Культура
Чыслав вӑхӑтӗнче Вӗрентӳ институтӗнче паян «Халӑх шкулӗ» 2013-мӗш ҫулта ирттернӗ «Педагокика добра: край чувашский» (чӑв. Ырлӑх педагогики: чӑваш ен) фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Институтӑн 1-мӗш этажӗнче чи лайӑх ӗҫсен фотокуравне йӗркеленӗ. Пухӑннисем вӗсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Хӑнасем умӗнче вӗрентӳ институчӗн ректорӗ Е.В.Казакова, институт проректорӗ А.Р. Кульева, «Халӑх шкулӗ» тӗп редакторӗ А.В. Волкова, Красноармейски районӗнче фотокружок ертсе пыракан И.П. Матвеев, фотоконкурс жюри председателӗ А.С. Абрамов, И.С. Клочков фотограф тата ыттисем саламларӗҫ. Пухӑннисем умӗнче 29-мӗш шкул ачисем шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Карсакова ертсе пынипе хитре юрӑсем шӑрантарчӗҫ. «Шупашкарти «Чӑваш юрри-кӗвви» лабораторийӗн артисчӗсем (чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем) Любовь Кудряшова (19-мӗш шкул), Роза Осипова (2-мӗш), Галина Карсакова тата Елена Демидова (35-мӗш шкул) юрлани те кӑмӑла ҫӗклерӗ», — пӗлтереҫҫӗ чыславра пулнисем. |
Культура
Спектакльти самант Ыран — Ватӑсен кунӗ. Республикӑри хула-районсенче ку уява паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗшри драма ушкӑнӗ ҫак кун ватӑ ҫынсене спектакльпе савӑнтарасшӑн. Вӗсем сцена ҫине Н.И.Артемьев пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Вова йӑмри» спектакле кӑларасшӑн. Драма ушкӑнӗ ҫак кунсенче сцена ҫине тухмашкӑн тӗплӗн хатӗрленнӗ. Репетицисем кашни кун 19 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен иртнӗ. Пьесӑри рольсене хайлав авторӗ Н.Артемьев, районти тӗп пульницӑн ӗҫченӗ Л.Степанова, Н.Михайлова педагог, газ операторӗ В.Кузьмин, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен Г.Манишев калӑплаҫҫӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Оперӑри самант Оперӑпа балет театрӗ ҫӗнӗ сезона «Нарспи» поэмӑпа уҫнӑ. 55-мӗш сезон уҫӑлнӑ чухне зал лӑк тулли пулнӑ. «Нарспи» оперӑн ҫӗнӗ варианчӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Унта халӑх йӑли-йӗркине лайӑх уҫса кӑтартнӑ. Оперӑри кӗвӗ те ҫӳллӗ шайра пулнӑ. Актерсен тумтирӗсем те чаплӑ пулнӑ. Вӗсене йышӗнче пӗрешкелли курӑнман. Тумтире Мускаври ҫӑмрӑк ӳнерҫӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна ку ӗҫре пултарулӑх ушкӑнӗ те пулӑшнӑ. Тумтир енӗпе ӗҫлекен ӳнерҫӗ Нина Федорова каланӑ тӑрӑх, театрта тури чӑвашсен тумтирне ҫеҫ кӑтартаймӑн. Унта — чӑваш костюмӗн паллисем. Сцена та ҫӗнӗ тумтир «тӑхӑннӑ». Декорацисем хӑвасем пулнӑ. Вӑл кашни чӑваш ялӗнчех тӗл пулать. Актерсем оперӑна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Константин Ефремов Тӑхтаман рольне 15 ҫула яхӑн калӑплать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку постановка ӑна ҫывӑх пулнӑ. Оперӑра Тӑхтаман — вӑй питти арҫын. Нарспи сӑнарӗ вара хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн пулса тухнӑ. Унан кӑмӑлӗ — ҫирӗп. Сетнер амӑшӗн сӑнарӗ хурлӑхлӑ пулса тухнӑ. Опера финалӗ халӗ Авалхи Грецири трагедие аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг (акӑлчанран куҫарсан ку сӑмах ӗҫе пӗрле пурнӑҫланине пӗлтерет) иртнӗ. Ку проекта пурнӑҫа кӗртессишӗн вулавӑш Чӑваш Ен Элтепер грантне ҫӗнсе илме конкурса хутшӑннӑ иккен. Ҫӗнӗлӗх ашшӗсем ачисене воспитани парас ӗҫе явӑҫтарас, ҫемьере ашшӗн сумне ӳстерес, ашшӗсемпе ачисене пӗрле вулаттарас тӗллевлӗ иккен. Проекта пурнӑҫа кӗртме вулавӑшра ачасем валли ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ. Ачасене илӗртме тесе ӑна тетте-кӗнекесемпе, аталантаракан вӑйӑсемпе, трансформер-кӗнекесемпе, музыка тата «калаҫакан» кӗнекесемпе пуянлатнӑ. Коворкинг вырӑнне шыраса тупма хӗн мар. Ӑна «Аттепе вулатпӑр!» тесе ҫырса хуни кӑтартать. Проекта уҫнӑ кун ашшӗсемпе ачисем кӑна мар, ҫемьепех пыракансем те пулнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ кӑна-и, аслашшӗ-асламӑшӗ те. Ачасем ашшӗсем, кӗнеке тата вулавӑш пирки вуланӑ. Унта халӑх юррин «Веретенце», халӑх ташшин «Катюша» ансамблӗсем, «Эреш» оркестр та пулнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра кун пек мероприятие Хӗрлӗ Чутайӗнче (юпан 2-мӗшӗнче), Патӑрьелте (юпан 10-мӗшӗнче) ирттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ангелина Павловская 4–5 ҫул хушшинче ҫырас ӗҫре питӗ тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑн кашни ҫулах пӗрер кӗнеке пичетрен тухса пынӑ. 2010 ҫулта «Саланнӑ кӗлте», 2011 ҫулта «Сапаскар хӗрӗ» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ. Вулакансем 2013 ҫулта «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 1-мӗш кӗнекипе паллашнӑ. Кӑҫал, 2014 ҫулта, «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 2 -мӗш кӗнеки кун курнӑ, ӑна вулакансем чӑтӑмсӑр кӗтнӗ. Роман сюжечӗ ҫав тери ҫивӗччӗн явӑнса пырать. Романа амӑшӗсене халалланӑ гимн теме те пулать. Анчах та ҫак хайлавӑн вӗҫӗ пӗтмен иккен. «Ҫак кӗнекери сӑнарсен малаллахи пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансен 3–мӗш кӗнекине ҫырса пӗтерсе пичетрен тухасса ҫулталӑк кӗтме лекет», — тесе пӗлтереҫҫӗ Пысӑк Енккасси ял тӑрӑхӗнче. Ангелина Павловская Пысӑк Енккасси ял вулавӑшӗнче яланах кӗтнӗ хӑна. Вӑл 10–мӗш класра вӗренекен ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ. Хӑйӗн ҫырас ӗҫӗ хӑҫан тата мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен каласа панӑ, ҫӗнӗ кӗнекисемпе паллаштарнӑ. Унтан паянхи ҫамрӑксем мӗнле пурӑнни, мӗнпе интересленни ҫинчен калаҫнӑ. Ҫак темӑна ҫыравҫӑ «Саланнӑ кӗлте» хайлавӗнчи Венера сӑнарӗпе тӗслӗх илсе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер пирӗнтен ӗмӗрлӗхе чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисенчен пӗри Валентина Элпи уйрӑлса кайнӑ. Вӑл чи ватӑ ҫыравҫӑ шутланатчӗ — ҫитес кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче 102 ҫул тултармаллаччӗ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе ыран, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, 12 сехетре сывпуллашма май пулӗ. Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 47а ҫуртра вырнаҫнӑ хулан ритуаллӑ службине ҫитмелле. Элпи Валентина Андреевна (чӑн хушамачӗ Андреева) Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкассинче 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — кӑрлачӑн 31-мӗшӗ) ҫуралнӑ. Тӑван ялти пуҫламӑш шкулта, Кавалти сакӑр ҫул вӗрентекен шкулта пӗлӳ пухнӑ. 1930 ҫулта Шупашкарти медицина техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах унта пӗлӳ илме май пулман. Тӗрлӗ хаҫат редакцисенче ӗҫленӗ, 30 ҫул хушши — 1938–1968 ҫулсенче — Радиокӑларӑмпа телевидени комитетӗнче ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен редакторӗ пулнӑ. Литературӑри пултарулӑха 1946 ҫулта пуҫланӑ. Малтанхи хайлавӗсем «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чӑваш Ен» хаҫатсенче кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Пукане: йӑларан вӑйӑ патне» ятпа Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ ҫурт-музейра курав уҫӑлнӑ. Куҫса ҫӳрекен курава Чӑваш наци музейӗ вӑхӑтлӑх панӑ. Куславккасем те курава хӑйсен пуканисемпе пуянлатасса шанаҫҫӗ. Экспозицире чӑваш пуканисемсӗр пуҫне Итали пуканисем те пур. Ӑна музей-ҫурта Чӑваш Енӗн халӑх артистки Светлана Бубнова парнеленӗ. Куславккари ӳнер шкулӗнче ӗҫлекен преподаватель Любовь Скворцова тӑм сувенирӗсем тыттарнӑ, унсӑр пуҫне Аня Манюкова шкул ачин ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Курав раштавчен ӗҫлӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Республикӑра туризма аталантарасси пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫма тытӑнчӗҫ. Куншӑн тӗлӗнме кирлех те мар-тӑр. Асӑннӑ отрасльшӗн яваплӑха Чӑваш Енӗн Культура министрествине куҫарнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ ведомствӑра министрӑн туризм енӗпе ӗҫлекен ҫумне те туса хучӗҫ. Туризм темине сӳтсе явалли канашлусенчен пӗрне Сӗнтӗрвӑрри районӗнче нумаях пулмасть ирттернӗччӗ. Халӗ Тӑвай тӑрӑхӗнче пухӑннӑ. Ку темӑна сӳтсе явма унти «Упа кӗтесӗ» кану базине пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Республикинче туризма сарассипе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Туризм отраслӗн аталанӑвне культура министрӗн ҫав енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Иван Иванов тишкернӗ. «Симӗс кил-ҫурт» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи Михаил Горбатин хӑйӗн объекчӗпе паллаштарнӑ. Сӑнсем (31) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ хулари тӗп вулавӑшра «Классика вулатпӑр» акци пырать. Ӑна нумаях пулмасть хулари 39-мӗш шкулти пиллӗкмӗш «и» класра ирттернӗ. Хӑнана Светлана Асамат сӑвӑҫа, юрӑҫа тата композитора йыхравланӑ. Светлана Асаматпа кӗскен паллаштарас тӑк, вӑл — чӑваш культуринче паллӑ ҫын, 100 ытла эстрада юррин, 14 кӗнеке авторӗ. Ачасене вӑл хӑйӗн сӑввисемпе паллаштарнӑ. Ача чухне вуланӑ кӗнекесем унӑн пултарулӑхне витӗм кӳнине палӑртнӑ. Сасӑпа вулама ачасем вырӑссен классикӗн Антон Чеховӑн «Лошадиная фамилия» калавне суйласа илнӗ. Ӑна Светлана Асамат вуланӑ. Тӗлпулура «Чувашские легенды и сказки» кӗнекери хайлавсене те вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче Евгений Турханӑн ҫӗнӗ кӗнекине — «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» ятлине — хӑтларӗҫ. Мероприяти 15:00 сехетре пуҫланчӗ. Романри ӗҫсем XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртеҫҫӗ. Тӗп харкамҫӑсен сӑнарӗсем урлӑ автор вӑл вӑхӑтри хресченсен пӑлхавне кӑтартса парать. Романра чӑнлӑх тӗпренчӗкӗсем те пур — автор хайлава ашшӗпе аслашшӗ каласа панисене тӗпе хурса ҫырнӑ. Евгений Турхан пӗр кӗнекепе ҫырлахасшӑн мар, иккӗмӗшне те хатӗрлеме пуҫланӑ. Хӑтлава ҫыравҫӑсем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, Хусанти юлташӗсем килнӗччӗ. Мероприятие пухӑннисем пурте тенӗ пекех ҫӗнӗ кӗнекене те авторне те мухтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |