Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта йӗрке хуралҫинче ӗҫленӗ арҫын федераци шыравӗнчи урапапа ярӑнса ҫӳренӗ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш уйрӑмӗнче оперуполномоченнӑйра ӗҫленӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе ют урапапа хуҫаланнӑ. Ятарлӑ стоянкӑран Honda Accord урапана вӑл тӗпчев умӗнхи ӗҫсем ирттерме кирлӗ тесе илсе тухнӑ. Урапана Мускав облаҫӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти оперуполномоченнӑй урапан номерне хӑйӗннине вырнаҫтарнӑ та унпа ҫил вӗҫтерсе ҫӳренӗ. Ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса раштавӑн 4-мӗшӗчченех ҫапла хӑтланнӑ вӑл. Анчах пӗррехинче урапана ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Ҫавӑн чухне автомобиль шыраври урапа пулни ҫиеле тухнӑ. Оперуполномоченнӑя кӗҫех ШӖМ тытӑмӗнчен кӑларса янӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енре пенсионера ҫаратнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм патне палламан арҫын кӗрсе тӑнӑ. Хайхискер хӑйне газовик тесе паллаштарнӑ. «Газовик» газ плитине тӗрӗслеме пуҫланӑ. Пӗр плита ӗҫлемен, унпа шкап пек усӑ курнӑ. Кун пирки пӗлтерсен газовик унти япаласене кӑларма хушнӑ. Ӑпӑр-тапӑр хушшинче укҫа та пулнӑ. Укҫана хӗрарӑм пӳлӗме илсе кайса хунӑ. Тепӗртакран арҫын ун хыҫҫӑн кайнӑ. Каярахпа хӗрарӑм 80 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Арҫын 30 ҫулти пек курӑнать, 175 сантиметр ҫӳллӗш. Тӗттӗм тӗслӗ тумланнӑ. Вӑл ӑҫта иккенне пӗлекенсене 02 (020) номерпе шӑнкӑралама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Борис Портнов Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче сауна тума пуҫланӑ фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шара валли мунча тӑвассине «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ пуҫарнӑ тесе тӗпчевҫӗсем шухӑшлани пирки те каланӑччӗ. Сауна тума пуҫланӑ фактпа пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчевҫӗсем малтанласа тӗпчесе пӗтернӗ. Асӑннӑ предприятин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Борис Портнов «Алза» обществӑна мунча тума хушнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Проектпа смета хучӗсене сауна тума пӑхса хӑварман пулин те ӗҫ пуҫарса янӑ, ун валли хыснаран 7 миллион тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Маларах Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗн пуҫлӑхне Алексей Ильина ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ку инкек Вӑрнар районӗнче пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫҫи вӑхӑтӗнче сиксе тухнӑ. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн сысна комплексӗнче тырӑ типӗтекен аппарата ҫын кӗрсе ӳкнӗ. Унта ӗҫлекен ӳсӗр рабочи тырӑ типсе ҫитнипе ҫитменнине аллине чиксе тӗрӗслес тенӗ. Ҫав вӑхӑтра унӑн малти кӗсйинчен карас телефонӗ тырӑ йышӑнакан бункера кӗрсе ӳкнӗ. Арҫын нумай шухӑшласа тӑман — бункера чӑмнӑ. Унта вӑл чыхӑнса кайса вилнӗ. Хӗрӗнкӗ ҫынна ӗҫлеттернӗ, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман факт пирки тӗпчевҫӗсем айӑплине шырама пуҫласа кайнӑ. Уншӑн аш-какай комбиначӗн агрономӗ айӑплӑ тесе суд та йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 44 ҫулти агронома суд 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ, тӗрӗслев вӑхӑтне ҫулталӑк ҫурӑлӑха палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Ен полицейскийӗсем трактор вӑрланӑ ӳсӗр арҫынна тытса чарнӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Юратакансен кунӗнче, пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗн арҫынни Юратакансен кунӗнче савни патне ҫитес тесе ял хуҫалӑх предприятийӗн тракторне ларса кайнӑ. Вӑл темиҫе кун ялти пӗр ҫыннӑн килӗ умӗнче тӑнӑ. Ку арҫынна, тракторпа пыраканскере, ҪҪХПИ ӗҫченӗсем чарнӑ. Документсене тӗрӗсленӗ чухне пакунлисем унран эрех шӑрши кӗнине туйнӑ. Тӗрӗслӗх тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Трактор кил умӗнче ларнӑ, ҫавӑн ывӑлӗ тарнӑ та унпа. Ашшӗне нимӗн те каламан вӑл — ларнӑ та Етӗрнери савни патне вӗҫтернӗ. Унӑн водитель удостоверенийӗ те пулман. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрмар районӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑм киккирикне хӗртме питӗ юратнӑ. Ӗҫлеме вара вӑл кӑмӑлламасть. Анчах халӗ унӑн пӗр вӑхӑт ирӗксӗрех тар тӑкма тивӗ. Урам тирпейлеттерме тата хӑтлӑх кӗрттерме суд йышӑннӑ. Кахалсене ирӗксӗр вӑй хуртарма ирӗк ҫук-ха. Айӑпа кӗрсен ҫавӑн пек йышӑну кӑларма вара пултараҫҫӗ. Вӑрмар районӗнчи паҫӑр асӑннӑ хӗрарӑм айӑпа кӗнӗ те. Пӗлтӗрхи кӗрхи пӗр кун ӳсӗр пуҫпа ҫав хӗрарӑм пӗр арҫын машинине район центрне кайма тесе кӗрсе ларнӑ. Лешӗн ларкӑчӗ хушшинче портмоне выртнине курсан хӗрарӑм йӑпӑр-япӑр пуҫтарса чикнӗ те кӑштахран анса юлнӑ. Самантрах 15 пин тенкӗлӗх пуйса тӑнӑ хӗрарӑм урапаран анса юлнӑ та юлташ-хӗрарӑмӗ патне кӗнӗ. Унтан вӗсем лавккана кайса эрех туяннӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм район центрне кайса укҫана йӑлт пӗтерсе килнӗ. Портмонене ҫухатнӑ арҫыннӑн арӑмӗ укҫана кам вӑрланине тӗшмӗртнӗ. Ара, уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ-ҫке. Вӑл унӑн упӑшки тӑр кӑнтӑрла кама лартса ҫӳренине те, 42-ри ӗҫкӗҫ-хӗрарӑм лавккана эрех туянма пынине те илтнӗ. Вӑрӑ укҫана кӑмӑлпа тавӑрса паманнине кура шар курнӑ арҫыннӑн мӑшӑрӗ йӗрке хуралҫине пӗлтернӗ. |
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре финанс пирамидине йӗркеленӗ ҫын тӗлӗшпе кӗҫех суд пулӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пирамида ҫынсене 68 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. Следстви акӑ мӗн палӑртнӑ: 2010 ҫултан пуҫласа 2014 ҫулччен Вӑрнар послокӗнче «Агросервис» ЯХПКК тата «Сельский двор» СКК потребитель кооперативӗсем ӗҫленӗ. Тӑватӑ ҫул хушшинче усламҫӑсем вырӑнти халӑхран упрамашкӑн 65 миллион тенкӗ илнӗ. Саккуна пӑхӑннине ҫирӗплетнӗ пекки туса ертӳҫӗ клиентсене процентсем кӑштах тавӑрса панӑ. Анчах кооператив кӑштахран ӗҫлеме пӑрахнӑ. 335 ҫыннӑн укҫине, кооператива хунисене, вара йӑкӑртнӑ. Халӗ ӗҫе пӑхса тухмашкӑн суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Иркутскри 20 ҫулхи хӗртен ултавҫӑсем 3 пин тенкӗ вӑрланӑ. Кун пирки IrkutskMedia пӗлтерет. Халӑх тетелӗнче хӗрӗн пӗлӗшӗ амӑшне сыватма укҫа ыйтнӑ. Ырӑ чӗреллӗ хӗр пулӑшас тенӗ, 3 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах каярах леш пӗлӗшӗн аккаунтне ҫӗмӗрни паллӑ пулнӑ. Ангараҫум МВД пресс-службинче ҫапла пӗлтернӗ: «Ку ӗҫ тӗлӗшӗпе «мошшеничество» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халь тӗпчев пырать». Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх укҫа куҫарнӑ карас номерне пирӗн республикӑра регистрациленӗ. Вӑрӑсене тытсан вӗсене 5 ҫул таран хупса лартма пултараҫҫӗ. Аса илтеретпӗр: тӗнче тетелӗнче уйрӑмах сыхӑ пулмалла. Сирӗн пата палланӑ ҫын ҫырать пулин те ку чӑн та вӑл иккенне малтан пӗлӗр — сӑмахран, ун патне телефонпа шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 20 сехет те 30 минутра Чӗмпӗр облаҫӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Аварире Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем вилнӗ: 39 ҫулти хӗрарӑм тата 6-ри хӗрача. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Hyundai Sonata урапа руле итлеттереймен, ҫул хӗррине тухса кайнӑ. Унтан вӑл Ford Focus урапапа пырса ҫапӑннӑ. Унта вара Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемье пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем иномаркӑран 6-ри хӗрачан тата 39 ҫулти хӗрарӑмӑн кӗлеткине кӑларнӑ. Вӗсем вӑйлӑ суранланнӑ, пульницӑна илсе кайнӑ чухне сывлама чарӑннӑ. Водителе тата икӗ пассажира, аманнӑскерсене, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменӗнче хоккейла вылянӑ хыҫҫӑн Герман Шашурин вилнӗ. Халӗ, следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Герман Львовича ытларикун, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, пытарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хоккеист миокард инфарктне пула сывлама чарӑннӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Пурӑннӑ пулсан Герман Шашурин кӗҫӗх, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 47 ҫул тултарӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |