Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче пурӑнакан Сергей Надеждин ятлӑ ҫын кӗрхи пӗр кун йӗрке хуралҫисемпе чӗрре кӗнӗ. Вӗсене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗре ҫапа-ҫапа антарнӑ. Йӗрке хуралҫипе мар, ахаль ҫынпа тытӑҫсан та пуҫран шӑлмаҫҫӗ те, кӗҫех хайхи этеме суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тӑвать тесе ҫав ҫын пирки Шупашкар районӗнчи шалти ӗҫсен пайне телефонпа пӗлтернӗ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫавсене курсан ӳсӗр арҫын лӑпланма мар, хирӗҫме пуҫланӑ. Малтан вӑл арҫын-йӗрке хуралҫине питӗнчен чышкӑпа ҫапса панӑ, кайран ӑна урайне персе антарнӑ та хӑлхинчен ҫыртнӑ. Кайран хӗрарӑм-полицейские урайне персе антарнӑ. Ӑна вӑл хулпуҫҫинчен тата хӑлхаран туртма тытӑннӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ саккунлӑ вӑя кӗни пирки республика прокуратури пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче икӗ ҫулхи ачана вӗлернӗ ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухассипе лару иртнӗ. 38 ҫулти арҫын икӗ ҫулти ывӑлне кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӗлернӗ. Хыҫҫӑнах вӑл хӑй ҫине алӑ хунӑ. Чылай преступление ҫын ӳсӗр пуҫпа тӑвать теҫҫӗ те йӗрке хуралҫисем, тӑван тӗпренчӗкне вӗлерекен ҫын ӳсӗр пулни пирки асӑнман прокуратура ҫак факт пикри хыпарланинче. Арҫын тӗнче курӑмӗ ыттисенчен расна пулнӑ-мӗн. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пурнӑҫ — чӑн-чӑн пулӑм, ӑна урӑхларах ирттермелле. Ҫапла шухӑшласа арҫын ывӑлне вӗлернӗ. Унтан вӑл хӑй ҫине алӑ хунӑ. Вилнӗ ачан тӑванӗсем усал ӗҫе тӑвакан ҫук пулин те пуҫиле ӗҫе чарса лартма килӗшменнине кура паян ҫак ӗҫпе республикӑн Аслӑ судӗнче суд пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре виҫӗ ҫын метил спирчӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса ӑна тӗпчеҫҫӗ. Метил спирчӗ ҫав ҫынсем ӗҫнӗ алкогольре пулнӑ-мӗн. Следстви версийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 20 ҫулти хӗр тата унӑн 22-ри савни тара илсе пурӑннӑ хваттерӗнче ром ӗҫнӗ. Тепӗр кунхине иккӗшне те япӑх пулса кайнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах тухтӑрсем ҫӑлайман вӗсене. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейре пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм та тусӗн ҫуралнӑ кунӗнче ҫав алкоголех ӗҫнӗ. Тепӗр кунхине ӑна та пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах темиҫе кунран вилнӗ вӑл. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, виҫҫӗшӗ те метил спирчӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ унпа наркӑмӑшланнӑ тепӗр ҫын та пур. Вӑл, 36-рискер, пульницӑра выртать. Ку ӗҫре Шупашкарти пӗр коммерци директорӗ, унӑн амӑшӗпе еркӗнӗ тата пӗлӗшӗ, вилнӗ 30 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки, айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Шыравра 900 ешчӗк суррогатлӑ алкоголь туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта тискер ӗҫ пулнӑ. Каҫхи 6 сехет тӗлӗнче Эгер бульварӗнчи пӗр общежитире 3 ҫулти ачана вӗлернӗ. Инкек пулнӑ вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ачана ашшӗ вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Арҫын киле ӳсӗр килнӗ. Ача макӑрнӑ сасӑ ӑна питӗ тарӑхтарнӑ ахӑртнех. Ҫавӑнпа вӑл пӗчӗкскере чышкипе ҫапнӑ. Ача сурана пула ҫавӑнтах вилнӗ. Ӑнӑҫсӑр ҫемьен тусӗ каланӑ тӑрӑх, аслӑ хӗрӗ шӑматкунах кӑвак ҫӳренӗ. Вӗсен тата пӗчӗкки пур. Вилни шӑпах асли. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, ашшӗне тӑтӑшах ӳсӗр курнӑ. Амӑшӗ те эрех ӗҫкеленине палӑртнӑ вӗсем. Ачана ҫапнӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах медиксем килнӗ те пӗчӗкскер вилнине палӑртнӑ. Унтан шурӑ халатлисем полицейскисене чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗрмере ӗҫлекенсем те вӑрлаҫҫӗ. Ҫапла тӑвассишӗн вӗсем аякка каймаҫҫӗ — хӑйсем ӗҫлекен вырӑнтанах ҫаклатса тухма хӑтланаҫҫӗ. 1-мӗш номерлӗ юсанмалли колонире ӗҫлекен 29 ҫулти арҫын кабель вӑрлас тенӗ. 21 метр тӑршшӗскере вӑл колонири мунчари шӑратмалли аппаратран татса илнӗ. Хӑй мар. Унта ӗҫлекен икӗ ҫынна ыйтнӑ. Уншӑн сигарет тата чей пама шантарнӑ. Лешсем айӑплава тӗрмере ирттерекенскерсем пулнӑ. Татса панӑ кабеле арҫын йӑлари каяшпа илсе тухма тӑнӑ. Анчах алӑк патӗнче ӑна колонин оперативлӑ пайӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Хайхисене тӗрмере лараканнисем, кабель татса панисем, систернӗ. Тӗрмере ӗҫленӗ ҫынна халӗ вӑрлама хӑтланнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗпе айӑплӗҫ. Тӗпчев материалӗсене суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку усал ӗҫ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти Эгер бульварӗнчи скверта пулса иртнӗ. Каҫхи тӑхӑр сехет ҫурӑсенче унта сак ҫинче ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ. Усал ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тунӑ. Ҫывӑракан ҫынна вӑл пуртӑпа темиҫе хутчен ҫапнӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшне хайхи этем хӑйне евӗр ӑнлантарнӑ. Хӑйӗнчен шар тӳснӗ ҫынна вӑл темиҫе кун маларах пӗр кафере курнӑ иккен. Лешӗ унран ӗҫмелли тата ҫимелли илсе пама ыйтнӑ, хӑй ниҫта пурӑнма ҫуккине пӗлтернӗ. Йывӑрлӑхри 46 ҫулти арҫынна 33 ҫулти этем шелленӗ, ҫавӑнпа ӑна хайхине шыраса тупса вӗлерес тенӗ. Ҫынна вӗлерекене психиатри тӗпчевӗ витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл чирлине палӑртнӑ. Чирлӗ ҫынна суд тухтӑр патӗнче ирӗксӗр юсанмалла йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Усламҫӑсене пули-пулми чӑрмантарма юрамасть те, кирлӗ-кирлӗ марпа тӗрӗслени саккуна пӑсни пулать. Кирлипе тӗрӗслес тесен те йӗркене пӑхӑнмалла. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствинче тӑрӑшакан пӗр специалист ҫакӑн пирки те пӗлмен ӗнтӗ, те темех мар тенӗ-ши — тимӗр-тӑмӑр пуҫтаракан тата тирпейлекен фирмӑра тӗрӗслев ирттернӗ чух кирлӗ процедурӑна пӑхӑнман. Хайхи инспектора министерство тӗрӗслев ирттерме нимле ирӗк те паман пулнӑ. Кун пирки шучӗпе ятарлӑ хушу кӑлармалла пулнӑ. Приказсӑр-мӗнсӗрех тӗрӗслесе ҫӳренӗшӗн министерство тӳри-шари тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Тӳре-шарана административлӑ майпа явап тыттарӗс. Унсӑр пуҫне министерствӑна асӑрхаттару хучӗ ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти полицейскисем Ҫветтуй Татиана чиркӗве патӗнче хураха тытса чарнӑ. Йӗплӗ пралук леш енче ларнӑскер каллех пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Ку чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хальхинче ҫак арҫын укҫа вӑрлама хӑтланнӑ. 28 ҫултискер чиркӳ патӗнче ыйтса лараканскерӗн нухратне йӑкӑртма тӑнӑ-мӗн. «Ӑнман» ку арҫынна. Инҫех мар пулнӑ патруль экипажӗ киревсӗр ӗҫе ҫийӗнчех асӑрханӑ та йӗксӗке полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Каярах ҫакна палӑртнӑ — арҫын Муркаш районӗнчен. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫулла Шӑмӑршӑ районӗнче пысӑк инкек пулни пирки самай калаҫрӗҫ. Ун чухне водитель ҫул хӗррипе пыракан ҫемьене ҫапса хӑварнӑччӗ. Ку ҫурлан 2-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. 28 ҫулти водитель Шӑмӑршӑра пурӑнакан ҫемьене ҫапса хӑварнӑ. Ун чухне 38-ти арҫын, унӑн 66-ри амӑшӗ тата 3-ри ачи вилнӗ. Тухтӑрсем арҫыннӑн арӑмне ҫӑлассишӗн тӑрӑшнӑ, анчах вӑл та куҫне хупнӑ. Аварире 7-ри арҫын ача ҫеҫ сывӑ юлнӑ. Анчах унӑн сывлӑхне те йывӑр сиен кӳнӗ. Нумаях пулмасть ҫав водитель тӗлӗшпе Патӑрьел районӗн сучӗ приговор вуланӑ. Суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, йӗплӗ пралук леш енне 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те арҫынна кун пек аваришӗн айӑпланӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски район прокуратури граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе патшалӑх программисен гарантийӗсем епле пурнӑҫланнине пӗлтерсе тӑрассине тата сывлӑх сыхлавӗнче саккуна пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Прокурорсем пӗтӗмӗшле практика офисӗнче тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен программӑсем пирки пӗлтерекен информаци ҫуккине тупса палӑртнӑ. «Информаци стенчӗ ҫинче программӑсем пирки пӗлтермен, тӗп положенисем тата реквизитсем ҫук. Унпа пӗрлех программӑсемпе килӗшӳллӗн кӳрекен тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшне палӑртман, условийӗсене асӑнман», — тесе ӑнлантарать кун пикри асӑннӑ район прокурорӗ В. Николаев. Кӗҫӗн Каҫалти тата Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика офисӗсенче, Ҫӗнӗ Шӑхранти фельдшерпа акушер пунктӗнче те ҫакӑн пек ҫитменлӗхсем тупӑннӑ. Информаци стенчӗсем ҫинче кирлӗ информаци вырнаҫтарасси — район тӗп больницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗ-мӗн. Тухтӑр ҫумне административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн, Чӑваш Республикинчи сывлӑх надзорӗ 10 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |