Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри промышленноҫ предприятийӗсенчен пӗринче сутӑ пайӗнче ӗҫленӗ пӗр арҫын харӑсах икӗ коммерци организацине пулӑшма шантарнӑ. Пулӑшӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ. Хайхи этем хӑй ӗҫлекен предприятири продукципе вӗсене чӑрмавсӑр тивӗҫтерсе тӑма шантарнӑ. Анчах пӗр тоннӑшӑн пӗр пин тенкӗ тӳлесе тӑрсан. Ҫапла вара икӗ предприятирен 1,9 миллион тенке яхӑн пухнӑ. Анчах вӗрен темле явӑнсан та вӗҫӗ пулать теҫҫӗ. Сутӑ пайӗнче ӗҫлекен валли те ҫав кун ҫитнӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кӗсьене кӗмӗл чиксе пурӑннӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Суд ӑна тӗрӗслев вӑхӑчӗ парса 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма тата 1,8 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессине суд приставӗсем хӑйсем ҫине илнӗ. Парӑмлӑ ҫынна малтанласа ют ҫӗршыва кайма чарнӑ, каярах ӑна вӑл туяннӑ хваттере регистрацилеме те чарса лартнӑ. Парӑма татмаллах иккенне арҫын тинех ӑнланса илнӗ курӑнать. Анчах чирлӗ тӑвансене пӑхатӑп тесе суд ӑна штрафа 3 ҫул хушши пӗчӗкшер виҫепе — кашни уйӑхра 50-шар пин тенкӗшер — татса пымалла тунӑ. Малтанхи вӑхӑтра арҫын ҫавӑн пек тунӑ та. Анчах кӑштахран вӑл, хӑй официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемест пулин те, юлнӑ 1 миллион тенкӗ парӑма харӑсах тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн республикӑри управленине Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын хумханса шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗн «Шевроле-Каптива» маркӑллӑ машинине такам пӗҫертнине систернӗ. Ара, урапана лартнӑ вырӑн пушӑ пулнӑ-мӗн те, тем шухӑшламалла ӗнтӗ унӑн?.. Ҫухалнӑ машинӑна ярса илме Патшалӑх автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем план хатӗрленӗ. Вӑрланӑскере тытса чарас тесе ҫул-йӗрпе патруль службине ура ҫине тӑратнӑ. Анчах ҫур сехетрен машина хуҫи тепре шӑнкӑравланӑ. Хальхинче вӑл икӗ хыпар пӗлтернӗ. Пӗри — хавасли, тепри — хӑйшӗн хурлӑхли. Урапа тупӑннӑ. Анчах ӑна суд приставӗсем парӑма пула пуҫтарса кайнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Аварие лекнӗ урапа ZaRulem.ws сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер 16 сехет ҫурӑра Комсомольски районӗнче ҫул ҫине, Каҫалпа Канаш хушшинче, пӑши тӑрук сиксе тухнӑ. Ҫавна май урапа кювета анса кайнӑ. Шел те, пӑши вырӑнтах вилнӗ. Унӑн виллине ветеринари сулжбине илсе кайнӑ. Урапари малта ларакан пассажир тата водитель суранланнӑ: пӗрремӗшӗ хулпуҫҫине хуҫнӑ, иккӗмӗшӗ ҫурӑмне, аллине амантнӑ. Авари вырӑнӗнче 11 ҫын, 4 техника ӗҫленӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра Комсомольски районӗнче кунашкал авари пӗрремӗш хут пулман. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче урапа айне ике хир сысни лекнӗ. Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне час-часах лекеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Шел те, чылайӑшӗ ҫавӑнтах вилет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин профпатологи центрӗн заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд 8 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтне ӑна 4 ҫуллӑха палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тухтӑра 10 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн сывлӑх сыхлав сферинче ертӳҫӗ пуканне 3 ҫул йышӑнма юрамӗ. Ҫакӑн пек кӑра айӑплава хӗрарӑм сӗтев илнӗшӗн, ҫав шутра хӑратса та, «тивӗҫнӗ». Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗ тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, хӑйне пӑхӑнса тӑракансенчен хайхи хӗрарӑм 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе 2012 ҫулхи ҫурлаччен 630 пин тенкӗ ытла сӗтев илнӗ. Ҫав укҫана лешсем хавхалантармалли тӳлеврен уйӑрса тӑнӑ. Пама килӗшмесен тӳлеве памассипе хӑратнӑ пулать. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Айӑплавпа килӗшмесӗр кассаци ҫӑхавӗ ҫырмалли вӑхӑт — вунӑ кун. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авари вырӑнӗ Чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрлехи 1 сехет те 14 минутра Етӗрне районӗнче М-7 автоҫулӑн 585-мӗш ҫухрӑмӗнче урапапа пассажир автобусӗ ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхулара пурӑнакан 29 ҫулти водитель, ҫӑмӑл урапа рулӗ умӗнче ларнӑскер, ҫывӑрса кайнӑ. Ҫапла майпа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та автобус ҫине кӗрсе кайнӑ. Автобус «Пермь — Сергиев Посад — Мускав — Пермь» маршрутпа кайнӑ. Автобусра 28 ҫын пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те аманман. Ҫӑмӑл урапа (машин) водителӗ тата тӑватӑ пассажир йывӑр суранланнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнисенчен иккӗшӗ реанимацире выртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хуракасссинчи монумент Паян Чӑваш Ен хурлӑхлӑ куна асӑнать. Чӑваш Ен историне ку кун 1961 ҫулта хурлӑхлӑ пулӑмпа кӗрсе юлнӑӗ. Ун чухне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасссинче шкул ҫунса кайнӑ. Хӑрушла инкекре 106 ачапа 4 вӗрентекен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек пулнӑранпа вуншар ҫул иртсен те унӑн ахрӑмӗ хӑй пирки аса илтерет. Хуракасси тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫемье ҫав кун харӑсах темиҫе ачасӑр тӑрса юлнӑ, теприсем пӗтӗм ачисене ҫухатнӑ. Пушар ялти кашни ҫемьене тенӗ пек пырса тивнӗ. Паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Хуракассинче асӑну митингӗ ирттернӗ. Ӑна шкул пулӑн вырӑнта лартнӑ монумент патӗнче йӗркеленӗ. Шкулта вара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин вырӑнти ӗҫченӗсем ачасемпе тӗлпулма палӑртнӑ. Кӗҫӗннисем валли конкурссемпе викторинӑсем йӗркелемелле, аслӑраххисемпе пушар хӑрушсӑрлӑхӗн темипе калаҫу ирттерме, фильм кӑтартма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Росстандарт ҫуртне пырса тӑрӑннӑ троллейбус Паян Шупашкарта кӑнтӑрла тӗлне, 11 сехет ҫурӑра, кӗтмен пӑтӑрмах пулнӑ. 20-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус Энтузиастсен урамӗнче Росстандарт ҫуртне пырса тӑрӑннӑ. Пӑтӑрмаха урапа та ҫакланнӑ-мӗн. Общество транспорчӗн водителӗ руле итлеттереймен те «Дэу Матиз» маркӑллӑ урапа ҫине кӗрсе кайнӑ. Унтан «Росстандарт» ҫуртне пырса кӗнӗ. Троллейбус рулӗ умӗнче 31 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл аварире суранланнӑ. Кондуктор та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Аварире троллейбус та, ҫӑмӑл урапа та сиенленнӗ. Росстандарт крыльцине те халӗ юсама тивӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Полис илес тесен Анатолий Макаров хушаматлӑ усламҫӑпа килӗшӳ тутарнӑ. Макаровӗ тата кам-ши тесе хытах пуҫ ватма кирлӗ мар. Уйрӑм усламҫӑ. Хайхискер транспортӑн аккумулятор батарейине тӗрӗслесе укҫа туса пурӑнать иккен. Республикӑри страхлакан организацисенчен пӗринче ҫавскерӗн шанчӑклӑ тусӗсем пулнӑ-тӑр. ОСАГО полис илес тесен хайхисем ҫав Макаров хушаматлӑ усламҫӑ патӗнче аккумулятора тӗрӗслеме хушнӑ. Енчен те ун патне кайма кӑмӑл тумасан ОСАГО килӗшӗвне алӑ пусмассипе хӑратнӑ. Палӑртнӑ пӗр организацие хӑвалани конкуренци ҫинчен калкан саккуна пӑсни пулать тесе Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленйиӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Сучӗ чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулмалла. Конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑшӑн страхлакан организацие те, Макаров хушаматлӑ усламҫа та ахӑртнех явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫӗрлехи 1 сехетре, ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полицие Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр шкула бомба хуни пирки шӑнкӑравланӑ. Вырӑна полицейскисем, ятарласа вӗрентнӗ йытӑллӑ кинологсем, васкавлӑ службӑн ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ, шула тӗрӗсленӗ. Пӗлӳ ҫуртӗнче тата ун ҫывӑхӗнчи территорире нимӗнле бомба та тупман. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑнкӑравласа пӗлтернӗ телефон номерне кӗске вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. 38 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра унта е кунта бомба хуни пирки тӑтӑшах суйса пӗлтереҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе йӗркене пӑснӑшӑн тытмалли явапа та ӳстерчӗҫ. Усӑсӑр ахӑртнех. Ҫынсем бомба хуни пирки мӗн тӗллевпе суйса пӗлтерни – тӗлӗнмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗрмере ларакан савнийӗ патне каяссишӗн тухтӑртан суя справка илнӗ. Унпа темиҫе талӑклӑха тӗл пулас тесен курнӑҫӑва нумайлӑха пыракан ҫынтан ӳт-тирпе венерологи чирӗпе аптӑраманнине ӗнентерекен справка ыйтаҫҫӗ иккен. Хӗрарӑм те чирлӗ пулнӑ вара, те тӗрӗслев витӗр тухас килмен — дерматолог-венеролога 1 пин тенкӗ тыттарнӑ та лешӗ хайхие таса-сывӑ тесе справка ҫырса та панӑ. Суя справка ҫырса ларакан тухтӑра суд 40 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне тухтӑра сывлӑх сыхлав органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |