Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Пӑрачкав патӗнчи кӗпер ҫӗмрӗлнӗ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 21.07.2016 10:12 | 1568 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Пӑрачкав патӗнче вырнаҫнӑ Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче («Шупашкар» – «Сурски» ҫулӑн 143-мӗш километрӗ) ҫулӑн пӗр пайӗ ҫӗмрӗлнӗ. Деформациллӗ ҫӗвӗпе ҫыран хӗрринчи юпа ҫинчи плита катӑлнӑ. Пӑрачкав районӗ пӗлтернӗ тӑрӑх плитара вырӑн-вырӑнӗпе 10 см-ран пуҫласа 20 см таран шӑтӑксем йӗркеленнӗ.

Республика влаҫӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӗперпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тимлӗ сӑнаса тӑрать. Хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин кӗпер тӑрӑх ҫӳрессине чаракан распоряжени алӑ пуснӑ: 10 тоннӑран йывӑртарах транспорта ҫӳреме чарнӑ, ыттисене кӗперӗн пӗр пайӗпе ҫеҫ яма йышӑннӑ. Кӗпер патне пынӑ вырӑнта авари пирки пӗлтерекен паллӑсем вырнаҫтарнӑ, ятарлӑ службӑсен каҫхи дежурствине йӗркеленӗ.

«Чӑвашҫулупр» КУ директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Алексеев шантарнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах тухнӑ пайри юсав ӗҫсене ыранах пуҫлӗҫ.

Чӑваш Ен лаптӑкӗнче Сӑр урлӑ темиҫе кӗпер вырнаҫнӑ. Етӗрне патӗнче вырнаҫнӑ кӗпер те юсавра. Ӑна авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне уҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Сӑр урлӑ ҫавӑн пекех М7 урлӑ тата Улатӑр районӗнчи Явлей ялӗ патӗнчи кӗпер урлӑ каҫма пулать.

#Пӑрачкав, #Пӑрачкав районӗ, #кӗперсем, #пӑтӑрмахсем, #ҫул-йӗр, #Явлей, #Етӗрне, #юсав, #Улатӑр районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org