Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() 94 ҫул каялла, 1922 ҫулта чӑваш халӑхӗн чи палла сӑвӑҫисенчен пӗрин — Ҫеҫпӗл Мишшин — чӗри тапма чарӑннӑ, вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ. Ҫак куна палӑртса паян унӑн Шупашкарти палӑкӗ умӗнче митинг иртрӗ. Пухӑннӑ культура ӗҫченӗсемпе Ҫеҫпӗл Мишши тӑванӗсем паллӑ сӑвӑҫа асӑнчӗҫ, сӑввисене вуларӗҫ. Асӑну мероприятине Валери Туркай сӑвӑҫ ертсе пычӗ. Сӑмах илекен кашни ҫынна вӑл Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуласа пама сӗнчӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов, Светлана Асаматпа Раиса Сарпи сӑвӑҫсем, Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева тата ыттисем пулчӗҫ. Вӗсенчен кашни Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуласа пачӗ. Асӑну мероприятийӗ палӑк умне чечек хунипе вӗҫленчӗ. Сӑмах май, ыран чӑваш хастарӗсем Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине кайса Ҫеҫпӗл Мишши амӑшне асӑнма кайса килӗҫ. Унта 14 сехет тӗлне ҫитмелле. |
Сӑнсем (20) |
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |