Елчӗкре нумаях пулмасть харӑсах икӗ ҫурта сутса янӑ. Вӗсенчен пӗри — 1034,4 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнакан автопарк ҫурчӗ, тепри — 211,6 тӑваткал метр йышӑнакан тӗтӗмлемелли цех. Ҫуртсемпе пӗрлех, паллах, вӗсем йышӑнакан тата йӗри-тавралли ҫӗр лаптӑкне те.
Автопарка пурӗ пиллӗкӗн куҫ хывнӑ пулнӑ иккен: В.П. Петрушкин, «РАЯФ» тулли мар яваплӑ общество, Б.В. Крылов усламҫӑ, Д.Р. Абулханова тата А.Н. Чернов. Аукциона хутшӑнма вӗсем кашниех заявка тӑратнӑ, анчах юлашкинчен асӑннине унта хутшӑнтарман. Район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта мӗншӗнне ӑнлантарман-ха. Ахӑртнех, кирлӗ документсене йӗркеллӗ тӑратса ҫитермен-тӗр. Асӑннӑ пурлӑхшӑн 2 миллион та 254 пин тенкӗ сӗннӗ В.П. Петрушин аукционта ҫӗнтернӗ.
Тӗтӗмлемелли цеха туянас текенсем те пиллӗкӗн тупӑннӑ. Вӗсен шутӗнче маларах асӑннӑ аукциона хутшӑннӑ «РАЯФ» тулли мар яваплӑ общество тата Д.Р. Абулханова та пулнӑ. Кунсӑр пуҫне П.И. Разумов, Г.В. Кудрин тата Г.З. Адюков туянас тенӗ. Пуринчен пысӑк хак — 523,5 пин — сӗнсе П.И. Разумов ҫӗнтернӗ.