Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Мускаври хваттерте чӑваш хӗрне читлӗхри пек усранӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 11.04.2017 20:46 | 1378 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Чӑваш Енри хӗре Мускаври хваттерте читлӗхри пек усранӑ. Мускавра ҫуралса ӳснӗ арҫын ӑна унтан кӑларса яман. Арҫын чӑваш хӗрне пӗрмай мӑшкӑлланӑ. Кун пирки www.mskagency.ru порталта пӗлтернӗ.

Чӑваш Енрен Мускава кайнӑ 20 ҫулти хӗре Мускаври пӗр пульницӑн нейрохирурги уйрӑмне илсе килнӗ. Унӑн пуҫӗ суранланни, пуҫ мими чӗтренни паллӑ. Кӗлетки ҫинче пӗҫертнӗ, каснӑ вырӑнсем пулнӑ.

Хӗр каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа акан пуҫламӑшӗччен ӑна Мускавра пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 26-ри арҫын хваттерте усранӑ. Вӑл хӗре мӑшкӑлланӑ вӑхӑтра вӑйлӑ витӗм кӳрекен препаратсем ӗҫтернӗ.

Полицисем ҫав арҫынна хваттерӗнче тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

#Раҫҫейре, #Мускав, #полици, #пульницӑсем, #ҫамрӑксем, #пӑтӑрмахсем, #чуралӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41017
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӳкнӗ самолетра чӑваш режиссерӗ пулнӑ
2016, 12, 26
Самолетра ЧПУ студенчӗ те пулнӑ
2016, 12, 26
Аварире чӗрӗ юлнӑ арҫын нимӗн те астумасть
2017, 02, 02
Мускаври тоннель ишӗлсе ансан чӑваш арӗ вилнӗ
2017, 03, 02
17-ри хӗр инспектора ҫӳҫӗнчен лӑсканӑ
2017, 03, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org