Мускавра Чӑваш Енре ҫуралнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм хӑрушла вилӗмпе пурнӑҫпа сывпуллашнӑ. 30 ҫултискере чӗрӗллех чӗртсе ҫунтарнӑ.
Ку пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑма Ленинград проспектӗнчен пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Москва» хула хыпарӗсен агентствин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер эрех-сӑрапа айкашнӑ. Ку инкек юлташӗсемпе пӗрле эрех ӗҫнӗ чухне пулнӑ. Тахӑш самантра пирӗн ентеш хальлӗхе палӑртман сӑлтава пула ҫунма тытӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пульницӑра вилнӗ.
Пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пирус чӗртме тӑнӑ та ҫӳҫне тивертнӗ. Анчах полици пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисен шухӑшӗпе, хӗрарӑма бензин сапса чӗртсе янӑ. Ҫав ҫынна халӗ шыраҫҫӗ.
Ярмат // 3098.40.2618
2017.07.24 21:12 | |
Хыпара вуланӑ хыҫҫӑн тӳрех Денис Гордеевӑн "Ҫич ҫунатлӑ курак" повеҫӗ аса килчӗ... |