Иртнӗ канмалли кунсенче Тӑвай районӗнче инкек пулнӑ. Кивӗ Пуянкасси ялӗнче пушар тухнӑ. Унта тӳрех виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫав кун йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе «хӗрлӗ автана» сӳнтернӗ. Кӗл купи ҫинче 90 ҫулти кил хуҫин тата унӑн 60-ти тата 53 ҫулти ывӑлӗсен виллисене тупнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Халӗ следовательсем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев акӑ мӗн пӗлтернӗ: малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кил хуҫи тата ывӑлӗсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Следовательсем пушар ӑҫтан тухма пултарнине тӗпчеҫҫӗ.