Чӑваш Енре, Улатӑр районӗнче, Daewoo Nexia машина кӗпертен ҫырмана ӳкнӗ. Салонра тӑватӑ ҫын пулнӑ. Вӗсем суранланнӑ. Аманнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Ку пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. «Энӗш» автоҫулпа пыракан машина ҫырманналла ӳкнӗ. Руль умӗнче 18 ҫулти водитель пулнӑ.
Ҫав ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Чукун ҫул урлӑ каҫакан кӗпере ҫӗнетме палӑртнӑ. Халӗ ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.