Пӑтӑрмахсем
Роспотребнадзорӑн Тверь облаҫӗнчи управленийӗ такамсем вӑл тӑрӑхра ҫу савутсен ячӗпе услам ҫу сутнине асӑрхаттарнӑ. Ку хыпара вӗсем Чӑваш Енри ӗҫтешӗсене те систернӗ. Услам ҫу сутакан темле фирма «Нелидовский маслосырзавод» тата «Молочный путь» тулли мар яваплӑ обществӑсем кӑлараҫҫӗ тесе кӑтартнӑ-мӗн. Предприяти вырнаҫнӑ адреса хайхи Тверь облаҫӗнчи Нелидовски районти Кӑнтӑр поселокри Комсомольски проспекта тата Маресьев урамне кӑтартнӑ. Анчах ун пек предприятисем асӑннӑ поселокра ҫук-мӗн. Тверь облаҫӗнчи сӗт-ҫу савучӗсен ячӗпе услам ҫу ярӑнтаракансем пирки Тверь облаҫӗнчи асӑннӑ службӑна ытти регионти ӗҫтешӗсем вунӑ хутчен ҫӑхавланӑ. Вӑл ҫимӗҫ пахалӑхӗ чаплах маррине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗ ун пек ҫӑва лавккасенче сутмалла мар тесе асӑрхаттарнӑ. Лавккара курсан ҫынсене Роспотребнадзор управленийӗн территорисенчи пайӗсене систерме ытйаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен хула пухӑвне депутата суйланма кандидата тӑнӑ Александр Алешина такамсем тапӑннӑ пулать. Ҫак ҫын — Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн пайташӗ-мӗн. Пӑтӑрмахӗ ҫурлан 19-мӗшӗнче тӑр кӑнтӑрла, 13 сехетре, «Атӑл» кинотеатр» транспорт чарӑнӑвӗнче пулса иртнӗ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗ пӗлтерни тӑрӑх «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм ҫырать. Алешин патне палламан тӑватӑ ҫын утса пырса персе пӑрахассипе хӑратнӑ, ӑна хӑйӗн кандидатурине илме хушнӑ пулать. Лешӗ хирӗҫленине кура ӑна пуҫран темӗскерпе ҫапнӑ, ҫурӑмран темӗнле шӗвек янӑ. Каярах ҫавӑ 20 миллилитртан кая мар героин пулнӑ тесе ҫырнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти хула комитечӗ Алешина политика сӗмӗпе тапӑннӑ тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Тутарстанри Кайпӑҫ районӗнче пурӑнакан 44-ри арҫынна ют пурлӑха вӑрланӑшӑн айӑпланӑ. Кун пирки Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтерет. Вӑйпитти уйран утӑ вӑрласа Чутай районӗнчи «Чутей» ял хуҫалӑх кооперативне 5 пин те 600 тенкӗлӗх сӑтӑр кӳнӗ. Пӗр кунхине ҫав арҫын хире машинӑпа икӗ хутчен вӗҫтерсе ҫитнӗ: малтанах тӑватӑ рулон, кайран тата тепӗр виҫҫӗ тиесе кайнӑ. Анчах уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ. Рулона куҫ хывнӑ ҫыннӑн урапине хуҫалӑх ӗҫченӗсем асӑрханӑ та часрах йӗрке хуралҫисене систернӗ. Выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлесшӗн ҫунакан арҫын утта туянас тесе хуҫалӑх кантурне те кайнине пӗлтернӗ. Никам пулман пирки ку ыйтӑва унӑн уҫӑмлатма май килмен-мӗн. Вара вӑл вӑрлас шухӑш патне ҫитсе тухнӑ. Арҫын судра айӑпа йышӑннӑ, куляннине пӗлтернӗ. Суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пирӗн республикӑра та суйлав иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ун чухне эпир республика пуҫлӑхне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене депутатсене суйлӑпӑр. Суйлава хатӗрленнӗ май йӗркене пӑсакансем те тупӑнаҫҫӗ. Шупашкар район прокуратури ҫавӑн пек тӗслӗхе асӑрхани пирки пӗлтерет. Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суйлав прави ҫинчен калакан федераци саккунне пӑсни пирки прокуратурӑна систерекен тупӑннӑ. Ку фактпа прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑнти ял тӑрӑхне депутата суйланас шухӑшлӑ кандидатсенчен пӗриншӗн алӑ пустарса ҫӳрени ҫиеле тухнӑ. Хастар пуҫлӑх пирки прокуратура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта 64 тенкӗлӗх пурлӑха пула тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун чухлӗ тенкӗлӗх вӑрланӑшанах пуҫиле майпа айӑпламаҫҫӗ-ха. Административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха. Ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнче вӑл Шупашкарти Ҫӗнӗкӑнтӑр раойнӗнчи лавккасенчен пӗринчен икӗ булка тата салат илсе тухас тенӗ. Тӳлемесӗрех. Ҫакна лавкка хуралҫисем сиснӗ. Пурлӑхӗ 64 тенкӗлӗх кӑна пулин те суту-илӳ точкинчи пурлӑхшӑн яваплӑскерсем полицейскисенех пӗлтерме йышӑннӑ. Лешсем 64 тенкӗлӗх тавара вӑрлакана тытса чарма персе ҫитнӗ. 64 тенкӗлӗх тавара пӗчӗк ача е выҫӑ студент куҫ хывнӑ пуль текенсем йӑнӑшаҫҫӗ. Ирпе апатланма шутласа лавккаран вӑрлама тӑни – 24 ҫулти ӳсӗр хӗр. Вӑрлакана йӗрке хуралҫисем шалти ӗҫсен пайне илсе каяс тесе машинӑна лартма тӑнӑ. Лешӗн каяс килмен те вӑл малтан пӗр полицейские алӑран ҫыртса лартнӑ, кайран теприне. Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн ӑна административлӑ майпа айӑпласа пӗр пин тенкӗлӗх явап тыттармалла тунӑ. Пуҫиле ӗҫне вара влаҫри ҫынсене хирӗҫ тӑнӑшӑн пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канашра пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна суд 13 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Вӑл 2013-мӗш, 2014-мӗш ҫулсенче темиҫе хутчен те хӑйӗн хӗрӗ ҫумне ҫулӑхнӑ. Лешӗ ун чухне 5 ҫулта пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчи тӗслӗхӗнче арҫын хӗрӗнкӗ пулнине палӑртать РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев. Ҫакӑн пек ирсӗрленекен ашшӗ килте никам ҫуккипе усӑ курнӑ е арӑмӗ тепӗр пӳлӗмре ҫывӑрнӑ чух хӑйсен тӑван ачи ҫумне ҫыпӑҫса ҫӳренӗ. Ашшӗ тӑван хӗрӗ ҫумне ҫулӑхнине унӑн арӑмӗн хӗр-тусӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ирсӗрлӗх ҫиеле тухнӑ. Психиатрсем арҫын сывлӑхне тӗрӗсленӗ те унӑн пӗчӗк хӗрачасем ҫумне ҫулӑхас йӑла пуррине асӑрханӑ. Ҫавна кура арҫыннӑн колонире айӑплава ирттернипе пӗрлех психиатр патӗнче сипленме тивӗ. Кун пек йышӑнӑва та суд кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫул-йӗр ҫинче кашни кун тенӗ пекех авари пулать. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Аварире виҫӗ хӗр пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ 18 ҫул та тултарман пулнӑ. Авари ҫав кун 17 сехет ҫурӑра «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫул ҫинче пулнӑ. Комире пурӑнакан 36 ҫулти арҫын Mercedes-Benz урапапа малта пыракан Toyota Corolla урапапа ҫапӑннӑ. Лешӗ вара транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса тепӗр урапапа ҫапӑннӑ. Toyota Corolla салонӗнче, ку йӗркене пӑсни пулсан та, 5 пассажир пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – Патӑрьел районӗнчен – авари вырӑнӗнчех вилнӗ. 20 ҫулти водитель тата унӑн 13-ри йӑмӑкӗ, тепӗр пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. «Иномаркӑсен» водителӗсем ӳсӗр пулни палӑрман. Халӗ аварири лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти арҫын арӑмне япӑх вӗреннӗшӗн хӗненӗ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче сиксе тухнӑ. Республикӑри аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрарӑм упӑшкине сесси тытайманни пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑншӑн арҫын хытах тарӑхнӑ курӑнать — каҫхине арӑмне чышкӑпа хӗнесе пӗтернӗ, унтан 2 сехетлӗхе коридора кӑларса тӑратнӑ. Пӗрре кӑна хӗнемен-ха вӑл ӑна. Виҫҫӗмӗш хут «тытса юсанӑ» хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Студентка-хӗрарӑм кӑвак питпе ҫӳренине унпа пӗрле вӗренекенсем те асӑрханӑ. Хӗрарӑм пичӗ, хӑлхи патӗнчи юнӑхса ларнӑ вырӑнсене ҫӳҫпе пытарма тӑрӑшнӑ. Тусне шелленипе ӑна вӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтерме сӗннӗ. Арҫын тӗлӗшпе кӗҫех ӗҫ суда ҫитнӗ. Анчах нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ача пӗрле ӳстермелле тесе хӗрарӑм упӑшкине каҫарнӑ тесе пӗлтерчӗ Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарта 33 ҫулти арҫын халӑха турттаракан транспорт кӗтекен арҫынтан укҫа ыйтнӑ. «Ыйтма аван мар, 19 текнӗ ҫук-ши?» — тесе тӑман-ха, тӳрех ҫӗҫӗ туртса кӑларнӑ. Памасан вӗлерессипе хӑратнӑ. Ҫӗҫӗпе хӑмсарса 19 тенкӗ тапӑнакана лешӗ хӑйӗн ӗҫ удостоверенине кӑларса кӑтартнӑ. Арҫын ахаль-махаль ҫын пулман, йӗрке хуралҫинче тӑрӑшать-мӗн. Ҫак хута курсан вӑрӑ-хурах тарма пикеннӗ, анчах инҫе каяйман, йӗрке хуралҫи ӑна ярса илсе хӑйӗн ӗҫтешӗсен аллине панӑ. Ҫӗҫӗпе хӑратса 19 тенкӗ тапӑнакан хурах тӗлӗшпе халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Пуҫтахланнӑшӑн вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ. Хӑратса укҫа тапӑнакана пуҫран шӑласси иккӗленӳллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗн пуҫлӑхӗ Федор Волков паян Шупашкарта инкеке лекнӗ. Унӑн машини тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ши. Тепӗр енчен, урапа хӑй тӗллӗн чупмасть те... Инкек республикӑн Правительство ҫуртӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫул ункинче сиксе тухнӑ. Инкеке лекнӗ машинӑсенчен пӗри – «BMW X6» маркӑллӑ урапа-мӗн. Унӑн номерӗ – A777TA 21RUS. Ку БМВна Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗ ячӗпе ҫыртарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх хуралӗнче вӑл урапа ҫул-йӗр правилине час-часах пӑсать, ун валли саккун ҫырман пуль тата ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ сӑмахпа ҫынсем унччен тӑтӑшах хӑртатчӗҫ. Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗ ячӗпе ҫыртарнӑ урапа ҫул-йӗр правилине пӑснине ӗнентерме тесе видео вырнаҫтаракан та тупӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |