Культура
![]() Хӑтлав вӑхӑтӗнче Ю. Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшра Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илессишӗн хатӗрленӗ «Пурнӑҫ — кӗнеке...» Айхин Чӑваш Енри кунӗсем» проектне хӑтланӑ. Айхи кунӗсем ирттернине республикӑн Культура министерстви чӑваш халӑх культурине ытти халӑх культурипе ҫыхӑнтаракан кӗпер вырӑннех хурса хаклать. «Айхи-кӗпер» хӑйнеевӗрлӗхӗ, расналӑхӗ пирки калама кирлех те мар-тӑр. Унӑн сӑввисене венгри, итали, хрантсус, акӑлчан чӗлхисем ҫине куҫарса антологи евӗр кун ҫути кӑтартнӑ. «Ҫыран» тепӗр енӗ — Айхи урӑх ҫӗршыв поэчӗсене чӑвашла куҫарса антологи евӗр пичетлени. Ҫырнисен пуххисен шутӗнче — «Венгри поэчӗсем», «Польша поэчӗсем», «Франци поэчӗсем» антологийӗсем. Кӑҫал Геннадин Айхин «Мир Сильвии» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унта Европӑри тата Раҫҫейри халӑхсен 12 чӗлхи ҫине куҫарнисем кӗнӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май И.Макаревич тата В. Пики фотоӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ, Айхин «Расположение счастья», «Айги-книги», «ŞICHӖ SӐVӐ», «Мир Сильвии» сӑввисен кӗнекине хӑтланӑ, «Чӗрӗ тӗвӗ» поэмине янӑратнӑ, «Манӑн Айхи» ҫавра сӗтел иртнӗ. Ытти мероприятие те тӑршшӗпех асӑнса асӑнса пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хула администрацийӗ Юрпикесене кӑҫал подиум тӑрӑх уттарасшӑн. Сӑмахӑмӑр — «Мисс Юрпике» конкурс пирки. Унӑн положенине хула администрацийӗн культура управленийӗ хатӗрленӗ. Ытти илем конкурсне хутшӑнас тесен модельсенни евӗр кӗлеткеллине пӑхаҫҫӗ тӗк, Юрпикене мӑнтӑр пулсан та, хыткан пулсан та тиркемӗҫ. Анчах ҫула кура суйлассине вара шута илмеллех. Хӗл мучин мӑнукӗ шутланаканскерӗн 16 ҫултан пуҫласа 30-а ҫитиччен пулмалла. Конкурсра хӑйсене тӗрӗслесе пӑхас текенсен раштавӑн 6-мӗшӗччен «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи «Культурӑллӑ Шупашкар» ушкӑнра заявка памалла. Унта ята-шыва, миҫерине кӑтартмалла, хӑш енпе пултаруллине ҫырмалла тата мӗншӗн шӑпах эсир «Мисс Юрпике» ята тивӗҫҫине ӑнлантарма пӗлмелле. Кайран хӗрсене суйласа илӗҫ. Финала тухиччен вӗсен подиум тӑрӑх утма хӑнӑхмалла, видео- тата фотоӳкерчӗксем хатӗрлемелле. Конкурс финалӗ «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче раштавӑн 21-мӗшӗнче иртӗ. Унта пурне те кӗртессине пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сӑкӑтри халӑх хорӗ Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пысӑк мероприяти иртнӗ. Халӑха культура ҫуртне пухӑнмалли сӑлтав та пулнӑ — унти халӑх хорӗ 80 ҫул тултарнӑ. Сӑкӑтри хор — Чӑвашри аслӑ, паллӑ хорсенчен пӗри. Вӑл 1934 ҫулта йӗркеленнӗ. Хор республика тата Раҫҫей шайӗнче иртекен фестивальсене, пултарулӑх куонкурсӗсене хутшӑнса малти вырӑнсене пӗрре мар ҫӗнсе илнӗ. Кунта хормейстерӑн тата композиторӑн Петр Ильинӑн тӳпи питӗ пысӑк. Вӑл хора 30 ҫул ертсе пынӑ. Унччен ӑна Федор Нрти, Вениамин Телюков, Николай тата Игорь Медведевсем ертсе пынӑ. Халӗ ҫак тивӗҫе Николай Толстов пурнӑҫлать. Уяв каҫӗнче чӑваш тата Раҫҫей композиорӗсен юррисене шӑрантарнӑ, чӑваш халӑх юррисене юрланӑ. Пултарулӑх ҫыннисене ЧР Патшалӑх Канашӗн элчисем, Патӑрьел районӗн тата Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗ саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци телекуравӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «СМИротворец» VI конкурсра «Этника тата локаллӑ МИХсем» категорире ҫӗнтернӗ. «Туслӑх йывӑҫӗ» тата «Ылтӑн ҫӳпҫерен» проектсемшӗн ЧНТКна «Телекурав» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн панӑ. Чыслав чӳкӗн 25-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ. «Ылтӑн ҫӳпҫерен» ЧР Информаци политикин гранчӗпе пурнӑҫланакан проект, вӑл — МИХсен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи. Авторсем чӑваш халӑхӗн культури пирки ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсем, тум, алка-эреш урлӑ каласа кӑтартаҫҫӗ. «Туслӑх йывӑҫӗ» кӑларӑмра вара республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене массӑлла тата наци кӑларӑмӗсен хушшинче уйрӑммӑн пилӗк номинацире палӑртаҫҫӗ: «Телекурав», «Радио», «Пичет», «Вырӑс тӗнчи», «Ачасен тата ҫамрӑксен МИХӗ». Кӑҫал конкурса 9 пин ытла ӗҫ хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Комсомольски районӗнче ҫулсерен тӗрӗк тӗнчин культурин пӗтӗм тӗнчери «Урмай залида» фестивалӗ иртет. Унта Атӑл тӑрӑхӗнчи, Ҫӗпӗрти, ытти кӳршӗ ҫӗршыври тӗрӗк халӑхӗсем тупӑшаҫҫӗ. Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Урмаелти информаципе культура центрӗнче йӑлана кӗнӗ «Милли мирас» республика фестивалӗ иккӗмӗш хут иртнӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисем «Урмай залида» фестивале хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Вӑл ҫитес ҫулхи ҫӗртме пуҫламӑшӗнче иртӗ. Фестивале Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк районӗсенчи, Шупашкарти тата Чулхула облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 ушкӑн. 200 ытла ҫын «Милли мирас — 2014» лауреачӗ пулса тӑнӑ. «Урмай залида» фестивале хутшӑнмашкӑн Урмаелти «Мишар» халӑх фольклорпа эстрада ушкӑнӗ, Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулти халӑх инструменчӗсен тата хореографи ансамблӗ, Ыхракассинчи вӗрентекенсен фольклор ушкӑнӗ тивӗҫнӗ. Фестивале аслисемпе тан 8 ҫултан аслӑрах ачасем те хутшӑннӑ. 75 тата 80 ҫулсенчи Гелсире апа Шайдуллина тата Фехри апа Акшова тутар ташшине ташланӑ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Йӗпреҫри вулавӑш — 90-ра Этем кӑна мар, предприяти-учреждени те юбилей паллӑ туни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Йӗпреҫри тӗп район вулавӑшне уҫнӑранпа тӑхӑр теҫетке ҫул ҫитнине уявланӑ. Савӑнӑҫлӑ уява районти библиотекарьсем, вулавӑш ӗҫӗнче тӑрӑшнисем, вулавӑшпа туслӑ ҫыхӑну тытакансем, вулакансем пуҫтарӑннӑ. Библиотекӑн ертӳҫи Надежда Шибалова культура ҫурчӗн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ май вулавӑша аталантарма тӳпе хывнисене аса илсе вӗсене тав тунӑ. Кун-ҫула аса илме ятарласа хатӗрленӗ капӑр слайд та пулӑшнӑ. Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев вулавӑша ача-пӑча кӗнекисене парнеленӗ. 90 ҫул тултарнӑ вулавӑша саламланӑ ытти тӳре-шараран Йӗпреҫ хула администрацийӗн пуҫлӑхне Вячеслав Анисимова палӑртмалла. Кирек епле уяври пекех юрӑ-ташӑпа саламлакансем те пулнӑ. Сӑнсем (81) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӑрӑнти «Савӑнӑҫ» вокал ушкӑнӗ Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем Улатӑр районӗнчи ӗҫтешӗсемпе тахҫанах туслӑ ҫыхӑну тытни пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем асӑннӑ районти Ҫӗнӗ Эйпеҫри Культура ҫурчӗпе туслашнӑ иккен. Иртнӗ эрнере «Савӑнӑҫ» вокал ушкӑнӗ каллех Улатӑр районне ҫитсе килнӗ. Ара, маларах асӑннӑ Культура ҫурчӗ ҫур ӗмӗрхине паллӑ тунӑ-ҫке. Унти куракансем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи маттурсене кӑмӑлтан йышӑннӑ-мӗн. Улатӑр район администрацийӗн культура пайӗ вӗсене юбилей мероприятийӗнче савӑнӑҫ кӳнӗшӗн дипломпа та хавхалантарнӑ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗслине юратакан хула хӗрӗ — Кристина Шегурова Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ӑс пухакан Кристина Шегурова чӑваш кӗслине чунран юратни пирки пӗлтерет «Ҫамрӑксен хаҫачӗ». Шупашкарта йышлӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ 19 ҫулти хӗр каланӑ тӑрӑх, вӗсен йӑхӗнче мусӑкҫӑ пулман. Пӗррехинче амӑшӗ 8 ҫулти хӗр пӗрчине тӗп хулари Викторпа Дора Ходяшевсен ячӗллӗ 4-мӗш музыка шкулне илсе кайнӑ. Кристина сӗрме купӑсҫӑсене хатӗрлекен уйрӑма ҫӳреме пуҫланӑ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула унӑн урӑх класа куҫма тивнӗ. Кӑҫех хӗрача кӗсле калакансен уйрӑмне суйланӑ. — Ҫав ҫулсенче музыка шкулӗнче чӑваш кӗсли калама вӗренекен сахалччӗ. Ҫын ҫитместчӗ. Мана ҫак инструмент питӗ килӗшрӗ. Кӗсле тесен кашнин куҫӗ умне пӗр-пӗр юмах тухса тӑрать. Музыка шкулӗнче ӑс пухнӑ вӑхӑтра «Илемпи» ансамбле ҫӳрерӗм. Эпир Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе куртӑмӑр. Пирӗн пата чикӗ леш енчи хӑнасем те час-часах килсе ҫӳретчӗҫ. Эпир Финляндири пӗр ушкӑнпа уйрӑмах тачӑ ҫыхӑну тытаттӑмӑр. Вӗсем Чӑваш Республикине килсе пире сӑнӳкерчӗҫ. Халӗ вӗсем чӑваш кӗсли ҫинчен ятарлӑ кӗнеке кӑларма хатӗрленеҫҫӗ, — тенӗ хӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле Шупашкарти тӗрлӗ ентешлӗхсем хӑйсен уявӗсене ирттереҫҫӗ. Ак, ӗнер, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче кӑнтӑрла Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисем пухӑнчӗҫ. Уявра тӳре-шара тухса сӑмах каларӗ, пухӑннисене саламларӗ. Ертсе пырасса вара Виталий Сергеевпа Алиса Ахахпи ертсе пычӗҫ. Вӗсем юрӑпа тата кулӑшпа савӑнтарчӗҫ. Хӑйсен пултарулахне ытти артистсем те кӑтартрӗҫ. Сӑмах май, «Канашсем» ентешлӗхе малашне урӑх ҫын ертсе пырасси пирки каласа хӑварас пулать — Анатолий Кипеч ватӑлнине шута илсе ку ӗҫе урӑх ҫын туса пырӗ. Сӑнсем (67) |
Культура
![]() Чӳкӗн 26-мӗшӗнче «Хӗрлӗ хапха» академи проекчӗн эстафетине Шупашкар йышӑннӑ. Чӑвашсем те Раҫҫей ӳнер академийӗ ирттернӗ пулӑма курса юлнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн регионсем хушшинче «Юхӑма хирӗҫ» академи конкурсӗ иртнӗ. Суйлав комиссине 500 ытла ӳнерҫӗн 6000 ытла ӗҫӗ килнӗ. Вӗсене ӳнерӗн тӗрлӗ тӗсӗпе хатӗрленӗ. Эксперт канашӗ тата жюри 27 финалиста палӑртнӑ. Вӗсем пурте диплома, премие тивӗҫӗҫ. Жюри пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫей ӳнер академийӗн живописҫи, графикӗ, ЧР халӑх ӳнерҫи, ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, К.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Н.П.Карачарсков И.Е.Репин академи премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. 2014 ҫулта академи проектне Атӑлҫи федерацийӗнчи 12 регионти ӳнерҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн экспозицийӗнче 100 яхӑн ӳнерҫӗн ӗҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем — Хусантан, Сарӑтуран, Саранскран, Самартан, Тольяттирен, Ижевскран, Кировран, Пермьрен, Пензӑран, Шупашкартан, Чӗмпӗртен, Ӗпхӳрен, Чулхуларан, Мускавран, Питӗртен. «Юхӑма хирӗҫ» конкурса Чӑваш Енри 28 ӳнерҫӗ хутшӑннӑ, вӗсенчен 14-шӗ конкурс витӗр тухнӑ. Вӗсен ӗҫӗсене Ӳнер музейӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |