Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Элӗкре чӑваш эстрада юррисен «Виръял шевлисем» регионсен хушшинчи фестиваль иртӗ. Кӑҫал унта Елчӗк, Комсомольски, Муркаш, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти пултаруллӑ ҫынсемсӗр пуҫне Чӗмпӗр облаҫӗнчен те килӗҫ.
25 ҫын заявка панӑ. Унта 14-35 ҫулсенчи ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Фестиваль ҫулран-ҫул анлӑланса пырать. Ку таранччен унта 2500 ытла ҫын хутшӑннӑ. «Виръял шевлисем» фестивалӗн истори те пуян. Ара, кӑҫал вӑл 20 ҫул тултарать-ҫке-ха.
Кӑҫал фестивале Чӑваш Республикинчен кӑна мар, чӑваш диаспоринчен те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл икӗ номинаципе иртӗ: солистсем тата ансамбльсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсене I, II, III степень лауреат ятне параҫҫӗ. Призерсене вара — дипломант. Жюри Гран-при пама та пултарать. Пурне те унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.