Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ Наталия Егорова хӑйне хӑй премипе хавхалантарнӑ. Кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ экс-пуҫлӑх тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Наталия Егорова 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑйне, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ май, преми пама хушу кӑларнӑ. Ҫав уйӑхрах вӑл хӑйне укҫан пулӑшма йышӑннӑ. Прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек йышӑнӑва вырӑнти депутатсен тумалла. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳре-шара хыснана 35 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Наталия Егоровӑна ӗҫрен кӑларнӑ, мӗншӗн тесен вӑл унччен судпа айӑпланнине пытарнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |