Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти полицейскисем Ҫветтуй Татиана чиркӗве патӗнче хураха тытса чарнӑ. Йӗплӗ пралук леш енче ларнӑскер каллех пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Ку чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хальхинче ҫак арҫын укҫа вӑрлама хӑтланнӑ. 28 ҫултискер чиркӳ патӗнче ыйтса лараканскерӗн нухратне йӑкӑртма тӑнӑ-мӗн. «Ӑнман» ку арҫынна. Инҫех мар пулнӑ патруль экипажӗ киревсӗр ӗҫе ҫийӗнчех асӑрханӑ та йӗксӗке полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Каярах ҫакна палӑртнӑ — арҫын Муркаш районӗнчен. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫулла Шӑмӑршӑ районӗнче пысӑк инкек пулни пирки самай калаҫрӗҫ. Ун чухне водитель ҫул хӗррипе пыракан ҫемьене ҫапса хӑварнӑччӗ. Ку ҫурлан 2-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. 28 ҫулти водитель Шӑмӑршӑра пурӑнакан ҫемьене ҫапса хӑварнӑ. Ун чухне 38-ти арҫын, унӑн 66-ри амӑшӗ тата 3-ри ачи вилнӗ. Тухтӑрсем арҫыннӑн арӑмне ҫӑлассишӗн тӑрӑшнӑ, анчах вӑл та куҫне хупнӑ. Аварире 7-ри арҫын ача ҫеҫ сывӑ юлнӑ. Анчах унӑн сывлӑхне те йывӑр сиен кӳнӗ. Нумаях пулмасть ҫав водитель тӗлӗшпе Патӑрьел районӗн сучӗ приговор вуланӑ. Суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, йӗплӗ пралук леш енне 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те арҫынна кун пек аваришӗн айӑпланӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски район прокуратури граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе патшалӑх программисен гарантийӗсем епле пурнӑҫланнине пӗлтерсе тӑрассине тата сывлӑх сыхлавӗнче саккуна пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Прокурорсем пӗтӗмӗшле практика офисӗнче тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен программӑсем пирки пӗлтерекен информаци ҫуккине тупса палӑртнӑ. «Информаци стенчӗ ҫинче программӑсем пирки пӗлтермен, тӗп положенисем тата реквизитсем ҫук. Унпа пӗрлех программӑсемпе килӗшӳллӗн кӳрекен тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшне палӑртман, условийӗсене асӑнман», — тесе ӑнлантарать кун пикри асӑннӑ район прокурорӗ В. Николаев. Кӗҫӗн Каҫалти тата Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика офисӗсенче, Ҫӗнӗ Шӑхранти фельдшерпа акушер пунктӗнче те ҫакӑн пек ҫитменлӗхсем тупӑннӑ. Информаци стенчӗсем ҫинче кирлӗ информаци вырнаҫтарасси — район тӗп больницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗ-мӗн. Тухтӑр ҫумне административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн, Чӑваш Республикинчи сывлӑх надзорӗ 10 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрти пӗр арҫын хӑй кушаккине хӗрхеннипе ҫынна вӗлернӗ. Пӑтӑрмахӗ юпан 21-мӗш каҫхине сиксе тухнӑ. Ҫав кун 66 ҫулти кил хуҫи питех пӗлмен тепӗр арҫынпа хӑй килӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Кӗрекери хӑнана кил хуҫин кушак ҫури темшӗн тарӑхтарнӑ-ҫке: ӑна вӑл урипе тапнӑ. Ҫакна кил хуҫи питех те йывӑра илсе йышӑннӑ. Унтан та ытларах — тарӑхнипе вӑл хӑнана ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Йывӑр сурана чӑтаймасӑр кушака кӳрентерекен вилсе кайнӑ. Унтан кил хуҫи кӳршӗ хӗрарӑмне кайса хӑй патӗнче ҫын вилли пуррине пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтнӑ. Кушака хӗрхеннипе ҫынна вӗлерекен тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105 статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнче «Энӗш» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пациента пульницӑна илсе каякан васкавлӑ медпулӑшу урапи ҫине Chevrolet Niva урапа кӗрсе кайнӑ. Аварире васкавлӑ медпулӑшу урапин фельдшерӗ аманнӑ. Унӑн алли хуҫӑлнӑ, хырӑмӗ суранланнӑ. Ӑна Канаш районӗнчи тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, Chevrolet Niva урапа рулӗ умӗнче 52 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл — Йӗпреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн пуканне маларах йышӑннӑ Вячеслав Анисимов. Ӑна ку должноҫрен кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӑтарнӑ. Экс-чиновник самай ӳсӗр пулнӑ-мӗн. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне руль умӗнче ӳсӗрле тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче инкек пулнӑ. Унта амӑшӗ хӑйӗн ачине вӗлернӗ. ЧР Следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑри ачана вӗлерме пултарнӑ хӗрарӑма, арҫын ача амӑшне, тытса чарнӑ. Ку пӑтӑмрах юпан 22-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Унран ыйтса пӗлнӗ чухне ҫакӑ ҫиле тухнӑ. Хӗрарӑм ачан сӑмсине тата ҫӑварне аллипе хупласа сывлама паман. Ача пӳлӗнсе вилнӗ. Хӑй амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача чылай вӑхӑт макӑрнӑ, лӑпланайман. Ку ӗҫе следстви органӗсем тӗплӗ тишкерӗҫ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫак кунсенче Красноармейски районӗнче хӑрушӑ ӳкерчӗк пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, упӑшки арӑмне вӗлерме хӑтланнӑ, унтан хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Ку Карай ялӗнче пулнӑ. Юпан 19-мӗшӗнче пӗр ҫуртра кинӗ хунямӑшӗ выртнине курнӑ. 43 ҫултискер ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче пулнӑ. Унӑн 46-ри мӑшӑрне сарайра тупнӑ. Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суранланнӑ хӗрарӑм тупнӑ чухне чӗрӗ пулнӑ. Анчах васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ҫӑлайман ӑна. Упӑшки сарайӗнче хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Ку ҫемьере мӗн пулса иртнӗ-ха? Тӗрӗслев материалӗсем кӑтартнӑ тӑрӑх, юпан 18-мӗшӗнче мӑшӑр хирӗҫсе кайнӑ. Упӑшки эрех ӗҫесшӗн пулнӑ, анчах арӑмӗ ирӗк паман. Ирхине, юпан 19-мӗшӗнче, арҫын ҫывӑракан хӗрарӑма пуҫӗнчен малатукпа ҫапнӑ. Мӑлатука ҫавӑнтах тупнӑ. Унтан арҫын хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Халӗ ку ӗҫе тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта полицейскисем хӗре ҫапса кайнӑ водителе шыраҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак водитель 17 ҫулти хӗре ҫапса хӑварнӑ. Ку пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ун чухне 17 ҫулти хӗр ятарлӑ вырӑнпа ҫул урлӑ каҫнӑ. Урапа Гагарин урамӗ енчен Карл Маркс урамӗ еннелле пынӑ. Водитель хӗре ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн вырӑнтан тарнӑ. Хӗр тӳрех пульницӑна кайман. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑна вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ полици ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсене шырать. Курнисене 24-27-98, 002, 24-07-70 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑх пирки шантарсах калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Республикинчи ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗр банкра 10 пинлӗх суя хут укҫа тупнӑ. Вӗсем пилӗк пинлӗххисем пулнӑ. Укҫасене банкӑн тӗрлӗ уйрӑмӗсенче тӗрӗслекен хатӗрпе тупса палӑртнӑ. Икӗ купюрӑна та тӳллев счёчӗсем ҫине укҫа хурас тӗллевпе илсе килнӗ. Хальхи вӑхӑтра суя хут укҫасем ҫынсен аллине мӗнле лекнине тӗпчеҫҫӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем пӗр пин тата пилӗк пинлӗ хут укҫасем тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Чылай чухне шӑп та лӑп вӗсемпе улталама тӑрӑшаҫҫӗ. Асӑрхасанах полиципе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Суя укҫасенчен пӗлсе тӑрсах хӑтӑласшӑннишӗн явап та тытма тивӗ. Куншӑн тӗрмене 6 ҫултан пуҫласа 15 ҫулччен лекме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн 19 ҫулти амӑшӗ, ачине вӗлернӗскер, суд сакки ҫине ларӗ. Ку кӑҫал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ. Пӗр ялта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм туалетра сывӑ ача ҫуратнӑ. Унтан пӗчӗкскере кӑкӑрӗ тӗлӗнчен чикнӗ те туалет шӑтӑкне пенӗ. Ача кӑштахран вилнӗ. Тепӗртакран амӑшӗ унӑн виллине кӑларса чавса чикнӗ. Ачана темиҫе кунтан тупнӑ. Хӗрарӑм ача вилӗ ҫуралнине ӗнентернӗ. Анчах экспертиза вӑл сывӑ пулнине палӑртнӑ. Халӗ следстви вӗҫленнӗ. Материалсене суда ярса панӑ. Аса илтерер: кун пекки Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те пулнӑччӗ. Унта 24-ри хӗрарӑм тин ҫуратнӑ ачине тислӗк ӑшне пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |