Пӑтӑрмахсем
![]() Красноармейски районӗнчи участокри уполномоченнӑйсен тата ҫул ҫитменнисем енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Авари кӗҫнерникун каҫхи сехет тӗлӗнче Яманак ялӗ ҫывӑхӗнчи обществӑлла чарӑнуран инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ. Аварире вилнӗ полицейски машина рулӗ умӗнче хӑй пулнӑ. Унӑн «Renault Logan» машинипе Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тытса пыракан «Mazda 6» ҫапӑннӑ. Инкекре полицейски вилнӗ, машинӑра ларса пыракансем суранланман. Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем ӗҫлени пирки Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ арҫынтан республикӑн Аслӑ сучӗ пӗр миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Юрий Ильина 2012 ҫулта Шупашкар район сучӗ улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хайхи этем вырӑнти автоҫулсене тытса тӑма тесе 9 килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫне пурнӑҫламан-мӗн. Ҫапла вара хыснаран уйӑрнӑ 1 миллиона яхӑн укҫа йӗп пек ҫухалнӑ. Тӗрӗсрех, пуҫлӑх кӗсйине кӗрсе ӳкнӗ пулать. Район сучӗ ӑна 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кӑштахран район прокурорӗ хыснана кӳнӗ тӑкака шыраса илме тавӑҫпа суда тухнӑ. Анчах район сучӗ ыйтнине тивӗҫтерме ҫителӗклӗ ӗнентерсе паман тесе тавӑҫа татса паман. Ун хыҫҫӑн район прокуратури республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара маларах асӑннӑ укҫана шыраса илмелле тунӑ. Юрий Ильина илес пулсан вӑл тӑрӑшнипе Шоркка арманӗсенчен пӗрине юсанине те асӑнса хӑварас пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗплӗ ҫӑкӑр татӑкӗ / «ПроГород» хаҫатран Кӑлпассирен, чӑкӑтран, ытти ҫимӗҫрен тем те пӗр тухни пирки ҫынсем каласа кӑтартнине илтнӗ-ха, анчах кунашкаллине… Ҫак кунсенче Шупашкарта пурӑнакан Мария Анисимова Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр лавккара ҫӑкӑр туяннӑ. Хӗрарӑм киле ҫитсен хӑйӗн пысӑк ҫемйипе сӗтел хушшине ларнӑ. Анчах апатланӑва… йӗп татнӑ. — Ҫӑкӑрӑн ҫак тӗсӗ — пирӗншӗн чи юратни. Ҫакнашкаллине иккӗмӗш ҫул туянатпӑр ӗнтӗ. Ҫав кун ҫӑкӑра касрӑм та унӑн ӑшӗнче темӗскер ҫутатнине асӑрхарӑм. Лайӑхрах сӑнарӑм та ҫав япала тутӑхнӑ йӗп пулнине ӑнлантӑм. Вӑл унта мӗнле лекнине ӑнланмастӑп. Тен, савутра ҫӑнӑха аламан, — каласа кӑтартнӑ Мария. Кӑштахран йӗплӗ ҫӑкӑра савута каялла илсе кайнӑ. Унта лешсем те ку япаларан тӗлӗннӗ. — Экспертиза ирттерӗпӗр. Тен, йӗппе ырӑ мар сунакансем ҫӑкӑр ӑшне хума пултарнӑ, мӗншӗн тесен производствӑра кун пеккипе усӑ курмастпӑр. Мӗн пур уйрӑмра тӗрӗслӗпӗр. Пирӗн комисси кашни бригадӑпа калаҫӗ. Пӗр эрнерен пӗтӗмпех ҫиеле тухӗ, — тенӗ ҫӑкӑр савутӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑра унта та кунта пушар алхасни пирки илтсен сехре хӑпать. Нарӑс уйӑхӗнче икӗ тӗслӗхре ачасем ҫунсе вилчӗҫ. Хӑрушӑ! Ҫулӑм — вӑйӑ мар ҫав. «Хӗрлӗ автан» пӗр ташлама тытӑнсан… Хальхинче пушар Канаш хулинчи пасарта пулнӑ. Телее, ку тӗслӗхре ҫын хӗн курман. Пӑтӑрмах нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 18:30 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм тимӗртен тунӑ суту-илӳ киоскӗнче алхасма пуҫланӑ. Унта кӗпе-йӗм сутӑннӑ. Пушар тухнӑ чухне хуҫи вырӑнта пулман. Пасар та хупӑннӑ ӗнтӗ. Телее, кӳршӗ киоскри сутуҫӑ ӗҫӗнчен киле часах кайман. Тӗтӗм йӑсӑрланнине курсан пушарнӑйсене чӗннӗ. Канашри пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма икӗ минутранах сӳнтернӗ, пушара юнашарти киосксене куҫма май паман. Ҫулӑм мӗн сӑлтавпа тухнине те ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Киоскра тӗн йӑли-йӗркине ирттернӗ хыҫҫӑн ҫуртана сӳнтермесӗр хӑварнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӗренме те пӑрахсах ларман-тӑр-ха уншӑн хӗр. Анчах Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче ӑс пухакан 18 ҫулти пике гардеробран ют ҫын кӗрӗкне илсе кайнӑ. Салука тесе вӑл кӗрӗкшӗн хӑйӗн студент билетне хӑварнӑ. Аслӑ шкулта вырнаҫтарнӑ видеокамерӑна пӑхнӑ та ултавҫӑ хӗре часах уйӑрса илнӗ. Вӑл унта куҫӑнсӑр майпа вӗренекен Ҫӗмӗрле хӗрӗ пулнӑ иккен. Ҫын япалине куҫ хывнӑ пикене йӗрке хуралҫисем шыранине пӗлнӗ хыҫҫӑн кӗрӗке пике каялла илсе пынӑ, гардеробра хӑварнӑ. Унта ӗҫлекен хӗрарӑм ӑна тытса чарма тӑни кӑлӑхах пулнӑ — тухса тарнӑ. Анчах тепӗртакран хӗр йӗрке хуралҫисем патне хӑйех кайнӑ. Ҫапла тума ӑна юлташ хӗрӗ хистенӗ-мӗн. Ют япалана тӗкӗннӗ хӗр пирки улталанӑшӑн тесе ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти пасарсенчен пӗринче пӗр арҫын 100 доллӑрлӑ купюрӑсемпе сутуҫӑсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Унта вӑл ҫи-пуҫ тата ура тӑхӑнмалли туяннӑ. Таваршӑн арҫын суя долларпа татӑлнӑ. Пасарти сутуҫӑсене улталакан арҫын пӑхма 35 ҫулсенче тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӳллӗшӗ 170 сантиметра яхӑн иккен. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыранӑ май арҫын мӗнле ҫи-пуҫ тӑхӑннине те ҫырса кайнӑ: тирлӗ капюшонлӑ круткӑпа, хура шӑлаварпа, хура пушмакпа пулнӑ иккен. Пуҫне хурапа шурӑ йӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ. Суя доллар тыттарса хӑварнӑ арҫынна палласа илекенсене йӗрке хуралҫисем хӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑрпӑк — вӑйӑ мар. Хамӑра та мӗн пӗчӗкрен ҫавӑн пек хӑратса ӳстернӗ. Ҫапах та пӗчӗккисем унпа вылянипе шар курнӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Юлашки тӗслӗхсенчен пӗри ӗнер Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел ялӗнче пулса иртнӗ. Ҫулӑм тухни пирки хыпар пушар хуралҫисем патне каҫхи сакӑр сехет 40 минутра ҫитнӗ. Вӑл вӑхӑтра кил хуҫи арҫынни килте пулман — инҫете ӗҫлеме тухса кайнӑ. Амӑшӗ кӳршӗсем патне, юмаха курӑнать, кайнӑ. Виҫӗ пӗчӗк ачине хӗрарӑм тӑванӗпе пӑрахса хӑварнӑ. Анчах шӑпӑрлансене пӑхма хӑварнӑ арҫын та вӗсен патӗнчех ларман. Ирӗке тухнӑ ачасем верандӑра шӑрпӑкпа выляма тытӑннӑ, хут чӗртсе янӑ. Ҫулӑма курсан хӑраса тарса пӗтнӗ. Ҫӑлавҫӑсене кӳршӗсем чӗнсе илнӗ. Шӑнкӑрав хыҫҫӑн 5 минутра вырӑна персе ҫитнӗ пушар сӳнтерекенсем ҫулӑма сӳнтернӗ, йывӑҫ пӳрте ҫӑлса хӑварнӑ. Анчах веранда тата ун ҫывӑхӗнчи тепӗр ҫурт кӗлленме ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнчи Шӑхасан ҫынни хӑйӗн ялӗнче ҫуп-ҫап купи пирки телекурав урлӑ пӗлтернӗшӗн патак ҫинӗ. Сахалах мар лекнӗ — управляющи компани директорӗ хӗненине пула пульницӑра выртма тивет. Ӗҫ-пуҫ, «Чӑваш Ен» телекурав каласа панӑ тӑрӑх, уйӑх каялла ялти ҫӳп-ҫап пирки хыпарланипе ҫыхӑннӑ. Шӑхасанта тирпейсӗрлӗх хуҫаланни пирки Вениамин Алексеев каласа панӑ. Ку вара ҫӳп-ҫапа тирпейлессишӗн яваплӑ компанин директорне Иванов Сергей Львовича килӗшмен — урамра тӗл пулнӑ хыҫҫӑн ним сӑмах чӗнмесӗр хӗнеме тапратнӑ тет. Киле таврӑнсан Вениамин Вениаминович хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ, тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх унӑн пуҫ мимине кисретнӗ, айӑк пӗрчине хуҫнӑ. Пульница лекнӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем ШӖМ ӗҫченӗсене хыпарланӑ, ҫапла пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ пулать. Ҫӳп-ҫап купине илес пулсан — ӗҫ тапраннӑ пулас, ҫуртсем умӗнчине тасатнӑ, котельнӑй тата ытти хӑш-пӗр вырӑнтине хальлӗхе тӗкӗнмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче йӗрке хуралне Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи пӗр ҫуртра ватӑ ҫын виллине тупнине пӗлтернӗ. Кинемей 1927 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслев материалӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кинмей пӗччен пурӑннӑ. Хваттершӗн тӳлемелли коммуналлӑ тӑкаксем пухӑннӑран Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ватӑскерӗн алӑкне ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Хваттере кӗрсен хуҫин виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа велернин йӗрӗ ҫук. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн килӗнче 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна ун ҫумӗнче тупнӑ транспортпа ҫӳремелли билет тата лавккаран туяннӑ сӗт хутаҫӗ ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта унӑн вилли унтах выртнӑ. Халӗ ӗҫ тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хулинче пӗр усламҫӑна суд пиллӗк ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма тата 1 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Айӑплава арҫын ҫынсене ҫурт-йӗрсӗр тӑратса хӑварнӑшӑн тивӗҫнӗ. Хӑйӗн хура ӗҫне вӑл эрех ӗҫме юратакансене хаяр шӗвекпе хӑналанӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ теҫҫӗ. «Хура» риелтор 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пӗр арҫынна ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ хыҫҫӑн хӑйне 800 пин тенкӗпе хваттер сутса яма, укҫана илни ҫинчен хут ҫырма ӳкӗте кӗртнӗ. Лешӗ килӗшнӗ. Туянаканни ултавҫӑн арӑмӗ пулнӑ. Тепӗр арҫынна хваттер сутни пирки килӗшӗве ӳсӗрле хайхи лешӗ ӳсӗр чухне алӑ пустарнӑ. Ҫапла иккӗн хваттерсӗр тӑрса та юлнӑ. Ултавҫӑн авӑрне лекнисен шутӗнче тепӗр арҫын та пур иккен. Кунсӑр пуҫне хваттерсене ылмаштарма шут тытнӑ икӗ хӗрарӑм та шар курнӑ. Вӗсенчен пӗри нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ, тепри 145 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. «Хура» риелтор Ҫӗмӗрле хулин админситрацийӗнче ӗҫлекен икӗ тӳре-хӗрарӑмпа та пӗр чӗлхе тупнӑ. Вӗсене сӗтев сӗнсе хайхискер хӑйӗн мӑшӑрне аукционта ҫӗнтерме пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем килӗшнӗ. Сӑмах май каласан, хайхисене суд 6 тата 5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, патшалӑх службинче ӗҫлеме чарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |