймарӗ, апла пулин те Раҫҫей кунне тата акапа сухана вӗҫленине халалланӑ Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ ҫỹллӗ шайра иртнӗ. Уява йӗркелекенсем хӑнасене «Чавалта» хӑтлӑ пултӑр тесе чунтанах тӑрӑшнӑ. Таса уҫланкӑ, илемлӗ сцена, ял тӑрӑхӗсен тата районти организацисемпе предприятисен хӑна картишӗсем, суту-илỹ, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ташӑ-юрӑ, вӑйӑ-кулӑ... Районӑн пӗрлештернӗ хорӗ Раҫҫей тата Чӑваш Республикин гимнӗсене шӑрантарнӑ тата Чутай пикисем чӑваш ташӑ композицине лартса панӑ хыҫҫӑн уява пухӑннисене саламлама сцена ҫине ЧР Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — ҫурт тӑвӑмпа архитектура тата коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Олег Марков, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Валерий Павлов, ЧР тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ Татьяна Минина, район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем тата предприятисемпе организацисен ертỹҫисем, кỹршӗ районсенчен килсе ҫитнӗ хӑнасем хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Мунча кунӗ» спектакльти сыпӑк Атӑлҫи федераци округӗнче Театрсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие ҫак уйӑхӑн 10-16-мӗшӗсенче пухнӑ. Фестивале Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем унта Арсений Тарасов драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакльпе тухса кайнӑ. Ӗренпур театрӗсенче вырӑс тата чӑваш спектаклӗсемсӗр пуҫне тутар, пушкӑрт, ирҫе, ҫармӑс, коми-пермяк чӗлхисемпе лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ. Фестивалӗн хисеплӗ хӑни пулса Александр Калягин ертсе пыракан Мускаври ET CETERA театр хутшӑннӑ. Чи лайӑх спектакле куракансен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлсе тата сасӑлаттарса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Мария Соловьева тунӑ сӑн Ӗнер Шупашкарти кӳлмекре чӑваш тата инди фильмӗнче ӳкерӗнмешкӗн хӗрсене суйланӑ. Кастинга 4 хӗр килнӗ. Пурте — сарӑ ҫӳҫлӗскерсем. Бобби Бачан режиссер каланӑ тӑрӑх, фильмри тӗп сӑнара Шупашкарти сарӑ ҫӳҫлӗ хӗре калӑпламалла. «Плата за любовь» фильм сценарийӗ тӑрӑх, тӗп сӑнар Индире каччӑпа паллашать, ӑна Шупашкара хӑнана чӗнет. Лешӗ, хӗре килӗштернӗскер, Чӑваш Ене ҫул тытать. Кунта вара ӑна чылай пӑтӑрмах кӗтет. Акӑ кастинга Алена Иванова (25 ҫулта) килнӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗрремӗш кастинга пырайман. Иккӗмӗшӗ валли вара тӗплӗн хатӗрленнӗ. Унччен вӑл социаллӑ роликсенче ӳкерӗннӗ. Халӗ хӑйне ҫӗнӗ рольте тӗрӗслесшӗн. Ирина Антонова кастинга Елчӗк районӗнчен килнӗ. Вӑл актер курсне те пӗтернӗ-мӗн. Фильмра ытти сӑнар та пулӗ. Вӗсене те Шупашкартах суйлӗҫ. Тӗп сӑнарӑн — сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрӗн — ашшӗ-амӑшӗн, юлташӗсен ролӗсене те калӑпламалла-ҫке. Бобби Бачан пӗлтернӗ тӑрӑх, ку юлашки кастинг мар-ха. Ҫитес вӑхӑтра иккӗмӗш тур иртӗ. Кинолентӑна хатӗрлекенсем фильм тӗнче прокатне тухасса шантараҫҫӗ те… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Районти Акатуя ирттернӗ май элӗксем ял тӑрӑхӗсен хушшинче «Элӗк ҫӗрӗн ӑстисем» районти конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑннисен халӑх йӑли-йӗркине, пурнӑҫне сӑнлакан япаласен куравне хатӗрлеме тивнӗ. Темисене ҫапларах палӑртнӑ: «Ҫутҫанталӑк япалисенчен (ҫӳҫерен, хурӑн хуппинчен, улӑмран тата ыттинчен) ӑсталанӑ япаласем», «Тӗрлесси, тӗртесси, шӑрҫаран эрешлесси», «Милӗк ҫыхасси», «Асанне арчинчен», «Чӑвашсен туй йӑли-йӗрки (юррисем, йӑли-йӗрки, ҫи-пуҫӗ)», «Халӑх пуканисем», «Картинӑсемпе панносем», «Пыл хурчӗ тытасси», «Чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗ», «Йывӑҫран касса эрешлесси» тата ытти. Ял тӑрӑхӗсем курава тӑратнӑ япаласем хушшинче тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫми-ҫими те пулнӑ, хуплу, шӑрттан,чӑкӑт, хуран кукли, ҫӳхӳ, шӳрпе, сӑра... Гран-прие Ехремкасси ял тӑрӑхӗ ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш вырӑнсене Мӑн Вылӑ, Питӗшкасси, Ураскилт, Тенеяль ял тӑрӑхӗсем тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Йӑлкӑш, Крымсарайкӑ, Чӑваш Сурӑм, Юнтапа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Хӗрлӗ профессура ҫурчӗ» Шупашкарти Карл Маркс урамӗпе Воробьев композиторсен урамӗ хӗресленнӗ тӗлте вырнаҫнӑ 18 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Ӑна 1930-мӗш ҫулӗсенче хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ҫурта конструктивизм тапхӑрӗнче тунӑ. Ҫав архитектура стилӗпе Шупашкарта хӑпартнӑ пурӑнмалли ҫуртсенчен упранса упранса юлни те тӗп хулара вӑл кӑна. Унӑн проектне Чӑвашстройкантурӑн проектпа конструктор бюровӗ 1929–1930-мӗш ҫулсенче хатӗрленӗ иккен. Ҫурта 1930–1932-мӗш ҫуртсенче тунӑ. Малтанласа ӑна 1930 ҫулта уҫнӑ Чӑваш патшалӑх педагогика инстиутчӗн профессорӗсемпе преподавателӗсене пурӑнтармалли общежити евӗр усӑ курнӑ. Шупашкар ҫурт тӑвӑмӑн историне ҫурт «Хӗрлӗ профессура ҫурчӗ» евӗр кӗрсе юлнӑ. Культура эткерлӗхӗн ҫуртне Республика кунӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Мускаври «Драматургипе режиссура центрӗ» театрта ҫӗртмен 5-мӗшӗнче «Поля входят в дверь» спектаклӗн премьери пулнӑ. Ӑна Геннадий Айхин «Все тоже прощание» хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ. Паллӑ поэтӑн Геннадий Айхин сӑввисене халӑх юратса вулать. Унӑн хайлавӗсене «Поля входят в дверь» спектаклӗн илемлӗх ертӳҫи Клим асӑрханӑ. Клим — хальхи театрта паллӑ ят. Ҫак спектакль чылай ҫул хатӗрленӗ проектӑн пӗр пайӗ. Унта виҫӗ моноспектакль кӗрет. Хальлӗхе иккӗшӗ ҫеҫ кун ҫути курнӑ: «Возмездие 12» тата «Поля входят в дверь». Пӗрремӗшӗнче Ксения Орлова 5 сехете яхӑн Блокӑн икӗ поэмине юрлать. Иккӗмӗшӗнче Наталья Гандзюк Геннадий Айхин сӑввисене вулать. РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков ҫак премьера чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл театр режиссерӗсем чӑваш ҫыравҫисен тата поэчӗсен хайлавӗсене пӗрре мар асӑрхасса шанса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Парламент итлевне пачӑшкӑсем те хутшӑннӑ Нумаях пулмасть чӑваш парламенчӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсене упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине тишкернӗ. Унта депутатсемсӗр пуҫне тӗрлӗ шайри тӳре-шара та пулнӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 объекта шута илнӗ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 440-шӗ, республика пӗлтерӗшлӗ, федераци пӗлтерӗшлисем — 221. Хальтерех палӑртнисем те пур. Ун йышшисем — 41. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур иккен. Культура эткерлӗхне Раҫҫей халӑхӗсен историпе культура палӑкӗсен реестрӗнче шута илтерме тытӑннӑ-ха. Ун чух 17 объект пирки документсем тӑратнӑ. Кунсӑр пуҫне миҫе обьект тӗлӗшпе паспорт илни, экспертиза витӗр миҫӗшне кӑларни тата ытти пирки те культура министрӗ чарӑнса тӑнӑ. Цифрӑсем чӗлхинчен куҫсан, паянхи тӗп тӗллев — истори сӑн-сӑпатне ҫухатнӑ культура эткерлӗхӗн палӑкӗсене ҫӗнетесси. Кунта тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнӑ Илья Ульяновпа Иван Яковлев палӑкӗсем пирки те сӑмах пырать. Историпе культура палӑкӗсем ҫине информацие палӑртса ҫырса хурасси те кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |