Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

«Ҫӗнтерӳ еткерӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ ачасем Мускавра пулса курнӑ. Шупашкар ачисем унта Патшалӑх Думине те ҫитсе курнӑ.

Ачасем ҫакна хула конкурсне янӑ сочиненисемшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем унта Тӑван ҫӗршшывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсем пирки ҫырса кӑтартнӑ.

Ачасемпе Патшалӑх Думинче экскурси ирттернӗ. Вӗсем депутатсемпе калаҫнӑ, Сӳнмен ҫулӑм патне кайса чечексем хунӑ.

Экскурси парламентпа паллашнинчен пуҫланнӑ. Юлашкинчен вӗсем Алена Аршинова депутатпа курнӑҫнӑ. Ачасем ӑна ыйтусем панӑ. Ытларах вӗсене аслӑ шкула вӗренме кӗресси пӑшӑрхантарнӑ.

Алена Аршинова шкул ачисемпе калаҫнӑ май халӗ ӗҫ рынокӗнче экономистсемпе юристсем ытлашшипех пулнине асӑрхаттарнӑ, урӑх професси суйлама сӗннӗ.

 

Культура

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫри культура аталанӑвӗн центрӗнче «Выля, хуткупӑс!» фестиваль иртнӗ. Унта районти хуткупӑсҫӑсем хутшӑннӑ. Фестивале шухӑшласа кӑларса ертсе пыраканӗ – Владимир Бархонов. Вӑлах режиссерӗ те.

Зала ҫын нумай пухӑннӑ. Пурте купӑсҫӑсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Эппин, халӑх купӑса халӗ те питӗ юратать.

Фестивале Кӗлӗмкассинчи Геннадий Степанов, Смычкӑри Петр Иванов, Анатолий Тимофеев, Анатолий Васильев, Энтриелти Александр Мешков, Пучинкери Владимир Ильин, Огонекри Виталий Семенов, Тури Кӗлӗшкассинчи Ананий Макаров Йӗпреҫри Алексей Сергеев, Хыркассинчи Константин Сергеев хутшӑннӑ. Вӗсен репертуарӗнчи юрӑсем халӑхӑн кӑмӑлне кайнӑ. Сцена ҫинче хуткупӑсҫӑсем «Эх, дороги…», «Сукмак», «Солдатушки, бравы, ребятушки», «В землянке», «Юрату тӗвви», «Чӑваш халӑх юррисен пуххи», «Длинные страдания», «Короткие страдания», «Барыня», «Матаня», «Цыганочка» тата ытти юрӑсене янӑраттарнӑ.

Фестивальте пӗрремӗш вырӑна Константин Антонов ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшне Алексей Сергеев тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Ананий Макаров пулнӑ.

 

Культура

Шупашкарта Германин Чӑваш Енри кунӗсем кӑҫал каллех иртнӗ. Хальхи шучӗпе — саккӑрмӗш.

Вӑл хулари В. Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра уҫӑлнӑ.

«Нимӗҫ культурипе литературине юратакансемшӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ», — тесе ҫырать кун пирки «Хыпар» хаҫат. Пухӑннисене Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Бондарев, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин саламланӑ. Михаил Кронидович «Полигон» пултарулӑх лапамне Нимӗҫ кино фестивальне пурне те йыхравланӑ.

2015 ҫул Чӑваш Енре К.В. Иванов ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе уяв каҫӗнче вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн сыпӑкӗсем нимӗҫле янӑранӑ. Ӑна Шупашкарти машинӑсем тӑвакан колледж студенчӗ вуланӑ.

Германин Чӑваш Енри кунӗсенче хула ҫыннисем валли курса тӗлӗнмелли чылай пулнӑ: куравсем, лекцисем, Раҫҫей тата нимӗҫ специалисчӗсем хутшӑннӑ семинарсем, киносеанссем.

 

Культура

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Кӗмӗл cacӑ» фестивалӗ иртнӗ. «Кӑҫал ҫӗршыври экономика йывӑртарах лару-тӑрурине пула маларах конкурс ирттерме май ҫук та пек туйӑннӑччӗ. Пытармалли ҫук, аякран килекен ҫамрӑксене пурӑнма вырнаҫтарасси, ҫитересси, ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем илесси тата ытти нумай тӑкак саплаштармалла-ҫкe. Анчах та Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем ҫине тӑнипе ырӑ пулӑма пӑрахӑҫланма naмapӗҫ», — тесе пӗлтерет конгресӑн пресс-служби.

Йӗркелӳ ӗҫӗceм кӑшт каярах пуҫланнине пула конкурса хутшӑнакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен сахалрах пулнӑ-мӗн. Ҫапах та ҫӗршыври тӗрлӗ хулапа республикӑран Шупашкара 22 ҫaмpӑк ҫитнӗ. Кӑҫалхи «Кӗмӗл cacӑ» фестивале Пушкӑрт Республикинче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем хастар хутшӑннӑ. Bӗceм темиҫе ҫaмpӑк юрӑҫа суйласа илсе инҫе ҫулшӑн саплаштарма май тупнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Самар тӑрӑхӗнчен, чӑвашсем унта нумай пулсан та, nӗp юрӑҫ та килмен.

Tӳpeсем хушшинче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «Уяв» ансамбль ертӳҫи Зинаида Козлова, Сарӑтури консерваторие вӗренсе пӗтернӗ, халӗ ЧНКн вице-президенӗ пулса тӑрӑшакан Валерий Клементьев, конгресӑн культура комитечӗн ертӳҫи Елена Османова юрӑҫ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Пӗртӑван Малинасем» ансамбль ертӳҫи Ирина Угаслова, Культура училищинче вӑй хуракан Сергей Казаков хореограф пулнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/359.html
 

Культура

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ чи вулакан кӗнекене палӑртма ҫулсерен конкурс ирттерет. Акан 23-мӗшӗнче унӑн черетлӗ ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.

Конкурса 21 районпа 5 хулари 200 ытла вулавӑш хутшӑннӑ иккен. Чи анлӑ сарӑлнӑ авторсене палӑртма 51133 вулакан сассине пухнӑ-мӗн. Конкурса тӑратнӑ 192 кӗнекерен чи вулаканнисене пилӗк номинацире палӑртнӑ.

Пуринчен ытла сасӑ пухни — Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак» романӗ. Унӑшн 8208 сасӑ пуҫтарӑннӑ. Вӑл «Чӑваш кӗнеки» номинацире ҫӗнтернӗ.

«Ҫулталӑк прози» номинацире Куҫма Турханӑн Аристарх Дмитриев вырӑсла куҫарнӑ «Свияга впадает в Волгу» (Сӗве Атӑла юхса кӗрет) кӗнеки мала тухнӑ.

«Ача-пӑча тӗнчи» номинацире чӑвашлисенчен Николай Ишентейӗн «Ырӑ ӗҫсен команди», вырӑслисенчен Надежда Медюкован «Новогодний подарок» кӗнеки ҫынсене ытларах кӑмӑла кайнӑ.

Поэзие юратакансем те сахал мар. Кунта «Чӑваш литературин антологийӗ. Поэзи» кӗнекене алла илекенсем йышлӑрах пулнӑ.

 

Культура

Пӑрачкав районӗ кӑҫал культурӑллӑ территори пулса тӑнӑ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн вӑл «Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи культура территорийӗ» конкурса хутшӑннӑ.

Ӑмӑртура ҫӗнтереймесен лӑпланас тесе: «Чи кирли — хутшӑнни», — теҫҫӗ те, пӑрачкавсем ун пек шухӑшламан курӑнать, ҫӗнтерес тесех тупӑшнӑ.

Культура территорине палӑртмалли конкурсра Пӑрачкав районӗ маларах та ҫӗнтерсе курнӑ-ха. Ку вӑл 2008 ҫулта пулнӑ. Халӗ акӑ — черетлӗ ҫитӗнӳ. Ҫӗнтерӳҫӗ-районӑн лӑпланса ларма иртерех-ха. Унӑн Культура пулӑмӗсен марафонне йӗркелеме тивӗ. Мероприятире инноваци проекчӗсене хӑтлаттармалла. Культура пулӑмӗсен марафонӗ кӗркунне иртмелле тесе хыпарлать асӑннӑ район администрацийӗ республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче.

 

Культура

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Константин Ивановӑн тӑван тӑрӑхӗнчи юрӑсем» ятлӑ концерт лартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна, паллах, чӑваш классикӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.

ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева та мероприятие килнӗ. Вӑл тухса калаҫнӑ май К.Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Юрӑпа ташӑ ансамблӗ чӑваш халӑхӗн культурине аталантарас, упрас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тӑвать. Альбина Алексеева ҫакнашкал пысӑк ӗҫшӗн министерствӑн хисеп хутне балетӑн пысӑк категориллӗ артистне Наталья Веренцовӑна тата ансамбль водительне Владимир Леонтьева панӑ.

Уяв программи питӗ пуян пулнӑ. Куракансем кӑмаллӑ юлнӑ.

 

Культура Курава уҫнӑ самант
Курава уҫнӑ самант

Ку курав Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче уҫӑлнӑ, ӑна Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх унта Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн ӗҫӗсене тӑратнӑ — живопиҫ пур, графика.

Вернисажа ЧПГӐИ ӗҫтешӗсем хутшӑннӑ. Кӳртӗм сӑмахпа ӳнер тӗпчевҫи Юрий Викторов тухса калаҫнӑ. Хӑйсен шухӑшӗпе ҫавӑн пекех ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Валентин Фёдоров, экс-председателӗ Василий Кузьмин тата ыттисем паллаштарнӑ. Виталий Яковлев сӑрӑ ӑсти вара Константин Ивановӑн ҫуралнӑ ялӗ — Пелепей районӗнчи Сӑлакпуҫ — ӑна епле кӗтсе илни пирки каласа кӑтартнӑ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Константин Иванов ҫу3лталӑкне халалланӑ мероприятисем тата та пулмалла. Тӗслӗхрен, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче «Константин Иванов тата чӑваш тӗнчи» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ уҫӑлмалла.

Сӑнсем (7, Тимӗр Акташ)

 

Культура

Нумаях пулмасть Йошкар-Олара чӑваш театрӗн кунӗ иртнӗ. Ҫармӑссен наци драма театрӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Арсений Тарасовӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Мунча кунӗ» спектакль лартнӑ.

Икӗ театр туслӑхӗ темиҫе ҫул ӗнтӗ тӑсӑлать. Вӗсем гастрольсемпе тӑташах ылмашӑнаҫҫӗ. Ку — куракансемшӗн пысӑк парне.

Халӑх артисчӗ Геннадий Медведев ку уйрӑмах Чӑваш Ен тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемшӗн паха пулнине палӑртать. Вӗсем чӑвашлӑхшӑн тунсӑхлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа гастрольсемпе ылмашӑнать те икӗ театр. Ҫармӑссен Шкетан ячӗллӗ театрӗ пирӗн пата килет, пирӗннисем унта хӑнана каяҫҫӗ.

Хальхинчи гастроль вара хӑйне евӗрлӗ. Икӗ театр та Арсений Тарасовӑн пьесине хӑйсем курнӑ пек лартаҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫармӑссем «Мунча кунне» пирӗн республикӑна илсе килӗҫ. Куракансен постановкӑна хаклама май пулӗ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательстви «Литература палӑкӗсем» ярӑмпа «Нарспи» поэмӑн хушса пуянлатнӑ иккӗмӗш кӑларӑмне кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна классикӑмӑр ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пӗрремӗш кӑларӑма 2008 ҫулта пичетленӗччӗ. Ӑна вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑна пуҫласа пичетленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.

Кӗнекене филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай хатӗрленӗ. Поэмӑна кӗнекере чӑвашла тата вырӑсла пичетленӗ. «Силпи чӑваш ялӗнче Нарспи ятлӑ хӗр ӳснине» чӑваш ачи кӑна мар, вырӑсла калаҫса-вуласа ӳсекенсем пӗлеҫҫӗ. Ҫакӑнта Петр Хусанкай куҫаруҫӑн вырӑнне палӑртмалла, мӗншӗн тесен шӑпах вӑл вырӑсла куҫарнӑ та.

Ҫӗнетсе кӑларнӑ «Нарспине» сӑнӳкерчӗксемпе, ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Ӳкерчӗкӗсен авторӗсем — А. Миттов тата Праски Витти. Вӗсемсӗр пуҫне кӗнекере Н. Карачарсков, Ю. Зайцев, П. Сизов, М. Спиридонов, Н. Овчинников, Н. Сверчков, В. Агеев, Ф. Быков, В. Панин, Н. Енилин, В. Бритвин, Г. Фомиряков тата ытти художник ӗҫӗ вырӑн тупнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательстви Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ илемлетмелли материалсемпе пулӑшнине уйрӑммӑн палӑртать.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 368, 369, 370, 371, 372, 373, 374, 375, 376, 377, [378], 379, 380, 381, 382, 383, 384, 385, 386, 387, 388, ...436
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 07

1905
120
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
107
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
71
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
39
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та