«Август» фирмӑн Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленсе велосипедран чӑрӑш хатӗрленӗ. Тӗрӗссипе, Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне тарасаран та, ача кӳминчен те, вилка-кашӑкран та, сӳсрен те тата ытти хатӗр-хӗтӗртен — пурӗ 33 чӑрӑш — ӑсталанӑ. Хӑйне евӗр (ют чӗлхери сӑмахпа унтисем ӑна креативлӑ теме йышӑннӑ) чӑрӑшсен конкурсне ирттернӗ май савутрисем тем те пӗр шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. «Ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш комбинаци авторӗсем — ӑслӑлӑхпа производство центрӗ», — пӗлтернӗ кун пирки савутра пресс-службӑра ӗҫлекен Людмила Иванова «Фейсбукра».
Маларах эпир Вӑрнарти ҫав савут Ҫӗнӗ ҫула СССРти евӗр уявласшӑннине пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, уяв корпоративне «Назад в СССР» (чӑв. Каялла СССРа) ят панӑ май кӗрекене ларма тумтирне те иртнӗ ӗмӗрӗн 20-80-мӗш ҫулӗсенчи пек тӑхӑнасшӑн.