Пӑтӑрмахсем
Васкакан вакка сикет теҫҫӗ те, Патӑрьел районӗнчи суд приставӗ ҫавӑн пек шухӑшланӑ-ши — хӑйсем патне ҫынсенчен ҫитнӗ ҫырусене вӑхӑтра пӑхса тухман. Шучӗпе вара пӗр уйӑхра хуравламалла. 30 кун хушшинче ӗлкӗрменни саккуна пӑснине пӗлтерет. Суд приставӗсен федераци службин Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи пайӗне кӑҫалхи ҫӗртме–утӑ уйӑхӗсенче ҫынесенчен виҫӗ ҫыру килнӗ. Пурте вӗсем суд йышӑнӑвӗпе укҫа шыраса илессипе ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. Анчах ҫавсенчен нихӑшне те вӑхӑтра пӑхса тухман. Куншӑн Административлӑ майпа саккуна пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 5.59 статйинче явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ. Прокуратура ыйтнипе ӗҫе судра пӑхса тухнӑ. Суд приставӗсен маларах асӑннӑ пай пуҫлӑхне 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Хӑйсен таварне е фирмине рекламӑлас тесе пиар-менеджерсем мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Шупашкарта, ав, пӗрисем сӑра сӗтелӗ умне ҫарамасланнӑ хӗре тӑратнӑ. Чӑн-чӑн ҫынна мар-ха, рекламӑра. Ҫавӑн пек рекламӑна фирма утӑ уйӑхӗнче тӗрлӗ тӗслӗ экранпа кӑтартнӑ. Видеороликра стриптиз ташлакан хӗр сӑнӗ пулнӑ, унсӑр пуҫне купальникпа ташлакансене те кӑтартнӑ, тепри вара сӑра сӗтелӗ умӗнче купальникпа саркаланса тӑнӑ. Кун пек рекламӑна ватти-яшши — пурте — курайнӑ. Монополипе кӗрешекен службӑн эксперт канашӗ пӑхса тухнӑ та кун пек рекламӑна ырламан. Халӗ ку рекламӑна сарма пӑрахнӑ пулин те малтан кӑтартнишӗн яваплисен административлӑ майпа явап тытма тивет-тӗр, мӗншӗн тесен ку енпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пуйма каякан вилсе килнӗ теме юрататчӗ кукамай. Ӗҫӗ ҫукран та Мускавалла е ытти хуланалла талпӑнать пуль-ха ялти чӑваш арӗ-арӑмӗ, Анчах тепӗр чухне вӗсем унтан вилсе таврӑнаҫҫӗ. Ҫапах та кунта маларах илсе панӑ каларӑш вырӑнлах та мар, тен. Пулас инкекӗ килте ларса та пулать-тӗр темелле-ши?.. Шӑматкун Мускав облаҫӗнчи Красногорск районти Путилково ялӗнче икӗ чӑваш арҫынни вилнӗ. Вӗсем саккӑрмӗш хутран персе аннӑ-мӗн. Иккӗшӗ те монтажник-бетонщикра тӑрӑшнӑ. Инкек хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран сиксе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вилнӗ арҫынсем 31 ҫулта пулнӑ. Халӗ ку инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтерет «Интерфакс» информагентство. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Лантӑш ялӗн таврашӗ Паян ирхине Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнчи Лантӑш ялӗ ҫумӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — ҪҪХПИ инспекторӗ Ҫеменкасси ял ҫыннине вилмеллех ҫапса кайнӑ. 48 ҫулхи арҫын ҫул хӗррипе утса пынӑ иккен, 36 ҫулхи инспектор ӑна тӗтреллӗ ҫанталӑка пула курман тесе шутлаҫҫӗ. Етӗрнери районсем хушшинчи тӗпчев пайӗ халӗ ку ӗҫпе тӗрӗслев ирттерет. Хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх ҫынна ҫапса кайнӑ инспектор Муркашран (вӑл унта пурӑнать иккен) ӗҫ вырӑнне васканӑ пулать. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл ӳсӗр пулманни палӑрнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн инспектор ун пирки хӑйех пӗлтернӗ имӗш, вырӑнтан тарман. Инкек ҫул ҫинче тӗтре тӑнине пула пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шӑхачри лару Патӑрьел районӗнчи Шӑхач ял тӑрӑхӗнче Профилактика канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ канаш пайташӗсем: ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем Лариса Комиссарова тата Люция Чебенова, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫлекен центрӑн ҫемьене тата ачасене пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗн заведующийӗ Алевтина Дюкина, опекӑпа попечительство органӗн сектор ертӳҫи Татьяна Чылыкова, район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен специалисчӗ Татьяна Исаева пырса ҫитнӗ. Ларӑва ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен канашра шутра тӑракан тӑватӑ ҫемьене йыхравланӑ. Лариса Комиссарова вӗсене ачасемпе ытларах тимлемеллине аса илтернӗ. Алевтина Дюкина ҫемьери харкашу, ӗҫкӗ-ҫикӗ ачасене ырӑ витӗм кӳменни пирки асӑрхаттарнӑ. Ун пек чух ачасен киле каяс килмест. Ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлни те ача чунне ыраттарма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Хутӑн пайӗ Шупашкарта Донецкпа Луганск облаҫӗнчи ополченецсене пулӑшу кӳме йыхравлакан хутсем курӑнма пуҫланӑ. Пӗлтерӳ ҫакакансем хӑйсене информаци тӗлӗшпе пулӑшма, Украинӑри хирӗҫтӑрӑва хутшӑнакансем валли эмелсем, амуници, укҫа ярса пама ыйтаҫҫӗ тата вӗсене майлӑ ҫапӑҫма пыракансене кӗтеҫҫӗ имӗш. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене имӗш хулари пӗр универмагри пӑшал тавраш сутакан пая пымалла. Хутсене ҫуртсен подъезчӗсенче ҫакса ҫӳреҫҫӗ. Донецкпа Луганск облаҫӗсенчи хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем саккунлӑ маррине кура хута ҫыракансем РФ Пуҫиле кодексне пӑсни, вӗсене пуҫиле явап тыттарма пултарасси паллӑ. Унсӑр пуҫне укҫа ещӗкӗсем анонимлӑ — те улталама ҫакнӑ те чӑн та пулӑшма. Пӗлтерӳре кӑтартнӑ тӑрӑх ку хута 500 экземплярпа пӗр типографире пичетленӗ имӗш. |
Пӑтӑрмахсем
Ҫуннӑ ҫурт Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче инкек пулнӑ. ИӖМ дежурнӑйӗн пульчӗ ҫине каҫхи 10 сехет те 45 минутра 33 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ ҫунма тытӑннине пӗлтернӗ. Пушар бригади тӳрех вырӑна тухнӑ. Ҫурт ҫунма тытӑннине чи малтан кӳрши асӑрханӑ. Вӑлах кил хуҫи хӗрарӑмӗн тата унӑн ҫул ҫитмен пӗчӗк ачисен пурнӑҫне ҫӑлнӑ темелле. Вӑл ҫывӑракан амӑшне тата ачисене вӑратнӑ, урама илсе тухнӑ. 40 минутран пушара сӳнтернӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫулӑм электропралукран тухнӑ. Хӗрарӑм каҫхине электроприборсене сӳнтерсе выртман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫак кунсенче Шупашкарта наркотик сутса услам туса пурӑннӑ 1986 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Тара илсе пурӑнакан унӑн хваттерӗнче 8 килограмма яхӑн ҫав усала тупса палӑртнӑ. Вӗсене вӑл 100 грамран пуҫласа 300 грамм таран виҫепе сутса пурӑннӑ иккен. Арҫыннӑн хваттерӗнче наркотике тултармалли хатӗрсем те пулнӑ. Туртмалли ҫав сӑтӑрлӑ япалана арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ ярӑнтарнӑ. Ун килӗнче тупнӑ наркотике укҫа ҫине куҫарсан 10 миллион тенкӗрен иртет иккен. Ку фактпа халӗ тӗпчевҫсӗем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Наркотике вӑл ӑҫтан илнине палӑртасшӑн, Чӑваш Ене епле лекнине пӗлесшӗн. Наркотик сутса укҫа туса пурӑннӑ арҫынна саккун ӗмӗрлӗхе хупса хума ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ватӑсене ултавҫӑсем епле кӑна улталамаҫҫӗ пулӗ?! Хӑйсемпе социаллӑ ӗҫчен тесе те паллаштараҫҫӗ, тухтӑр тесе те суеҫтереҫҫӗ, газ тытӑмӗнче е ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ халап шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Е тата «Сирӗн пӳрте усал иленнӗ — ӑна тасатмалла», — тесе пырса кӗреҫҫӗ. Пур услапа ан ӗненӗр тесе темле асӑрхаттарсан та ҫакланакансем пур. Иртнӗ эрнере, акӑ, Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан 79-ти кинейме икӗ хӗре ӗненнӗ. Лешсем хуҫалӑхра кирлӗ, анчах йӳнӗ ӑптӑр-каптӑр тавар 20 пинпе тыттарса хӑварнӑ. «Лавккара вӑл 38 пин тенкӗ тӑрать. Сире, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе, йӳнӗпех сутатпӑр. Эпир — ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем», — тесе карчӑка ним мар ӗнентернӗ. «Ман укҫа ҫук-ха», — текелесе малтан лешӗ турткаланма пӑхнӑ та кайран ӳкӗте кӗнӗ. Пӗтӗм таварӗ (виҫӗ япала тыттарса хӑварнӑ) икӗ пин тенке яхӑн кӑна тӑрать-мӗн. Юпан 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи тепӗр ватӑ йӳнӗ тавара 15 пин тенкӗпе илсе юлнӑ. Хӑйсемпе хӗрсем социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшатпӑр тесе паллаштарнӑ иккен. Карчӑк-кӗрчӗке улталакансем 26–27-ри хӗрсем пуль тесе икӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер ҫӗрле Шупашкарта пуҫа вырнаҫма пултарайман инкек пулнӑ. Арҫыннӑн ӑссӑрла хӑтланӑвӗ — питӗ тискер. Ҫӗрле 2 сехет патнелле полицие Фучик урамӗнчи пӗр ҫурт патӗнче пӗчӗк хӗрача виллине тупнине пӗлтернӗ. Ҫакна тума пултарнӑ арҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Хӗрарӑм юлташне ӑсатма кайсан хайхискер ҫывӑракан пӗчӗк хӗрачана, ҫулталӑкрискере, урама илсе тухнӑ та пуҫӗпе асфальт ҫине темиҫе хут ҫапнӑ. Ача сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӑна хупмашкӑн ходатайство хатӗрлеҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе судпа психиатри экспертизи тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |