|
Культура
Культурӑна кӑмӑллакансем, юрра-ташша юратакансем нумаях пулмасть черетлӗ хутчен Элӗкри культура ҫуртне пухӑннӑ. Пултаратпӑр, савӑнтаратпӑр, йывӑрлӑха парӑнтаратпӑр! Ҫакӑн пек ятпа пултарулӑх коллективӗсемпе клуб пӗрлешӗвӗсем савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ. Артистсем хальхинче халӑха «Вовочкӑн ҫӗнӗ мыскарисем» спектакльпе тӗлӗнтернӗ. Ҫак кун культура ҫурчӗн фойинче «Ырӑ сунса кӗтетпӗр» курав ӗҫленӗ, унта пултарулӑх коллективӗсемпе клуб пӗрлешӗвӗсен ӗҫӗсемпе, буклечӗсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ сезонра культура ҫурчӗн коллективӗсем куракана ҫӗнӗлӗхпе паллаштарнӑ: сцена ҫинче ташӑ хыҫҫӑн юрӑпа спектакль черетленсе пынӑ. Концертра «Валинкке» фольклор ушкӑнӗ, «Топотушки» халӑх ташӑ ушкӑнӗ, «Ветеран» халӑх хорӗ пурне те савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Чӑваш Енре вӗренӳ отраслӗн, медицинӑн порталӗсем йӗркеленӗччӗ. Малтанхи юлашки вӑхӑтра ӗҫлеме пӑрахрӗ. Ҫакӑ укӗҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ тесе ӑнлантарчӗҫ кун пирки хӑй вӑхӑтӗнче. Малашне вара культура ӗҫченӗсен хӑйсен порталӗ пулӗ. Анчах регион шайӗнче мар, ҫӗршывра. Культура.рф портал юпан 5-мӗшӗнчех ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки ҫӗршывӑн Культура министерстви пӗлтерет. Асӑннӑ портал асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнче вырӑн тупнӑ. Порталта Раҫҫейри культура тата ӳнер темипе ҫыхӑннӑ материалсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене уйрӑмсемпе вырнаҫтарнӑ. Ҫапла вара хыпарсене музей, кино, йӑла-йӗрке, лекцисем, фильмсем, спектакльсем, регионсенчи пулӑмсем тӑрӑх уйрӑм та шыраса тупма, вӗсемпе паллашма пулать. Ҫӗршывра ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗ те ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Куҫма Турхана асӑнса «Ҫутӑ ӗмӗтсем» ятлӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн кӗнекисемпе, усӑ курнӑ япалисемпе тата ҫыравҫӑн тӗрлӗ хучӗсемпе паллашма май пулнӑ. Асӑну каҫне килнисен умӗнче Шупашкарти 2-мӗш шкул ачасем Куҫма Турханӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ постановка кӑтартнӑ. Паллӑ юрӑҫ, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров юрӑсем шӑрантарнӑ. Турхан Кузьма Сергеевич Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровскйи ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑвашглавлит пуҫлӑхӗнче, Ҫыравҫӑсен Пӗрлешӗвӗн консультантӗнче ӗҫленӗ. 1949 ҫултанпа ҫырав ӗҫӗсемпе кӑна пурӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Атакӑра» ятли — 1941 ҫулта пичетленнӗ. Чи паллӑ кӗнеки — «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историллӗ роман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Куславкка районӗнчи Карачри ял вулавӑшӗнче Яковпа Мария Ухсайсен музейӗ уҫӑлнӑ. Ырӑ ҫак ӗҫе пуҫаракансем — Ольга Яковлевна Ухсайпа Карачри ял тӑрӑхӗ тесе пӗлтереҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем. Уява хутшӑннисене Ольга Яковлевна ашшӗпе амӑшӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Яков Ухсай — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл 60 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн хӑш-пӗр хайлавӗ тӗнчипех сарӑлнӑ: «Тутимӗр», «Кӗлпук мучи», «Чапаевпа тӗлпулни», «Шурӑ хурӑнпа калаҫни», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм». Мария Ухсай повеҫӗсемпе пьесисене те халӑх лайӑх пӗлет. Унӑн чылай драмипе камичӗ куракансен умне тухнӑ. Уява «Енӗш» фольклор ансамблӗ хӑйӗн юрри-ташшипе илемлетнӗ. Сӑнсем (25) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Хӗрлӗ Чутайӗнчи тӗп вулавӑшра Николай Ашмарина асӑнса паян литературӑпа тематика каҫӗ иртнӗ. Мероприятие чутайсем Николай Иванович ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, Николай Ашмарин — тюрколог, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, профессор, хальхи чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенӗ, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ. Николай Ашмарин тӑван халӑхӑмӑр культурине тата ҫутта кӑларассине тӗлӗнмелле пысӑк тӳпе хывнӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл мӗн чухлӗ чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухман-ши! Чӑваш халӑх культурин тӗн никӗсне те тӗпченӗ, чӑваш диалекчӗсемпе калаҫӑвне тишкернӗ. Унӑн пурте пӗлекен паллӑ ӗҫӗ — 17 томлӑ словарь. Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ ятпа Хӗрлӗ Чутайӗнчи вулавӑш маларах «Чӑваш ӑслӑлӑхӗн ашшӗ» курав йӗркеленӗ, паян вара — литература каҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Литература ҫулталӑкӗнче Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен республика вулавӑшӗ юпан 13–15-мӗшӗсенче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш Ен 21 — пӗрле вулатпӑр!» фестивале йӗркелет. Вӑл «Сасӑпа вуламалли кун» акцирен пуҫланӗ. Фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсем, журналистсем, Чӑваш кӗнеке издательствин специалисчӗсем, Шупашкарти ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн театр ушкӑнӗ тата ыттисем хутшӑнӗҫ. Фестиваль программипе килӗшӳллӗн ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем иртӗҫ. Унта Евгения Басова, Галина Белгалис, Любовь Петрова килӗҫ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗн вӗренекенӗсем Анатолий Хмытпа курнӑҫӗҫ. Юпан 15-мӗшӗнче Лев Кадкин, Валентина Серебряная, Галина Белгалис Шупашкар районне ҫитӗҫ. Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем Денис Шулепов ҫыравҫӑ фантастпа тӗл пулӗҫ. Вун-вун мероприяти иртӗ фестивальте. Вӗсемпе вулавӑш сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Юпан 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен «Белгородская забава» фестивалӗнчен таврӑннӑ. Вӑл авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 5-мӗшӗччен иртнӗ. Фестивальте чӑваш артисчӗсем «Спящая красавица» спектакль кӑтартнӑ. Кӑҫал фестивале Раҫҫейри хуласенчен 20 ытла ушкӑн килсе ҫитнӗ. Унта Витебскран, Гомелирен, Донецкран, Анкараран, Пловдивӑран та килнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивале Раҫҫейри чи лайӑх театрсене ҫеҫ чӗнеҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем унта маттурлухӗпе палӑрнӑ. Вӗсен пултарулӑхӗ куракансене савӑнӑҫ, киленӳ парнеленӗ. Чӑвашран фестивале ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисткисем Алевтина Тимофеева, Юлия Мельник, Алина Каликова тата Ольга Тарасова, Ирина Можаева, Дмитрий Львов, Петр Петров артистсем кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ирҫе Ҫармӑсри вуламалли кӗнекесем Раҫҫейре кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе палӑртнине эпир пурте пӗлетпӗр. Ҫавна май республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствипе Наци вулавӑшӗ «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» республикӑри акци ирттерес тенӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ. Виҫӗ тапхӑрпа йӗркеленӗскерӗн малтанхи пайӗнче вулама сӗнекен кӗнекесене палӑртнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрӗнче — ҫав литературӑна сасӑлав тӑрӑх уйӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вара суйланса илнӗ 100 кӗнекене цифра ҫине куҫарассипе ҫине тӑнӑ. Ҫак калӑпӑшлӑ ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ — «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» электрон коллекци. Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри вулавӑшра 100 кӗнеке ятне кӑтартнӑ списокран курав хатӗрленӗ. Вулама сӗннӗ 100 хайлав шутӗнче — А. Артемьевӑн «Салампи», Н. Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака», М. Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ», Д. Гордееван «Ҫич ҫунатлӑ курак», К. Ивановӑн «Нарспи», Г. Орловӑн «Вутри юрату», Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» тата ытти нумай хайлав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Китайра Чӑваш Ен кунӗсем иртнӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗсем Аньхой ялӗнчен таврӑннӑ. Сӑмах май, ЧПУра Аньхой кунӗсем пӗлтӗр иртнӗ. Тӑватӑ кун хушшинче Чӑвашран кайнӑ делегаци вырӑнти культурӑпа, кухньӑпа паллашнӑ, Китайри ӗҫтешӗсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе пайланнӑ. Чӑвашсемпе куҫаруҫӑ ҫӳренӗ. Вӑл вырӑсла куҫарса пынӑ. Унтан вӑл китайла темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ. Куншӑн вӑл ӑна чуптума ыйтнӑ. Чӑвашсемшӗн ку тӗлӗнмелле япала пулнӑ. Тӗлпулура икӗ ҫӗршыв вырӑсла тата китайла вӗренмешкӗн студентсемпе ылмашӑнма калаҫса татӑлнӑ. Аса илтерер: студентсем нумаях пулмасть Китайра пулса курнӑ. Вӗсем «Волга-Янцзы» (чӑв. Атӑл-Янса) канашлӑва хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа студентсем Китай культури пирки нумай каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Вӗсем Китай ҫамрӑкӗсене Раҫҫей, Чӑваш Ен пирки каласа кӑтартнӑ. ЧПУ ректорӗ каланӑ тӑрӑх, ун пек тӗлупулусем культура тата туризм проекчӗсене шухӑшласа кӑларма пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
Хусанта ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 2-мӗш фестивалӗ старт илнӗ. Унта 10 ытла тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енрен фестивале «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне мероприятие азербайджансем, турккӑсем, пӑлхарсем, казахсем, кӑркӑссем, нухайсем тата тӗрӗк халӑхӗсен ытти ҫыннисем килнӗ. Фестиваль программи анлӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Тутарстан чиновникӗсемпе тӗл пулӗҫ, экскурсисем ирттерӗҫ, семинарсемпе хӑтлавсем йӗркелӗҫ. Фестивале «Атӑл» центр, тутарсен наци культурин федераци автономийӗ тата Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗпе тата спорт енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркеленӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗ. Аса илтерер: 1-мӗш фестиваль те Хусанта иртнӗ. Ун чухне те унта чӑваш организацийӗсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
