Пӑтӑрмахсем
Елена Загорская тунӑ сӑн «Про Город» хаҫат редакцийӗнчен Шупашкарта пурӑнакан Марина пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн ывӑлне паян кӑнтӑр варринче троллейбусра хӗненӗ. 18-ти ҫамрӑк 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра пынӑ. Пӗр чарӑнура пӗр арҫын ача йӑтса кӗнӗ. Марина каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем кондуктор вырӑнне ларнӑ. Анчах кондуктор 18-ти ҫамрӑка вырӑн пама ыйтнӑ. Яш хирӗҫлемен — тӑнӑ. Анчах арҫын ун ҫине сиксе ӳкнӗ, ҫапма тытӑннӑ. «Наци вулавӑшӗ» чарӑнура ансан каччӑ юлташӗсене хӑйне хӗнени пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Арҫын татах сиксе ӳкнӗ, телефонне туртса илнӗ, каҫхине шӑнкӑравласан тавӑрма шантарнӑ. Яш кун хыҫҫӑн хӑйне япӑх туйнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайсан диагноз лартнӑ: пуҫ мими чӗтреннӗ. Куҫӗ кӑвак. Телефона вара арҫын сӳнтернӗ. Тухтӑрсем ку тӗслӗх пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Тӑвай районӗнчи йӗрке хуралҫисем Сиринчи тата ытти ҫӗршыври саккунлӑ мар ушкӑнсене хутшӑнма пултаракансене палӑртассипе тимлеҫҫӗ. Кун пирки унти полици ӗҫченӗсем терроризма тата экстремизма хирӗҫ тимлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Канашлӑва Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова ирттернӗ. Унта йӗрке хуралӗпе ҫыхӑннӑ ытти службӑсен яваплӑ специалисчӗсем те хутшӑннӑ, хӑйсен хӑш енӗпе ҫине тӑни пирки каласа кӑтартнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче кам епле тимленине тишкернӗ май медучрежденисенче терроризмран сыхланассипе ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Прокуратура вара шкулсенчен пӗрине ирӗклӗнех кирек кам та кӗрсе тухаяссине асӑрханӑ. «АвтоВАС» общество та терроризмран асӑрханассипе Тӑвай районӗнче ҫителӗклӗ вӑй хумаҫҫӗ иккен. Мӗнпур кӑлтӑк пирки яваплисем асӑрхаттару хучӗсем шӑрҫаласа ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Улатӑрта чиркӗве ҫаратнӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Ӑна килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланчӑк ҫын тунӑ-мӗн. Ҫакскер храм ҫывӑхӗнче тӑтӑшах укҫа ыйтса ларнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче храм пупӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пакунлисене ылтӑн тата кӗмӗл эрешсем ҫухалнине пӗлтернӗ. Вӗсене килен-ҫӳрен илсе килнӗ пулнӑ. Полици ӗҫченӗсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӑрӑ хӑйӗн хыҫҫӑн йӗр хӑварни тӳрех курӑннӑ. Преступник чиркӗве чӳречене пуртӑпа ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Анчах вӑл асӑрханмасӑр хӑйне кастарнӑ. Полицейскисен йытти йӗре шӑршласа карта патне илсе ҫитернӗ. Унтах пуртӑ тупнӑ. Ҫапла йӗрке хуралҫисем 39-ти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл вӑрланӑ япаласене ломбарда пама ӗлкӗрнӗ. Палӑртмалла: арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сӑра сакки сарлака та тем те тутарать вӑл. Тӑвай районӗнче нумаях пулматсь, ав, Тӗмен облаҫӗнчен тӑванӗ патне хӑнана килнӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. 59 ҫулти арҫын иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тӑванӗпе тата пӗр ял ҫыннисемпе кӗреке хушшинче саркаланнӑ. Тем пайлайман-ҫке эрех пӗрле ӗҫекен туссем - хӑнана пынӑ ял ҫынни тӑвансемпе хирӗҫсе каять те хӗнеме пуҫлать. Тӗменрен килнӗ хӑна ҫӗҫӗ ярса илет те икӗ хутчен сулса ярать. Ҫапӑҫӑва пуҫарни ҫийӗнчех вилсе каять. Хӑйсене хӳтӗлес тесе алла ҫӗҫӗ тытнӑ арҫына суд нумаях пулмасть ҫирӗп режимлӑ колоние сакӑр ҫуллӑха хупма йышӑннӑ тесе пӗлтерет Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова. Суд хыҫҫӑн вунӑ кун ҫитейменнине кура приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Йӗпреҫ районӗнчи культура учрежденийӗсенчен пӗрне ертсе пыракан ҫынна нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. 2013 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче вӑл хӑй ӗҫлекен учреждение район администрацийӗнче самай пысӑк пукан йышӑнакан тӳре-шаран иккӗмӗш сыпӑкри тӑванне илнӗ. «Хӗрарӑм культура учрежденийӗнче тӑрӑшмассине пӗлсе тӑрсах», — уҫӑмлатрӗҫ Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче. Тӳре-шара тӑванне муниципалитет предприятийӗн пуҫлӑхӗ хӑйне тӗкӗ паракан пултӑр тесе ӗҫе илнӗҫи тунӑ-мӗн. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет. 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗчченех тӳре-шара тӑванӗ хыснаран укҫа илсе пурӑннӑ. Ҫулталӑк ҫурӑра унӑн кӗсйине 83 пин тенкӗ ытларах кӗнӗ. Ӗҫлемен ҫыннах укҫа тӳлесе пурӑннӑшӑн пуҫлӑха 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Икӗ кун каялла Улатӑр хулинче 22 ҫулти Николай Карташова хупах умӗнче вӗлернӗ. Ҫамрӑкскер ҫӗҫӗпе чикнине пула куҫне хупнӑ. Ӑна вӗлерме пултарнӑ 19-ти каччӑна арестленӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫамрӑк ҫапӑҫса кайнӑ. Кӗҫӗнреххи аслине ҫӗҫӗпе 10 хут чикнӗ. Паян, нарӑсан 27-мӗшӗнче, Николая юлашки ҫула ӑсатнӑ. Унпа сывпуллашма ҫын нумай килнӗ. Уйрӑмах ҫамрӑксем чылаййӑн пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Фотоаппарат туянасшӑн пулнӑ вӑл. Анчах ун вырӑнне вӑл ҫурӑк валашка умӗнче ларса юлнӑ. Кун пирки арҫын полицие нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗнче 50 пин тенкӗ ытла фотоаппарат сутнине курнӑ вӑл. Унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравлсан сутуҫӑпа калаҫса татӑлнӑ та 56 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ. Фотоаппарата почтӑпа ярса пама шантарнӑ. Посылка килнӗ-ха. Анчах курупкара чаплӑ фотоаппарат вырӑнне кивӗ кӗнекесем выртнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Полицейскисем ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Светлана Павлова тунӑ сӑн Патӑрьелти темиҫе хваттерте электроэнергие пула йӑла техники ҫунса кайнӑ. Ку Туслӑх урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Светлана Павлова каланӑ тӑрӑх, яваплӑха никам та хӑйӗн ҫине илесшӗн мар. Вӗсем амӑшӗн хваттерӗнче нумаях пулмасть юсав ирттернӗ, йӑла техникине ҫӗнетнӗ. Электроэнерги япӑх ӗҫленине пула вӗсен кӗпе-йӗм ҫумалли машина, шыв ӑшӑтмалли хатӗр, компьютер ҫунса кайнӑ. Юрать, газ котелне сӳнтерме ӗлкӗрнӗ. Кӳршисен электропралук та ав ирӗлме тытӑннӑ. Ҫынсем управляющи компанирен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах никам та яваплӑха хӑйӗн ҫине илмен. Светлана парӑнасшӑн мар, ӗҫе вӗҫнех ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Куславкка районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын налук тӳлессинчен пӑрӑнма хӑтланнӑ. Укҫана вӑл Шупашкар районӗнче ҫӗрсем сутса тунӑ. 2012–2014 ҫулсенче хастар ҫав этем пурӗ 22 лаптӑк 31 миллион ытла тенкӗлӗх сутса янӑ. Анчах деклараци тӑратнӑ чух ҫӗр лаптӑкӗ сутнине усламҫӑ-арҫын кӑтартмасӑр хӑварнӑ. Декларацие кирлӗ пек тӑратманнине кура вӑл 4 миллион тенкӗ ытла налук тӳлемесӗр юлнӑ. Налука пытарма хӑтланнӑ ҫын тӗлӗшпе халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем ыйтнипе суд арҫыннӑн «Cadillac GMT 166 SRX» ятлӑ автомобильне арестлеме йышӑннӑ. 2012 ҫулта кӑларнӑ ҫав урапана 1,5 миллиона яхӑн тӑрать. Сӑмах май каласан, налука тата пенине арҫын хӑй кӑмӑлӗпе йӑлтах тӳлесе татсан пуҫиле ӗҫе чарса лартма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен саккун ун пек тума ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Федор Волков Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт савучӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Федор Волков тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле черетлӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх пуканӗнче ларнӑ чух хайхи йӑрӑ чӑваш хушма хакран илекен налукпа 2012 ҫулшӑн деклараци тӑратнӑ чух налук вычечӗ шутне суя сведени кӗртнӗ. Унта вӑл туянман япалана туяннӑҫи кӑтартнӑ, ҫавна май ытлашши тӳленӗ налука тавӑрса пама ыйтса тепӗр ҫулхи нарӑсра заявлени ҫырса панӑ та 2,8 миллион тенкӗ каялла илнӗ. Маларах Федор Волков тӗлӗшпе пуҫиле тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Ун чухне йӗрке хуралҫисем савут пуҫлӑхӗ 18,6 миллион ытла тенкӗлӗх налук тӳлемен тесе шухӑшланӑ. Халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле икӗ ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |