Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Хӑй килеймесен те президент пулма шаннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 18.05.2015 17:44 | 1312 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Пӗтӗм тӗнчери VIII кинофестиваль уҫӑлӗ. Унӑн президенчӗ малтанхи пекех Раҫҫей халӑх артисчӗ, «Мосфильм» киноконцерн тӗп пуҫлӑхӗ Карен Шахназаров юлӗ. Анчах хӑй вӑл килеймест иккен. Ҫакӑн сӑлтавӗ вӑл «Анна Каренина» фильм ӳкерме пуҫланипе ҫыхӑннӑ-мӗн.

Аса илтеретпӗр, фестиваль хӑнисем куракансемпе Шупашкарта, Етӗрне, Пӑрачкав, Красноармейски районӗсенче тӗл пулӗҫ. Фильмсене яланхиллех тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.

Тӳресен 11 ӗҫ пахаламалла лекӗ. Сахал йышлӑ халӑхсен фильмӗсене Евгений Цымбал режиссер, сценарист, актер ертсе пыракан ушкӑн тишкерӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче Раҫҫейре, Финляндире, Хорватире, Казахстанра ӳкернӗ кинокартинӑсемпе паллашма май килӗ. Ҫавнашкалах чӑваш режиссерӗсем ҫӗнӗ 3 ӗҫ кӑтартӗҫ.

#Шупашкар кинофестивалӗ, #кинофестивальсем, #Шупашкар, #Етӗрне районӗ, #Пӑрачкав районӗ, #Красноармейски районӗ, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/hashne-kurar-shi
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем