Пӑтӑрмахсем
Ҫурлан 20-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет те 30 минутра Тӑвай районӗнче Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче икӗ урапа (автомобиль) ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗринче Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Тӑвай районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти каччӑ транспорта правасӑр ларнӑ. Ҫак документсӑр 18 уйӑхлӑха вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тӑрса юлнӑ. Ҫул ҫинче вӑл хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «ВАЗ-2112» автомобильпе ҫапӑннӑ. Унта руль умӗнче Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, 53 ҫултискер, пулнӑ. 53-ри арҫынна реанимацие илсе ҫитернӗ, анчах вӑл операци вӑхӑтӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Тин кӑна Шупашкарта 2-ри ача 9-мӗш хутри чӳречерен ӳксе вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Тепӗр кунхинех, ҫурлан 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта инкек пулнӑ. Женя Крутова урамӗнчи пӗр ҫуртӑн 7-мӗш хутӗнчен 5 ҫулти хӗрача тухса ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача кухньӑра пӗччен пулнӑ. Чӳрече янахӗ ҫине юнашар ларакан пуканпа усӑ курса хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ йывӑрӑша чӑтайман. Кӑҫал ҫулла тӑватӑ ача чӳречерен ӳксе вилнӗ. Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче 4-ри хӗрача 6-мӗш хутран ӳкнӗ. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 1,5 ҫулти хӗрача 10-мӗш хутран ӳкнӗ. Тепрӗр инкек ҫурлан 17-мӗшӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкек вырӑнӗ Паян Шупашкарта краҫҫынлӑ цистерна тӳнсе кайнӑ. Груз турттаракан пуйӑс Шупашкарти Гремячево текен район тӗлӗнче КамАЗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Инкекӗ паян ирхи 9 сехет те 50 минутра пулнӑ. Цистернӑсенчен пӗри рельс ҫинчен тухса кайса тӳнсе кайнӑ, унтан краҫҫын юхса тухнӑ. Анчах нумаях мар. Пӗр 100 литр пек теҫҫӗ. КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Краҫҫын юхса тухнӑ вырӑна ятарлӑ хатӗрпе ҫийӗнчех сиенсӗрлетнӗ иккен, ҫавна май вӑл чӗрӗлсе каяс хӑрушлӑх ҫук. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеке лекнӗ машинӑсенчен пӗри Пӑтӑрмах пирки ҫыракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ахаль те нумай та, ҫапах та ку ӗҫ шӑв-шав ҫуратнисен шутне кӗнӗ май ун пирки асӑнмасӑр иртеймӗпӗр. Инкекӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗ патӗнче пулса иртнӗччӗ. «Мерседес» урапапа (машинӑпа) пыракан 27 ҫулти Шупашкар хула ҫынни хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухса пӗр ҫемье ларса пыракан урапапа тӑрӑннӑччӗ. Инкекре упӑшкипе арӑмӗ вилнӗ, вӗсен икӗ ачи пульницӑна лекнӗ. Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче суд пулса иртнӗ. Инкеке лектернӗ арҫынна хупса хуман пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче ун чухне шӑв-шав та ҫӗкленнӗччӗ темелле. Ӗнер вара ку ӗҫпе тепӗр хутчен суд пулса иртнӗ. Тӗпчев пынӑ вӑхӑтра арҫынна хупма йышӑнман пирки район прокуратурин республикӑн Аслӑ судне аппеляци представленийӗпе ҫитме тивнӗ. Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьепе пырса ҫапӑннӑ арҫын суда пыман пирки икӗ хутчен суд ларӑвне куҫарма тивнӗ. Сӑмах май каласан, 27-ри водитель руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ҫул-йӗр правилине вӑл унччен те пӑснӑ пирки ӑна маларах та явап тыттарнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫурлан 17-мӗшӗнче Шупашкарта каллех инкек пулнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫурт чӳречинчен тепӗр ача ӳкнӗ. Пӑтӑрмах Шумилов урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ иккӗри ывӑлне асламӑшӗпе хӑварса лавккана тухнӑ. Асламӑшӗ ачана тӗпелте хӑварса тепӗр пӳлӗме кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Асламӑшӗ кухньӑна таврӑнсан мӑнукне тупайман, чӳрече ҫинчи москитлӑ сетка та пулман. Хӗрарӑм мӑнукне ҫӗр ҫинче тупсан васкавлӑ медпулӑшӑва чӗннӗ. Анчах ачана ҫӑлма май килмен — вӑл пульницӑра вилсе кайнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ача пӗчӗк сӗтел-пуканпа усӑ курса чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ йывӑрӑша чӑтман. Халӗ следстви пырать. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫурлан 14-мӗшӗнче Куславккара темиҫе кун каялла ҫухалнӑ 11 ҫулти хӗрача виллине тупнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна вӗлернӗ. Ҫак ӗҫе Тутар Республикинче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 11 ҫулти хӗрача ҫурлан 12-мӗшӗнче ирхине шкула практикӑна кайнӑ. 11 сехет тӗлнелле вӑл килелле утнӑ. Анчах килтисем ӑна кӗтсе илеймен. Халӗ тӗпчев пырать. 52 ҫулти арҫын следователе тискерле ӗҫ пирки каласа кӑтартнӑ. Халӗ ӑна арестлес ыйтӑва татса параҫҫӗ. Судпа медицина экспертизине тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Авари вырӑнӗ Паян 14:50 сехетре «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» А-151 федераци ҫулӗн 5-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. 6 ҫулти арҫын ача вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Волга» ВАЗ-2113 маркӑллӑ урапана хӑваласа иртсе кайнӑ та тӑрук чарӑннӑ. «Лада» водителӗ чухласа ӗлкӗреймен. Ӑна хыҫалта пыракан «Volvo» грузовик пырса тӑрӑннӑ. Ҫапла майпа «Ладӑна» икӗ урапа хӗстернӗ. 6-ри ача «Ладӑра» пулнӑ. Унти тепӗр виҫӗ ҫын суранланнӑ. Хальлӗхе тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шел те, Шупашкарти 40 ҫулти арҫын Шупашкар районӗнчи Етӗрнекассинче пурӑнакан ашшӗ-амӑшне савӑнтармах тӑрӑшман. Ҫу уйӑхӗн пӗр кунӗнче вӑл, ӳсӗрскер, киле пырсах ҫапӑҫса тухса кайнӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшӗпе арҫын виҫӗ преступлени тунӑ тесе пӗлтерчӗҫ Шупашкар район прокуратуринче: хӗненӗ, сывлӑха вӑтам йывӑрлӑхлӑ сиен кӳнӗ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫме пуҫланӑскер амӑшне вут пуленккипе персе унӑн чӗркуҫҫине ыратарнӑ, ашшӗ енне мрамор татӑкӗ илсе ывӑтнӑ, анчах лешӗ пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ. Ашшӗне вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ май «Эпӗ сана вӗлеретӗп. Сирӗн вырӑн ҫӑва ҫинче!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Ашшӗпе-амӑшне сӗрӗмпе вилетӗр тесе те хӑратнӑ. Унтан тӗпелтен вӑл ашшӗне пуҫӗнчен тата кӑкӑрӗнчен чышкӑпа янлаттарнӑ. Алӑри хутаҫӗпе (унта апат-ҫимӗҫ тата эрех кӗленчи пулнӑ) те ҫапса панӑ вӑл пуҫран. Кун хыҫҫӑн ашшӗ урайне йӑтӑнса аннӑ. Ывӑлӗ ашшӗне «тӑн кӗртнӗ» хушӑра амӑшӗ йӗрке хуралҫисене чӗнме ӗлкӗрнӗ. Лешсем пырса кӗрсе ҫапӑҫакана лӑплантарнӑ, ватӑ ҫынна пульницӑна ӑсатнӑ. Судра хӗрӗхри арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман, ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем микроавтубуспа пыракан водителе документсене тӗрӗслеме чарнӑ та… Лешӗн руль умне лармалли права та пулман иккен. Унӑн правине унччен маларах туртса илнӗ-мӗн. Анчах арҫын пурпӗрех руль умне ларнӑ. Ҫавна май унӑн административлӑ явап тытма тивнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн ҫакнашкал административлӑ явапа тытакансене 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле, 15 талӑклӑха ирӗксӗр хӑвармалла е 100-200 сехет ӗҫлеттермелле. Шупашкарти Ленин районӗн миравай тӳри ҫак арҫынна 100 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Йӗркене пӑснӑ арҫынна хулари пӗр управляющи компанине янӑ. Унта вӑл урамсене, картишсене тирпейлӗ, урам шӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер каҫхине Муркаш районӗнче пурӑнакан пиллӗк ҫулхи хӗрачана аслати ҫапнӑ. Унпа ашшӗ ял пуҫӗнчи пӗвене пулӑ тытма кайнӑ иккен. Ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра хӗрача ашшӗн машининче ларнӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр иртсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑл салонтан тухса ашшӗ патне утнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна аслати ҫапнӑ. Халӗ ку факта тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн ертӳҫин пулӑшуҫи Олег Дмитриев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |