Суд приставӗнче ӗҫленӗ пӗр арҫын ют хваттере иленнӗ. Халӗ ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснӑ факт Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешекен пайӗн тата ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн пӗрлехи тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.
Суд приставӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пынӑ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Суд приставӗн уйрӑмне 2012—2013 ҫулсенче ертсе пынӑ чухне ҫав ҫын Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗнчи пӗр хваттерте пурӑнма пуҫланӑ. Вӑл коммерци фирмин пулнӑ. Лешӗ парӑма кӗрсе кайнипе ун ӗҫне суд приставӗсене панӑ. Каярах пристав хваттере хӑй амӑшӗ ячӗпе ҫыртарнӑ.