Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӑваш хӗрарӑмӗ» такмакҫӑсене чысларӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 09.06.2016 22:39 | 1465 хут пӑхнӑ
Культура

«Чӑваш хӗрарӑмӗн» тусӗсем хушшинче иртнӗ ҫул такмаксен конкурсне ирттернӗ. Авторсен ӗҫӗсене ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Светлана Асамат сӑвӑҫ пахаланӑ.

Пӗрремӗш вырӑна Муркаш районӗнчи Елена Никитина йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта икӗ автор: Красноармейски районӗнчи Николай Ершовпа Елчӗк районӗнчи Глафира Григорьева. Виҫҫӗмӗш вырӑна 3 такмакҫӑ тивӗҫнӗ: Красноармейски районӗнчи Георгий Тусли, Вӑрнар районӗнчи Анна Пескова тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Галина Зотова.

Конкурса хӑйсен хайлавӗсемпе Шупашкар хулинче пурӑнакан Николай Краснов, Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Алексей Сувар, Канаш районӗнчи Николай Агаков, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Анатолий Пукаш, Тутарстанра пурӑнакан Александр Акимов тата Комсомольски районӗнчи Мария Козлова та хутшӑннӑ.

Хаҫат редакцийӗ такмак авторӗсене ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Пичет ҫуртӗнче чысларӗ. Вулакансемпе тӗл пулма «Хыпар» хаҫат тӗп редакторӗ Михаил Арланов, тӗп редакторӑн пӗрремӗш ҫумӗ Геннадий Максимов, «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат редакторӗ Маргарита Ильина, редакцире вӑй хуракан журналистсем Елена Атаманова, Татьяна Наумова, Марина Тумаланова тата Светлана Асамат сӑвӑҫ ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем авторсене тав турӗҫ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсемпе малашне те туслӑ пулма чӗнсе каларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Тав хучӗпе тата парнесемпе чысларӗҫ, конкурса хутшӑннӑшӑн пурне те асӑнмалӑх хавхалану парни парса саламларӗҫ.

74 ҫулхи Николай Ершов 60 ҫул хушши тӗрлӗ хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытать. Вӑл редакцине хӑйӗн «Пурнӑҫ йӗрӗ» ятлӑ кӗнекине парнелерӗ. Георгий Тусли районти ветерансен канашне ертсе пырать, унӑн ҫыравҫӑ ҫулӗ — 55 ҫул. Анна Пескова хӑйӗн статьисене ятарлӑ альбомсене пухса майлаштарнӑ, вӗсемпе паллашма интереслӗ.

Хаклав ҫӳллӗ шайра иртрӗ, авторсем пӗр-пӗринпе паллашрӗҫ, хӑйсен сӑвӑ-юррисемпе ыттисене паллаштарчӗҫ. Светлана Асамат юрӑҫ тӗлпулӑва хӑйӗн хитре те уҫӑ сассипе илемлетрӗ.

#Красноармейски районӗ, #Муркаш районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #чыславсем, #конкурссем, #МИХсем, #Чӑваш хӗрарӑмӗ, #культура, #Вӑрнар районӗ, #Елчӗк районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем