Патӑрьелӗнчи Централизациленӗ клуб тытӑмӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗ Питӗрти Акатуя хутшӑннӑ.
Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи сцена ӑстисене тулай чӑвашсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пултарса паллаштараканӗ асӑннӑ районти Ҫӗньял чӑвашӗ иккен: вӑл — Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн ертӳҫи Владимир Живов.
Владимир Живов Питӗрти чӑвашсен ентешлӗхне вунӑ ҫул ытла ертсе пырать. 2012 ҫулта ӑна Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн суту-илӳпе экономика пайташӗ пулма шаннӑ.
Питӗрти Акатуя хутшӑннӑшӑн Владимир Живов Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ячӗпе тав ҫырӑвӗ те янӑ. Унта вӑл чӑвашсен культура мероприятине кӑҫал пуҫласа кӗпӗрнаттӑр шайӗнче ирттернине пӗлтернӗ.