Кино ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пынӑ май паян Елчӗк районӗнчи культура ҫурчӗсенче тата вулавӑшсенче республикӑри пекех Кино кунӗ ирттерме палӑртса хунӑ.
«День кино» (чӑв. Кино кунӗ) акци вӑхӑтӗнче культура учрежденийӗсем хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ икӗ фильма кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ: пӗри — «Вовочка», тепри — «Девчата». Вӗсене пӑхас тесен укҫа тӳлемелле мар. Унсӑр пуҫне уяв концерчӗсем, вӑйӑсем, викторинӑсем йӗркелӗҫ. «Вовочка» илемлӗ фильма 13 сехет те 30 минутра, «Девчата» ятлине 18 сехетре кӑтартӗҫ.
Елчӗк район администрацийӗн сайтӗнче пирӗн республикӑра Кино ҫулталӑкне тӗрлӗ фестивальпе, семинарпа, акципе, тӗлпулупа ирттерсе янине, хӑш-пӗр ҫӗрте кинозалсем уҫӑлнине палӑртнӑ. Шупашкарти IX пӗтӗм тӗнчери кинофестивале асӑннӑ та, эпӗ Пӗтӗм чӑвашсен «Асамне» те кунта хушса хурӑттӑм.