Пӑтӑрмахсем
Вараланӑ ҫӗр лаптӑкӗ Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗре вараланине пӗлсен тӗрӗслев ирттернӗ. Комбинат ҫӗрсене шултра мӑйракаллӑ выльӑх тислӗкӗпе вараланӑ-мӗн. Организацин административлӑ явап тытма тивнӗ. Специалистсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн организацие штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Сахалах мар — 40 пин тенкӗ. Россельхознадзор ӗҫченӗсем аш-какай комбинатне ку лару-тӑрӑва сирмешкӗн представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи «Волгоэлектропроект» тулли мар яваплӑ обществӑна ҫӗр саккунне пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ. Асӑннӑ предприятин Ишек ял тӑрӑхӗнчи икӗ лаптӑк ҫӗр пур иккен. Иккӗшӗ те – харпӑрлӑхра. Ҫав ҫӗре ӑна ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курма тесе панӑ.
Хам ҫӗрпе хам хуҫа. Мӗн тӑвас тетӗп, ҫавна тӑватӑп тееймӗн. Ҫум курӑк ашкӑртса лартни саккуна пӑсни пулать. Асӑннӑ обществӑн ҫӗрӗ ҫинче хытхура хуҫаланнӑ, йывӑҫ та ӳснӗ. Темлерен шӑтса тухнипе те мар-мӗн, ятарласа лартнипех.
Ҫӗрпе ҫапла хӑтланнишӗн Шупашкар район прокуратури ку фактпа административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. «Прокуратура йышӑнӑвӗпе килӗшсе Россельхознадзорӑн управленийӗ обществӑна 2 пин тенкӗлӗх штрафларӗ», – пӗлтерчӗ район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Эрех-сӑра тӗлӗшпе саккун ҫирӗп. Анчах вӑрттӑн сӑтӑр тӑвакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Шӑмӑршӑ районӗнче алкоголь тата спиртлӑ шӗвек ҫаврӑнӑшӗнче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ку йӗркене Шӑмӑршӑ районӗнчи тӗп пульница пӑснӑ. Усламҫӑ медицина учрежденинче лавкка тытать-мӗн. Унта вӑл сӑра сутнӑ иккен. Алкоголь сутакан лавкка районти Ярӑслав ялӗнчи пӗр фельдшерпа акушер пунктӗчне пулнӑ. Халӗ ҫав усламҫӑ хӗрарӑмӑн явап тытма тиветех. Ку ҫынна административлӑ явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫапла майпа 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кун пирки ЧР Прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри блогерсенчен пӗри, Сергей Петров ятлӑ ҫын, тӗнче тетелӗнче экстремистла лозунг вырнаҫтарнӑ-мӗн. Вӑл ӑна хӑйӗн материалӗпе пӗрле кӗртсе лартнӑ. Лозунга экстремистла материалсен федераци списокне кӗртнӗ пулнӑ иккен. Унпа, блогер судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хайхине сарас тӗллевпе вӑл усӑ курман, хурлама кӑна илнӗ. Суд кун пек ӑнлантарупа ҫырлахман — блогера штрафлама йышӑннӑ. Лозунгшӑн блогера 1000 тенкӗлӗх явап тыттарас тенӗ. Блогер кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар. Вӑл республикӑн Аслӑ судне аппеляци тавӑҫӗпе тухассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗртен-пӗр Раҫҫей Паттӑрне Евгений Борисова хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарни самай пулать. Теприсем каланӑ тӑрӑх, унччен ӑна алӑ тытса сывлӑх суннисем те унран пӑрӑннӑ имӗш. Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсен кунне те, вӑл раштавӑн 9-мӗшӗнче пулчӗ, Борисов следстви изоляторӗнче кӗтсе илнӗ. Сывлӑх Чечняри тусем ҫинче хӑварнӑ ҫыннӑн ҫылӑхӗ мӗнре-ха? Ҫак ыйтусене хускатать те ҫав кӑларӑм. Унӑн мӑшӑрӗ каланӑ тӑрӑх, ӑна сӗтев панӑ тесе айӑпласшӑн иккен. Евгений Борисов чирлӗ пулсан та ниҫта каймасси пирки алӑ пустарса та ӑна СИЗОран кӑлармаҫҫӗ-мӗн. Андрей Караулов журналист ертсе пыракан «Наказание без преступления» кӑларӑмра раштавӑн 8-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кулагин автобусӗ (ӑна чӗртичченхи ӳкерчӗк) Раштавӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне чӗртсе яни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унччен маларах та депутат автобусне куҫ хывакансем пулнӑ имӗш. Вӑрлама мар-ха. Хур тӑвассишӗн. Депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, автобуса чӗртсе яриччен икӗ кун маларах техникӑна чулпа персе малти кантӑка ҫӗмӗрнӗ. Кайран, ав, вутпа кӗллентернӗ. Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хур тӑвакансене палӑртассине Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар районӗнчи пайӗн тӗпчевҫисем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек пулнӑ вырӑна вӗсем ҫав каҫах тухса кайнӑ, тепӗр кун, тул ҫутӑлсан, тепре ҫитнӗ. Прокурор ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, усал тӑваканӑн йӗрӗ ҫине ӳкме май килнӗ. |
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтри сӑн «Про Город» хаҫат редакцине Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Кириенко килнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, раштавӑн 4-мӗшӗнче вӗсем хӑйсен дачи ҫухалнине курнӑ. Дачӑна ҫӗрпе танлаштарнӑ-мӗн. Хӗрарӑм ҫав тери тӗлӗннӗ. Ара, вӗсен дачи пулнӑ вырӑнтан халӗ ҫул иртет. Лаптӑк «Рассвет» пахчан пулнӑ. Ҫӗмьене кунта мӗнле те пулин ӗҫсем пуласса никам та пӗлтермен. Нӳхрепре икӗ дачӑран пухнӑ пахча-ҫимӗҫ упраннӑ. 10 кун каялла хӗрарӑмӑн ывӑлӗ кунта пахча-ҫимӗҫе сивӗрен витмешкӗн килсе кайнӑ. Халӗ ав вӗсем тӑварланӑ хӑяр илме килнӗ те… дача ҫук. Дачӑрах ҫӗрулми упраннӑ. Ӑна вӗсем кӗркунне лавккаран туяннӑ. Ҫемье ҫӗршӗн ҫапӑҫасшӑн мар, анчах ҫапла киревсӗр хӑтланни кӳрентернӗ. Ара, пӗлтермен те-ҫке-ха. Халӗ Татьяна Кириенко полицие ыйту ҫырнӑ. Ҫул иртекен вырӑнта халӗ йывӑҫ пӳрт юлашкисем ҫеҫ юлнӑ. Вӗсем ҫунса кӗлленнӗпе пӗрех. Анчах банкӑсен йӗрӗ пачах ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Республикӑн Патшалӑх ветеринари службин пай пуҫлӑхне 550 пин тенкӗ сӗтев илнӗшӗн 33 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ тата 9 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. Кун пирки Чӑваш Ен прокуратурин коррупцие хирӗҫле законодательствӑна пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Павлов пӗлтерчӗ. 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Ен хыснинчен выльӑх масарӗсене йӗркене кӗртме тесе 5,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Патшалӑхӑн ветеринари службинче тӑрӑшакан маларах асӑннӑ ҫав ҫын котировка ирттересси пирки икӗ коммерци фирмине систернӗ. Районти ветеринари станцийӗсене тӑратнӑ котировка заявкисенчи чи пӗчӗк суммӑсем пирки те вӑл хайхисене пӗлтернӗ. Ҫапла вара лешсем конкурсра ҫӗнтерсе ӗҫе пурнӑҫлама тивӗҫнӗ. Вӗсене пулӑшнӑшӑн вӗсенчен 553 пин тенкӗ е ӗҫ хакӗн 10 проценчӗ чухлӗ, сӗтев илнӗ. Айӑплӑ арҫынна суд 9 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарса ҫирӗп режимлӑ колоние хупмалла тунӑ, штрафне сӗтев виҫине 60 хут ӳстерсе пама йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн хыснине 1,8 миллион тенкӗ шар курнӑ тесе хакланине саплаштарнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
Хӑйсен прависене хӳтӗлеме ыйтса ҫынсен хӑш чухне прокуратурӑнах ҫитме тивет. Ун пек тӗслӗхсене Чӑваш Ен прокуратурин коррупцие хирӗҫле законодательствӑна пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Павлов нумай илсе кӑтартма пултарать. Хӑш-пӗр ӗҫре коррупци сӗмӗ палӑрмасть пулин те саккуна пӑсни куҫкӗрет. Акӑ ун пеккисенчен пӗри. Ку ӗҫ Элӗк районӗнче пулнӑ. Унти прокуратурӑна 76 ҫулти хӗрарӑм вӑл 1985 ҫулта хӗрӗн ячӗпе перекет кассинче уҫнӑ укҫана банк тавӑрса парасшӑн маррине евитленӗ. 1991 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗччен хунӑ укҫашӑн компенсаци тӳлемелли пирки 2009 ҫулта ҫӗршывӑн правительстви йышӑну кӑларнӑ-ха. Компенсацие 1946–1991 ҫулсенче ҫуралнисене памалла. Хӗрӗн ячӗпе уҫнӑ вкладшӑн пенсионерка та компенсаци илес тенӗ. Анчах банкра хирӗҫленӗ. Сӑлтавне кинемейӗн хӗрӗ Литвара пурӑннипе ҫыхӑнтарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем приходной касса ордерӗсене пӗтернипе те сӑлтавлама пӑхнӑ. Кинемей правине хӳтӗлесе прокуратура суда тухнӑ, суд кинемее майлӑ йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнче автор прависене пӑснӑ фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарассине татса параҫҫӗ. Кӳкеҫри икӗ организацире юпан 8-мӗшӗнче лицензисӗр программа вырнаҫтарнине палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗринче ӑна 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче виҫӗ компьютер лартса хунӑ. Программӑна хатӗрлекене ҫапла майпа 438 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Тепӗр организацире 2013 ҫулта 2013 ҫулта вырнаҫтарнӑ. «1С» хуҫине 78 пин тенкӗлӗх, «Майкрософт» 48 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ. «Икӗ тӗслӗхӗнче фирмӑсен хуҫисене пыскӑ штраф кӗтет», — тесе пӗлтерчӗ Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |