Пӑтӑрмахсем
![]() «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществи ҫӗр лаптӑкне чӑх каяшӗпе вараланӑ-мӗн. Лаптӑк пӗчӗкех мар. Ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли 20 гектар каяшпа вараланнӑ. Ҫакна Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ. Административлӑ тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, 20 гектар лаптӑк чӑх каяшне пула йывӑр металлсемпе «пуянланнӑ». Ҫакна тӑпра тӗслӗхӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн палӑртнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, организацин ҫав лаптӑка рекультивацилемелле тата лаптӑка йӗркене кӗртмелле. Шупашкар районӗн сучӗ «Чӑваш бройлерне» ҫӗре биологи рекультивацийӗ тутарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑра Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пысӑк инкек пулни пирки калаҫма тытӑннӑ. Чӑнах та пысӑк хурлӑх-мӗн. Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ ку. Районти пӗр ялта пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӗлӗшпе «Тин ҫуралнӑ ачана амӑшӗ вӗлернӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав хӗрарӑм 18-та ҫеҫ. Кун пирки йӗрке хуралӗсем паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑма, 1996 ҫулта ҫуралнӑскере, тин ҫуралнӑ ачине вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Вӑл пӗчӗкскере вӗлернӗ те хӑйсен пахчинче шӑтӑк чавса чикнӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе оперативлӑ следстви мероприятийӗ пырать. Ача виллине айӑпланакан ҫамрӑк хӗрарӑмӑн пахчинче тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫынсене Раҫҫей ялавӗллӗ мисс тарӑхтарнӑ. Тӗнче тетелӗнче ларакансем 2015 ҫулта Раҫҫей мисӗ ята тивӗҫнӗ пике Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ платьепе сӑн ӳкерӗннишӗн кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ. Ҫӗршыв шайӗнче чипер пике ята тивӗҫнӗ скерӗн хыҫӗнче те ялав вӗлкӗшет иккен. София Никитчук сӑн ӳкерчӗкне «Стольник» журналӑн ҫу уйӑхӗнче кун ҫути крунӑ номерӗнчи хуплашки ҫине вырнаҫтарнӑ. Фотона пӑхсан хӗр ялавпа пӗркенсе тӑрать-и е платье пусми ҫавӑн пек-и — калама йывӑртарах-мӗн. Кун пек сӑн ӳкерӗнни килӗшӳсӗр тесе тарӑхнӑ халӑх тетелӗнче сӑн ӳкерчӗке сӳтсе явакансем. Ҫитменнине, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн кун пек хӑтланни пушшех те килӗшӳсӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен вӗсем. Патшалӑх элемӗнчен кулни вырӑнне йышӑннисен кӑмӑл-туйӑмне ӑнланма пулать ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗр ҫинче тем тӗрлӗ ҫын та пур ҫав. Халӗ эпир каласа кӑтартас тенӗ тӗслӗх ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть темелле. Пӗрле ӗҫнӗ, кайран хирӗҫсе кайнӑ, унтан вӗлересси патнех ҫитнӗ. Инкекӗ Канаш хулинче ҫу уйӑхӗн 1-мӗш ккаҫхине пулса иртнӗ. 23-ри каччӑ паллаканнипе пӗрле киккирикне самай хӗртнӗ хыҫҫӑн иккӗш тем пайлайман-ҫке — тавлашмалли тупӑннӑ. Сӑмах ҫине сӑмах-тӑр. Каччӑ хӑйне кӳрентерекен килне ӑна тавӑрас шутпа вӗҫтернӗ. Лешӗн хваттер алӑкӗ тата уҫӑ пулнӑ. Тӗттӗм ҫӗре кӗрсе тӑрать те вырӑн ҫинче ҫын ҫывӑрнине асӑрхать. Хӑйне тарӑхтарнӑ тусӗ пуль тесе хайхискер лӑпкӑн тӗлӗрекен арҫынна темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикет. Анчах вӑл урӑх ҫын пулнӑ иккен, кӳрентерекенӗн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ. Ҫынна вӗлерекен каччӑ пирки халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Урӑх ҫынна йӑнӑшпа вӗлерни яваплӑхран хӑтараяс ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Вӑрмарта пурӑнакан арҫын михӗ тупнӑ. Пушши мар. Унта… пӑшал пулнӑ-мӗн. 56 ҫулти арҫын тӗлӗнмелле миххе тупнӑ хыҫҫӑн полицие ҫитнӗ те кун пирки пӗлтернӗ. Ӑна вӑл хӑйӗн хуралтисем ҫывӑхӗнче тупнӑ-мӗн. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын Вӑрмар поселокӗ хӗрринчи сарай патӗнче тирпейленӗ чухне туратсем айӗнче михӗ асӑрханӑ. Унта пневматика винтовкисем пулнӑ. Йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем халӗ винтовкӑсем ӑҫтан унта лекнине тӗпчеҫҫӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юрий Моисеев Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юрий Моисеевпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухмалла. Ӑна, аса илтеретпӗр, сӗтев илнӗ тесе 11,5 ҫуллӑха хупса хунӑ, 280 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Моисеевӑн ваккачӗ Алексей Максимов экс-пуҫлӑх пайта илес тесе ӗҫ вырӑнӗпе ӳстерсе усӑ курнине хирӗҫлемест иккен, анчах сӗтев илме тапӑннине шухӑшласа кӑларнӑ япала тата сӗмсӗрлӗх тесе хаклать-мӗн. Ваккат шучӗпе Моисеев ӗҫӗнче «айӑплава ҫирӗплетекен обстоятельствӑсене тӗрӗс мар ҫирӗплетнӗ». Укҫа сӗннӗ усламҫӑна Моисеев епле пулӑшни е унӑн мӗнле ыйтӑвне татни пирки айӑплав енӗ ҫирӗплетсе паман тесе калать-мӗн Моисеевӑн хӳтӗлевҫи. Мӗнех, паян Моисеев ӗҫне тепӗр хут пӑхса тухӗҫ. Унта епле йышӑнасси пирки хальлӗхе калама хӗн, тӗшмӗртесси кӑна юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Леонтьев Ҫӗрпӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Ленотьев ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа кӗсьене чикнӗ тата ӗҫ вырӑнӗпе ӳстерсе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫлӑх муниципалитет служащийӗсене укҫа-тенкӗ енчен тытса тӑрасси ҫинчен калакан нормативлӑ актсене пӑснӑ пулать. Вӑл хӑйне тата хӑйне пӑхӑнакан тӑватӑ ӗҫчене 35 пин тенкӗ преми памалла тунӑ. Анчах кун пек йышӑну кӑларма унӑн ниепле те ирӗк пулман иккен, мӗншӗн тесен укҫан хавхалантарассине ӗҫ укҫипе ахаль те пӑхса хӑварнӑ-мӗн те, лешсене те ахаль те параҫҫӗ иккен. Хушма преми парса хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хыснана 35 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта оперӑпа балет театрӗнчен инҫех мар пӑтӑрмах пулнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Таланов Мускав проспекчӗпе урапапа пынӑ. Унта вӑл юраман ҫӗрте сулахаялла пӑрӑннӑ та транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Ҫапла депутат урапана пырса тӑрӑннӑ. Лешӗн водительне, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, «халӑх тарҫи» ӳсӗр пулнӑ. Анчах вӑл медосвидетельствовани тухма хирӗҫленӗ. Константин Ишутов блогер пулни-иртнине видео ӳкернӗ. Унта депутат ҫул-йӗр правилине пӑснине тунман, анчах унта никам та суранланманнине, тепӗр водитель киле хӑйех кайнине пӗлтернӗ. Олег Таланов медосвидетельствовани тухма хирӗҫленӗ, наркологире медэкспертиза тухма шантарнӑ. Хальлӗхе пӗтӗмлетӳ ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре, Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялне хурлӑх килсе ҫапнӑ. Унта ҫулталӑкри ача ҫунса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхине амӑшӗ, 23 ҫулти хӗрарӑм, пӗчӗкскере аслӑ ывӑлӗпе вӑхӑтлӑха хӑварнӑ. Пушар мӗнрен тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн ЧР следстви управленийӗ ҫынна асӑрхамасӑр вӗлернӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнчченхи тӗрӗслев пырать. Пушар тухни пирки МЧСа 6 сехет те 12 минутра пӗлтернӗ. 6 сехет те 34 минутра пушара сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Финанс пирамидисем пирки темле асӑрхаттарсан та улталанакансем тупӑнаҫҫех. Чӑваш Енре, акӑ, тата тепӗр кредит кооперативӗ пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Маларах «Гарант-Кредит» потребитель обществи ҫакланнӑччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе иртнӗ ҫул вӗҫӗнче суда ярса панӑччӗ. Халӗ вара «ТрастКапитал» кредит потребитель кооперативӗн ертӳҫисене ҫынсене улталанӑшӑн айӑпласшӑн. Вӗсем 100 ытла ҫынна шар кӑтартнӑ. Кун пирки республикӑн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ. Тӗпчеве прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн тытӑннӑ иккен. Укҫа-тенкӗ пирамиди евӗр йӗркеленнӗ тытӑм 2014 ҫул вӗҫӗнче арканнӑ. Ҫынсенчен самай тупра пуҫтарнӑ хыҫҫӑн кооператив хуҫисем ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 20 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |