Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен машини инкеке лекнӗ. Авари ирхи 6 сехет те 20 минут тӗлӗнче «Шупашкар— Сӑр» ҫул ҫинче пулнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗ тытса пыракан «Лада Приора» ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче инспекторсем иккӗн пулнӑ. Вӗсем, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, патруле тухнӑ. Хирӗҫ ҫул ҫинче машина «ГАЗель-2705» автомобильпе ҫапӑннӑ. Водительсене тата «ГАЗельте» ларса пынӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫакӑн пирки министерствӑн пресс-служби хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |