Пӑтӑрмахсем
Вӑрӑ-хурахран асӑрханулллӑ пулмалла та… Ҫӗмӗрлере пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн хваттерне ҫаратасса шухӑшламан та ахӑртнех, ҫавӑнпа ҫӑраҫҫине алӑк умӗнчи кавир айнех хурса хӑварнӑ. Кукӑр алӑллӑскершӗн ку питех те меллӗ пулнӑ ӗнтӗ. Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫав хӗрарӑм йӗрке хуралне ҫитнӗ, хваттерне ҫаратнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫӑраҫҫине кашнинчех кавир айӗнче 5-мӗш класа ҫӳрекен ывӑлӗ валли хӑварнӑ-мӗн. Тӗлӗнмелле те, хӗрарӑм ҫӑраҫҫине ҫапла майпа пытарни арҫын ачана парса янинчен шанчӑклӑрах тесе шухӑшланӑ. Ача ӑна ҫухатасран хӑранӑ пулӗ. «Япалана лайӑх пытарас тесен чи курӑнакан вырӑна хур», — теҫҫӗ-ха та… Ҫак каларӑш пур чухне те тӳрре тухмасть ҫав. Ҫав кун ҫӑраҫҫине кавир айӗнчен ывӑлӗ мар, вӑрӑ илнӗ. Хайхискер хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ та шала кӗнӗ — питӗ меллӗ! Хӗрарӑм киле таврӑнсан алӑк уҫӑ пулнине асӑрханӑ, ҫӑраҫҫи те «вӑрттӑн» вырӑнта пулман. Хваттертен планшет, DVD-плеер тата 1 200 тенкӗ «ураланнӑ». Кил хуҫи каланӑ тӑрӑх, хурах хӑналанма та вӑтанман: салатсене ҫисе янӑ, килте хатӗрленӗ хӗрлӗ эрехе ӗҫнӗ. Полицейскисем хваттере тӗрӗслесен вӑрӑ питӗ асӑрханса ӗҫленине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрмар районӗнчи ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторне сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе 39 ҫулти полицейски пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче руль умне правасӑр ларнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Хайхин правине ҫулталӑк ҫурӑлӑха туртса илнӗ иккен. Сӗмсӗрленнӗ водителе 15 талӑклӑха ним мар хупса хума пултарнӑ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ апла хӑтланас темен — административлӑ майпа явап тытарасси пирки хутсем ҫырасси вырӑнне 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ҫавӑн чухлӗ тӳлесен вӑл курнине курмӑш пулма шантарнӑ. Тӗрӗсрех, автомобилӗн саппас пайне сутакан лавккара хӑйӗн парӑмне ҫавӑн чухлӗлӗх тӳлесе татма сӗннӗ. Лешӗ килӗшнӗ. Маларах вара ҫав инспектор хӑйӗн тӑванне ҫур литр эрехле пулӑшнӑ. Лешӗ Тӑвайӗнче пӗр хӗрарӑма машинӑпа ҫапса хӑварнӑ пулнӑ, сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ. Тӑван тӑванах тенӗ-тӗр ҫав — явап тыттарасси пирки ӗҫ пуҫарман. Хӗрарӑм вара ҫине тӑнӑ, ҫӑхав ҫырнӑ та айӑплӑ водителе 2 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Сӗтев илекен инспектор ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Тӗлӗнмелле… Ултавҫӑсене мӗншӗн шанаҫҫӗ-ши? Тӗрӗссипе, вӗсен ҫамки ҫине «ултавҫӑ» тесе ҫырман-ха та… Пур-пӗрех. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса яни пирки кунӗн-ҫӗрӗн шавлаҫҫӗ. Ҫук вӗт, хӑшӗ-пӗри ҫаплах хӑлхана чикмест: ултавҫӑсене серепине ҫакланать. Ахӑртнех, ҫутӑ малашлӑха шанса, экстрассенс «пӑснине» сирессе ӗненсе кӗсйисенчен укҫа кӑларса хураҫҫӗ. Кӗсьери нухрата кӑна ултавҫа тыттарни — юрӗ-ха. Анчах кредит илсех… Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑмпа шӑпах ҫапла пулса тухнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ултавҫӑсене 484 пин тенкӗ панӑ. Хайхискер парапсихологи сферинчи пулӑшу пирки телекурав урлӑ пӗлнӗ, унта кӑтартнӑ телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ. Леш енче Мускаври парапсихологи центӗн ӗҫтешӗ хуравланӑ. Арҫын хӗрарӑма «тасатмалли» пирки ӗнентӗрнӗ. Лешӗ ҫак ӗҫ-пуҫа ирттермешкӗн банкра кредит пӗр хут ҫеҫ илмен. ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Палламан ҫынсене шанмалла мар, вӗсене хӑвӑр пирки пӗлтерме, банк карттин номерне калама юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти бассейнра арҫын путса вилнӗ. Инкек унӑн ывӑлӗн умӗнчех пулса иртнӗ. Ашшӗ шыв айӗнчен тухманнине кура ача инструкторсене пырса пӗлтернӗ, лешсем туртса кӑларнӑ. Васкавлӑ пулӑшу та чӗннӗ, анчах арҫынна пулӑшма май килмен. Ҫӗнӗ Шупашкарти инкеке паян правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Спорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Яковлев шучӗпе унта «ҫын факторӗ» витӗм кӳме пултарнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, путса вилнӗ арҫын шыв айӗнче ишме юратнӑ. Анчах ҫав енӗпе вӑл нимле федерацинче те тӑман. Бассейнсенче апла майпа ишме ирӗк памаҫҫӗ иккен, мӗншӗн тесен ун валли ятарлӑ инструктор кирлӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев бассейнсенче тата вӑй-хал культурипе спорт учрежденийӗсенче тепӗр хутчен инструктаж ирттерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ», — теҫҫӗ те… Чӑнах та, кама илӗртмӗ-ши вӑл? Укҫа самай нумай пулсан тата… Ҫапла, суд приставӗ чӑтса тӑрайман: ют ҫын нухратне кӗсйине чикнӗ. Патӑрьелти тӗпчев уйрӑмӗ Елчӗк районӗнчи суд приставӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑйӗн валли илнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗр ҫын хӑйӗн парӑмне татмашкӑн пристава 61 пин тенкӗ тыттарнӑ. Хӗрарӑма пысӑк ҫак укҫа астарнӑ-тӑр: кӗсйине чикнӗ. Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫине-ҫинех… Мӗн пирки тетӗр-и? Каллех пушар пирки. Хальхинче пӑтӑрмах Етӗрне районӗнче пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14.45 сехетре ҫӑлав службине пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан 58 ҫулти ҫыннӑн вите-сарайӗ ҫунма тытӑннӑ. Чи малтан вырӑнти пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем тата хур курнӑ ҫыннӑн ентешӗсем ҫитнӗ. Вӗсем хыҫҫӑн — РФ ИӖМӗн пушарнӑйӗсем. Брандмейстерсем ҫулӑма тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Пушар сарай тӑррине тата ун ҫинчи утта тӗп тунӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Пушарта 12 сысна ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм мӗн сӑлтавпа тухнӑ-ха? Электрооборудование тӗрӗс мар тунӑран. Кабельсене йӗркене пӑхӑнмасӑр вырнаҫтарнӑ, лампӑсем ҫинче плафон пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчине ҫӳренишӗн хака хӑпартни пирки ҫынсем паян митинга тухасси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула влаҫӗсем ачасем унта ҫӳремесен те укҫа тӳлеттермелле йышӑннӑ-мӗн. Апла туни саккуна пӑсни пулать тесе нумаях пулмасть суд йышӑну та кӑларнӑ. Кун пирки ӗнер республикӑн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова пресс-конференцире пӗлтернӗ. Спутник-хулара ача пахчишӗн тӳлеве пахчана 80 процент таран кайни тӑрӑх ҫирӗплетнӗ иккен. Пӗлменнисем валли кунта кӑштах ӑнлантарса пани кирлӗ-тӗр. Пӗр ача ҫулталӑкӗпех унта ҫӳреймест-ҫке: чирлесси те пулать, урӑх сӑлтава пула килте хӑварни те. Ҫавӑнпа та тӳлеве пахчана вӗҫӗм ҫӳренӗ евӗр (100 проценчӗпех) палӑртмаҫҫӗ. Республикӑра вӑтам хак 75 процентпа йышӑннӑ теҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин йышӑнӑва ача пахчисен пуҫлӑхӗсемпе пӗр шухӑшлӑ йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен ертӳҫисем ашшӗ-амӑшне йӗркеллӗ ӑнлантарса паман учрежденисенче кӑна йышӑнӑва ӑша хывса илеймен пулать. Ача пахчине ҫӳремен вӑхӑтшӑн вара заведующисем тӳлеттермесен те пултараҫҫӗ — ҫакна вӗсен хӑйсем тӗллӗн татса памалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Красноармейски районӗнчи участокри уполномоченнӑйсен тата ҫул ҫитменнисем енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Авари кӗҫнерникун каҫхи сехет тӗлӗнче Яманак ялӗ ҫывӑхӗнчи обществӑлла чарӑнуран инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ. Аварире вилнӗ полицейски машина рулӗ умӗнче хӑй пулнӑ. Унӑн «Renault Logan» машинипе Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тытса пыракан «Mazda 6» ҫапӑннӑ. Инкекре полицейски вилнӗ, машинӑра ларса пыракансем суранланман. Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем ӗҫлени пирки Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ арҫынтан республикӑн Аслӑ сучӗ пӗр миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Юрий Ильина 2012 ҫулта Шупашкар район сучӗ улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хайхи этем вырӑнти автоҫулсене тытса тӑма тесе 9 килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫне пурнӑҫламан-мӗн. Ҫапла вара хыснаран уйӑрнӑ 1 миллиона яхӑн укҫа йӗп пек ҫухалнӑ. Тӗрӗсрех, пуҫлӑх кӗсйине кӗрсе ӳкнӗ пулать. Район сучӗ ӑна 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кӑштахран район прокурорӗ хыснана кӳнӗ тӑкака шыраса илме тавӑҫпа суда тухнӑ. Анчах район сучӗ ыйтнине тивӗҫтерме ҫителӗклӗ ӗнентерсе паман тесе тавӑҫа татса паман. Ун хыҫҫӑн район прокуратури республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара маларах асӑннӑ укҫана шыраса илмелле тунӑ. Юрий Ильина илес пулсан вӑл тӑрӑшнипе Шоркка арманӗсенчен пӗрине юсанине те асӑнса хӑварас пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Йӗплӗ ҫӑкӑр татӑкӗ / «ПроГород» хаҫатран Кӑлпассирен, чӑкӑтран, ытти ҫимӗҫрен тем те пӗр тухни пирки ҫынсем каласа кӑтартнине илтнӗ-ха, анчах кунашкаллине… Ҫак кунсенче Шупашкарта пурӑнакан Мария Анисимова Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр лавккара ҫӑкӑр туяннӑ. Хӗрарӑм киле ҫитсен хӑйӗн пысӑк ҫемйипе сӗтел хушшине ларнӑ. Анчах апатланӑва… йӗп татнӑ. — Ҫӑкӑрӑн ҫак тӗсӗ — пирӗншӗн чи юратни. Ҫакнашкаллине иккӗмӗш ҫул туянатпӑр ӗнтӗ. Ҫав кун ҫӑкӑра касрӑм та унӑн ӑшӗнче темӗскер ҫутатнине асӑрхарӑм. Лайӑхрах сӑнарӑм та ҫав япала тутӑхнӑ йӗп пулнине ӑнлантӑм. Вӑл унта мӗнле лекнине ӑнланмастӑп. Тен, савутра ҫӑнӑха аламан, — каласа кӑтартнӑ Мария. Кӑштахран йӗплӗ ҫӑкӑра савута каялла илсе кайнӑ. Унта лешсем те ку япаларан тӗлӗннӗ. — Экспертиза ирттерӗпӗр. Тен, йӗппе ырӑ мар сунакансем ҫӑкӑр ӑшне хума пултарнӑ, мӗншӗн тесен производствӑра кун пеккипе усӑ курмастпӑр. Мӗн пур уйрӑмра тӗрӗслӗпӗр. Пирӗн комисси кашни бригадӑпа калаҫӗ. Пӗр эрнерен пӗтӗмпех ҫиеле тухӗ, — тенӗ ҫӑкӑр савутӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |