Чӑваш полицейскийӗсем преступленисен серине кам тунине уҫӑмлатнӑ. Вӗсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫине-ҫинех пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗнче Улатӑр хулинче ҫынсене улталанӑ тӗслӗхсене шута илнӗ. Палламанскер ҫынсем патне шӑнкӑравланӑ та вӗсен тӑванӗ ҫул ҫинче инкеке лекни пирки пӗлтернӗ. Лешне пӑтӑрмахран кӑларас тесен укҫа кирлӗ-мӗн.
Ку вӑлтана пурте ҫакланман. Ҫапах палламан арҫынна ӗненекенсем тупӑннӑ. Оперативлӑ шырав ирттерсен ултавҫӑ кам пулни ҫиеле тухнӑ. Вӑл – 34 ҫулти арҫын, Самар облаҫӗнчи колонире ларать. Ҫакскер 24 ҫынна улталани пирки каласа кӑтартнӑ.