Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ваня Еруков «Купӑс — манӑн чун» фестивальтен 3-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.05.2015 15:43 | 1644 хут пӑхнӑ
Культура Ваня Еруков
Ваня Еруков

Ҫу уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Шупашкарта «Купӑс — манӑн чун» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртнӗ. Унта Тутарстанри, Мари Элти, Чулхула облаҫӗнчи купӑс, баян, аккардеон калакан маттурсем пухӑннӑ.

Фестивале пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас, вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ.

Фестивале Вӑрмарти ачасен ӳнер шкулӗнче вӗренекен маттур арҫын ача Иван Еруков та хутшӑннӑ. Ваня 8 ҫулта кӑна-ха, анчах вӑл конкурсра пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ.

Вӑрмар ачи 9 ҫул тултарманнисен ушкӑнӗнче — баян, аккардеон, купӑс калакан солистсен номинацийӗнче — 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ.

Жюри Ваня Еруковӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Арҫын ача музыка пултарулӑхне Валентина Васильевна Павловская патӗнче туптать.

#фестивальсем, #Шупашкар, #Вӑрмар районӗ, #Вӑрмар, #ӳнер шкулӗсем, #ачасем, #культура, #Мари Эл, #Чулхула облаҫӗ, #Тутарстан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем