Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти суту-илӳ вырӑнӗсенчен пӗринче наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем витрина ҫинче кантӑр ҫулҫине асӑрханӑ. Ун тӗлне «Cannabis» тесе ҫырса хунӑ иккен. Ку вара Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 6.13-мӗш стайине пӑснине пӗлтерет. Кантӑр наркотик йышне кӗрекен ӳсентӑран, апла тӑк ӑна рекламӑлама юрамасть. Ҫак факт пирки суд та пулса иртнӗ ӗнтӗ. Унӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн лавккана ӗҫлеме чарма йышӑннӑ. Ҫавна пурнӑҫлассипе халӗ суд приставӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Полицейски сӗтев илме хӑтланни пирки тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен ӗнер кӑна эпир хыпарланӑччӗ. Паян, акӑ, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ йӗрке хуралҫипе ҫыхӑннӑ тепӗр ӗҫ пирки пӗлтерет. Ку тӗслӗх право хуралӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫын 13 хӗрача ҫумне ҫулӑхнипе ҫыхӑннӑ. Усал ӗҫе Шупашкар районӗнчи 32-ри арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хайхи Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче кинолог-инспекторта тӑрӑшать-мӗн. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл мӑшӑрӗ опекӑна илнӗ хӗрача ҫумне ӳсӗр пуҫпа ҫулӑхнӑ имӗш. Ҫакӑн пирки хӗр пӗрчи усрав амӑшне систернӗ, лешӗ — йӗрке хуралҫисене. Ку ӗҫ пирки халӗ тӗпчев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫапах та хальлӗхе капла ҫирӗплетсе калама иртерех-ха, мӗншӗн тесен Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем капитан улталама пӑхнӑ тесе тӗпчев пуҫарса янӑ кӑна-ха. Паянхи куна ҫакӑ паллӑ темелле. Тӗпчевҫсӗем шухӑшланӑ тӑрӑх, капитан кӑҫалхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен тытӑнса раштавӑн 12-мӗшӗччен Шупашкрати пӗр усламҫӑран 135 пин тенкӗ илнӗ. Ӑна вӑл пулӑшса тата хӳтӗлесе пыма тесе сӑптӑрнӑ пулать. Укҫана черетлӗ хут илме тӑнӑ вӑхӑтра полицейские ярса илнӗ. Ҫав ҫын — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче ӗҫлекен оперуполномоченнӑй. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Выртан каска мӑкланӑ, ҫӳрен каска якалнӑ теме кӑмӑллатчӗ кукамай. Паян ку каларӑша темле йышӑнмалла ӗнтӗ?.. Ҫичӗ ҫӗре тухса каймасӑр та май ҫук теҫҫӗ те хӑшӗсем — аптӑравлӑ. Таса-сывӑ таврӑнсан тем мар-ха, анчах инкек-синкек курса ларасси те пулать-ҫке хӑш чух. Сарӑмсӑрлӑхран кунта та никам та шантарса калаймассине ӑнланатпӑр-ха, ҫапах та укҫа тума кайнӑ ҫын ют ҫӗртен тупӑкпа килни питех те кулянтарать-ҫке. Ӗнер, акӑ, Коми Республикинче вӑй хуракан арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта вӑл кранпа ӗҫленӗ. Сыктывкар хулине кӗрекен Човью текен тӑрӑхра вӑл «КомиЭкспоТрейд» компанире тӑрӑшнӑ. Инкек пирки тӗпчевҫӑсем ӗҫсыхлавӗн правилисене пӑснине пула ҫын вилнӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫӗре ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫынсем инкек курни унччен те пулкаланине аса илтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Чулхулари стройкӑра каменщик вилнӗ. Сочири Олимп стройкинчен таврӑнакан арҫынсем Пенза облаҫӗнче ҫул ҫинчи инкекре куҫ хупни те чылайӑшӗн асӗнче. Омск облаҫӗнче вӑрман касакан арҫын хурт-кӑпшанкӑ сӑхнипе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи пайӗнче ҫын вилнӗ пирки тӗпчев ирттерет. Ҫакӑн пек хыпарлать ШӖМӗн пресс-служби. Инкекӗ паян, каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче, пулнӑ иккен. Хӗрӗнкӗ арҫынна полцин пӗр пӳлӗмне тытса хупнӑ. Унта ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе илсе пынӑ иккен. Административлӑ майпа йӗркене пӑснисен пӳлӗмне илсе кӗртнӗ хыҫҫӑн кӗҫех вӑл унта ҫывӑрса кайнӑ имӗш. Каярах йӗрке хуралҫисем 41 ҫулти арҫын ҫакӑннине асӑрхаҫҫӗ. Ҫак факт пирки ШӖМ служба тӗпчевӗ ирттерет-мӗн. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби полицейскисем хӑйсене епле тытнине те хак парасси пирки ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тӑван амӑшне вӗлернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд ытла та кӑра йышӑну кӑларнӑ тесе вӑл пӗрремӗш инстанцири тӳрен йышӑнӑвне ҫӑхавласа та пӑхнӑ, анчах усси пулман. Сӑра сакки ҫаврака теҫҫӗ те ӗҫӗ ҫапларах пулса тухнӑ. Кӑҫалхи ҫулла амӑшӗпе хӗрӗ эрех ӗҫсе ларнӑ. Тем пайлайман-ҫке иккӗшӗ — кӗҫӗнни аслине хӗнесе пӗтернӗ. Кайран халат пиҫиххипе пӑвса лартнӑ. Ҫакна 31-ри хӗрарӑмӑн 8 ҫулти хӗрӗ те курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тахӑҫантанпах Ҫатракассинче вырнаҫнӑ пулнӑ. Анчах пӗринче вырӑнтисем ӑна Кашмаша куҫарма шут тытнӑ. Шухӑшпа шур пӳрт лартаймӑн теҫҫӗ те, пуҫ ватса нумай тӑман — куҫарса кайнӑ. Анчах ҫапла хӑтланнипе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗсен пӗри килӗшме пултарайман, район прокуратурине ҫӑхавланӑ. Унта вара кӗҫех тӗрӗслев пуҫарса янӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ӑҫта вырнаҫмаллине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх йӗркелессин пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ иккен. Асӑннӑ документра кун пирки вырӑнти йӑла-йӗркене тата социаллӑ инфраструктурӑна пӑхӑнса йӗркелемелли ҫинчен каланӑ. Муниципалитет пӗрлешӗвӗсене куҫармалли йӗркене пирӗн республикӑра администраципе территори йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккунта пӑхса хӑварнӑ. Куҫарас йӗркене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ сӗннипе Патшалӑх Канашӗ йышӑнать. Анчах унччен вырӑнти халӑх шухӑшне пӗлмелле. Ҫатракасси ял тӑрӑхӗ ҫак самантсене шута илмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Суд приставӗсен мӗн кӑна тума тивмест пулӗ! Хӑш чухне вӗсен чирлӗ ҫынна пульницӑна та ҫитерме лекет. Паллаканне леҫнӗ пуль-ха тетӗр-и? Ҫук ҫав. Ют ҫыннах. Суд приставӗ ӑна хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ май илсе кайнӑ. Юрӗ, йӗркипе каласа парар-ха. Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын ҫынна ерекен формӑллӑ туберкулезпа чирленӗ. Апла пулин те арҫын пульницӑна выртасшӑн пулман. Ҫавна кура ӑна прокуратура тухнӑ тавӑҫа пурнӑҫласа суд хайхине ирӗксӗр сиплеме йышӑну кӑларнӑ. Лешӗншӗн вара ик айкки те тӑвайкки тейӗн — пӗрех пульницӑна кайман. Ҫавна кура арҫынна суд приставӗ туберкулез пульницине ӑсатнӑ. Сӑмах май каласан, суд приставӗсен Калинин районӗнчи пайӗнче ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫсем тата тепӗр саккӑр выртаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку хыпара Ҫӗнӗ ҫул умӗнчхи ӑнӑҫлах мар шӳт вырӑнне йышӑнма кирлӗ мар. Вӑхӑтра штраф тӳлемесен ним те мар шӑпӑр тыттарӗҫ. Шупашкарти 22 ҫулти арҫын ҫакна ӑнланса илме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ҫамрӑк кӑҫалхи ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче административлӑ саккуна пурӗ тӑватӑ хутчен пӑснӑ. Штрафӗ ун 2100 тенке ҫитсе кайнӑ. Анчах унпа вӑл вӑхӑтра татӑлма шутламан. 60 кун иртсен арҫын тӗлӗшпе административлӑ тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — вӑхӑтра тӳлемен штрафшӑн. Мировой судья ӑна тӑхӑр талӑклӑха хупса хумалла тата 50 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫула урам шӑлса кӗтсе илес килмесен штрафпа вӑхӑтра татӑлмалла теҫҫӗ суд приставӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Судран тарнӑ арҫын Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче республикӑн Аслӑ суд ларӑвне пынӑ арҫын тарнӑ. Таджикистанри Душанбе хулинче пурӑнакан 39-ти арҫын пирӗн ҫӗршывра гражданствӑсӑр пурӑннӑ иккен. Ҫавна кура ӑна Федерацин миграци службин республикӑри управленийӗ тӑван ҫӗршывне яма йышӑннӑ. Суд ларӑвне пынӑ арҫын кӑнтӑрла иртни пӗрре тӗлӗсенче тухса тарнӑ. Вӑл 58-мӗш регионта регистрациленнӗ машинӑпа ларса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тен, халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ та-и... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |