Пӑтӑрмахсем
Вӗрентекенсем те ҫынах та ӗнтӗ, вӗсем те шӑнман пӑрпа ним лартса яма пултараҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пантьӑк ялӗнче тулли мар вӑтам пӗлӳ паракан шкулта ӗҫленӗ пӗр учителе вырӑнти мировой суд укҫа тӳлевӗ илнӗ чухне улталанӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 159.2 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттармалла тунӑ. Шкулта вӗрентекенте ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫав арҫын 2006 ҫулта вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх пайне ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тӳлевшӗн укҫа илме хутсем тӑратнӑ. Ялти специалистсен ун пек ҫӑмӑллӑх пур-ҫке. 2009 ҫулта ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Анчах ку факт пирки арҫын социаллӑ хӳтлӗх пайне пӗлтермен. Шучӗпе виҫӗ кунтах хыпарламалла пулнӑ тесе асӑрхаттарать республика прокуратури. Ӗҫрен пӑрахнине пӑхмасӑрах арҫын пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчченех уйӑхсерен укҫа илсе тӑнӑ. Пӗтӗмпе унӑн кӗсйине ҫапла майпа 57 пин тенкӗ кӗнӗ. Улталанӑ тесе суд ун тӗлӗшпе 120 сехет ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" тунӑ сӑн Шупашкарта пӗр ача вилнӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пулнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Мате Залка урамӗнчи пӗр ҫуртра ача ҫурҫӗр иртни 3 сехетре сывлама чарӑннӑ. Вӑл икӗ ҫулта кӑна пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку чӑнах та пулнине ҫирӗплетет. Ача чире пула сывлама чарӑнни паллӑ. Анчах мӗнле чир? Ҫакна каярахпа, тӗрӗслев ирттерсен, палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енре пӗр ҫын сысна грипӗпе чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Вӑл кунти ҫын мар тесе пӗлтереҫҫӗ. Республикӑра ОРВИпе, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ОРВИпе чирлекен 513 ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 51-шне «сысна грипӗ» диагноз лартнӑ. Чӑваш Енре сысна грипӗнчен вилнӗ ҫын Питӗртен пулнӑ. Вӑл Шупашкара тӑванӗсем патне Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн килнӗ. Чирлесен тухтӑрсенчен пулӑшу вӑхӑтра ыйтман. Пульницӑна илсе пынӑ чухне вӑл йывӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Етӗрне районӗнчи Пионер лапамӗнчи йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачипе инкек сиксе тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӑл ача — асӑннӑ районти Урпашран. Аса илтеретпӗр, ӑмӑрту кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех пулнӑ. Спорт ӑмӑртӑвне пынӑ ҫиччӗмӗш класс хӗрачин пуҫ мимине юн кайнипе пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана малтан Етӗрнери пульницӑна илсе кайнӑ, кайран реанимобильпе Шупашкара куҫарнӑ. Константин Ишутов блогер ку инкек пирки пӗлтернӗ май ӑмӑртӑва йӗркелекенсем ку факта пытарасшӑн текен шухӑша палӑртнӑччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм, республикӑн спорт министрӗ ку инкек пулнине ҫирӗплетнине хыпарлать. Унтан та ытларах — министерство ку лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑрать имӗш, тӗпчевҫӗсем те инкек пулнӑ факта тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Дмитрий Автономов пачӑшкӑ Йӗрке хуралҫисем ҫак кунсенче ураран ӳксе тенӗ пек чиркӳ ҫыннине шыраҫҫӗ. Усал ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн тарса ҫӳремест-ха вӑл. Килтен тухса кайнӑ та — таврӑнман. 1980-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Дмитрий Автономов килтен (пачӑшкӑ Пӑрачкав районӗнче пурӑннӑ, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнчи чиркӳре ӗҫленӗ) иртнӗ ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Арҫын тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, 1 метр та 82 снатиметр ҫӳллӗш-мӗн, кӑвак куҫлӑ, сухалпа ҫурет. Килӗнчен тухса кайнӑ чух вӑл тӗссӗртерех симӗс (хаки) тӗслӗ куртка тата шӑлавар тӑхӑннӑ, уринче берцы пулнӑ, пуҫне ҫыхнӑ хура калпак тӑханнӑ. Ҫухалнӑ пачӑшкӑ ӑҫтине пӗлекен ҫынсене йӗрке хуралҫисене 8 (83543) 21-0-02, 21-8-60, 21-9-40 телефон номерӗсемпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта ӗнер, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче маршрут таксийӗпе урапа пырса ҫапӑннӑ. Ку каҫхи 8 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнче «Промтрактор» чарӑну патӗнче пулнӑ. 32-мӗш маршрутпа ҫӳрекен такси 12-мӗш модельлӗ урапапа пырса ҫапӑннӑ. Маршрутка ҫаврӑннӑ чухне ҫӑмӑл урапана ирттерсе яман. Аварире, телее, никам та вилмен. Анчах темиҫе ҫын суранланнӑ. Ҫӑмӑл урапа водителӗ, 18 ҫултискер, тата малта ларакан пассажир аманнӑ. Вӑл та водительпе тантӑш пулнӑ. Микроавтобусра та пӗр ҫын суранланнӑ. Маршрутка водительне тӗрӗсленӗ. Вӑл ӳсӗр пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Республикӑри следстви органӗсем Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан усламҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 46 ҫулти арҫын сӑмакун юхтарса сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ентешӗсене икӗ ҫул сӑмакун сутнӑ. Шӗвеке вӑл литр ҫурӑллӑ кӗленчесен янӑ. Унӑн хваттерӗнче шырав ирттернӗ хыҫҫӑн сӑмакун аппаратне тата 1,1 тонна кӑрчамапа ханша тупнӑ. Вӑл ӑна 200 литр кӗрекен пичкесенче упранӑ. Спирт шӗвекне судпа медицина экспертизи тума палӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, ку преступленишӗн тӗрмене 2 ҫул таранах лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫынна ӗҫе илеҫҫӗ те ӗҫӗшӗн официаллӑ майпа тӳлемеҫҫӗ. Кун пек ӗҫ рынокне сӑрӑ тесе калаҫҫӗ. Шупашкар районӗнче те ҫынсене хут тӑрӑх илмесӗр вӑй хуртаракансем пур. Ун пеккисене нумаях пулмасть вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ. Надзор органӗ Р.Л. Васильева тата В.А. Александрова уйрӑм усламҫӑсене тӗрӗсленӗ. Тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те сутуҫӑсене официаллӑ майпа илмесӗрех ӗҫлеттернине асӑрханӑ. Р.Л. Васильева ятли сутуҫӑ-кассира пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тар тӑктарнӑ. Анчах хайхипе килӗшӳ те туман, ӗҫе илесси пирки приказ та кӑларман. Икӗ усламҫӑ тӗлӗшпе те РФ Правӑна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 5.27-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Васильева усламҫӑна 8 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, Александровӑна — 10 пин тенкӗлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Эдурад Дидиченко журналист Эдуард Дидиченко журналиста вӗлерни пирки эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Пустуй сӑмах мар-ши тесе шикленнӗрен малтанласа ку хыпара электрон МИХсем, ҫав шутра эпир те, асӑрханса хыпарларӗҫ. Инкекӗ, аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче каҫхи ҫакӑр сехет ӗлӗнче пулнӑччӗ. 49 ҫулти журналиста унран виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех мӑшӑрӗ (харкашу самантӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ) мӑй тӗлӗнчен темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ, сурана пула арҫын ҫавӑнтах вилнӗ тесе каланӑччӗ. Шупашкарти Мускав район сучӗ Дидиченко арӑмӗ тӗлӗшпе айӑплав кӑларни пирки республика прокуратури пӗлтерет. Унта каланӑ тӑрӑх, мӑшӑр пӗрле эрех ӗҫнӗ. Харкашса кайнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна аллипе ҫапкаласа илнӗ, унтан какай вакламалли вилкӑпа мӑйӗнчен пӗр хутчен тирнӗ. Пӗрремӗш инстанцири суд хӗрарӑма ҫичӗ ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлӗнче маршрутка тӳнсе кайнӑ. Унӑн рулӗ умӗнче урӑ мар водитель пулнӑ. Анчах вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен. «За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель маршрута тухнӑскер пулман. Маршруткӑн 46 ҫулти водителӗ хӑй ҫапла ӗнентернӗ. Тата вӑл салонта хӑй, тепӗр майлӑ каласан, водитель тата унӑн паллаканӗ, кӑна пулнӑ тесе пӗлтернӗ. «Питомник» чарӑнуран инҫе мар вырӑнта пулса иртнӗ пӑтӑрмахра, Турра шӗкӗр, никам та суранланман. 162-мӗш маршрутпа (вӑл Шупашкар-Кӳкеҫ маршрута ҫыхӑнтарать) ҫӳрекен ГАЗеле эвакуатор юр ӑшӗнчен туртса кӑларнӑ. Анчах водителӗн киле ҫуранах кайма тивнӗ, мӗншӗн тесе ГАЗеле штрафламалли лапама илсе кайса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |