Пӑтӑрмахсем
![]() Ладыков Шупашкар ҫыннисене Мускава каясран ӳкӗте кӗртесшӗн Андрей Кулагин депутат ертсе пынипе Мускава тухнӑ Шупашкар ҫыннисем Улатимӗр облаҫӗнчи Гороховеца кӑна ҫитейнӗ — ҫынсене ӗнентернӗ тӑрӑх автобусӗсем ҫӗмӗрӗлнӗ имӗш. Ҫула илсе тухнӑ автобус хуҫисем ҫине Шупашкартах ура хума тытӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫав-ҫавах Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен вӗсем тухма пултарнӑ-ха. Автобуссенче пенсионерсем, ачасем ларса тухнӑ. Гороховеца ҫитсен малтан вӗсене автобус ҫӗмӗрӗлни пирки каланӑ, каярах вара малалла кайма май ҫукки пирки, ҫынсене каялла ҫеҫ илсе ҫитерме май пурри пирки каланӑ. Шупашкар ҫыннисене ку, паллах, килӗшмен — вӗсем вара Гороховецрах выҫӑ тытма ларнӑ, Мускава илсе ҫитермесен ҫӑвара апат та ямӑпӑр тесе пӗлтернӗ. Асаилтеретпӗр, Мускав Шупашкарти «Шанхай» ҫыннисем пӗрремӗш хут ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Ун чухне вӗсене вырӑнти полици ҫыннисем ирӗк ҫук тесе пуху ирттерттермен, каялла Шупашкара ӑсатнӑ. Кайран вара вӗсен ыйтӑвӗ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та сӑмах каланӑччӗ — икӗ ене пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшма сӗннӗччӗ, тӳре-шарана ҫак ыйту ҫине тимлӗх уйӑрма хушнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта каллех инкек пулнӑ. Каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Икӗ ҫулти ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Советски урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра пулнӑ. Валерий Колымагин каланӑ тӑрӑх, ача каҫхи 6 сехет тӗлне тухса ӳкнӗ. Вӑл ун чухне шӑпах унтан иртсе пынӑ. Вӑлах ачана васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнине курнӑ. Ача кухньӑри чӳрече ҫинче упаленнӗ-мӗн. Амӑшӗ вӑл вӑхӑтра япала ҫунӑ. Ача виҫҫӗмӗш хутран ӳксе суранланнӑ. Унӑн алли хуҫӑлнӑ, пуҫӗ аманнӑ. Хальлӗхе ача хӑйне мӗнле туйни пирки пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ районӗнче Украина каччи пӗр хӗрарӑмӑн питӗрмен килне кӗрсе укҫа вӑрланӑ. Усал ӗҫе вӑл пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 17 сехет тӗлӗнче, тунӑ. Андреевка ялӗнчи ют ҫын килне кӗрсе кайнӑ чух вӑл ӳсӗр пулнӑ. Унтан вӑл шифоньерта выртакан 52 пин тенке йӑтса тухнӑ. Вӑрра тупайман енне йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Анчах 2015 ҫулта вӑрӑ-каччӑ ҫакланнӑ. Ун чух вӑл Андреевка ялӗнче укҫа вӑрланине йышӑннӑ. Украина каччи тӑван ҫӗршывӗнче йывӑр преступлени тунӑран федераци шыравӗнче шутланнӑ. 2005 ҫултанпа вӑл Мускавра вӑрттӑн пурӑннӑ, Йӗпреҫ районӗнчи пӗлӗшӗсем патне килкелесе ҫӳрени пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби. Йӗпреҫ район сучӗ пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ик ҫуллӑха ямалла тунӑ. Йышӑну хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енре 12–14 ҫулсенчи ачасем наркӑмӑшланнӑ-мӗн. Пирӗн республикӑна вӗсем Мускав тӑрӑхӗнчи Наро-Фоминск хулинчен ишесси енӗпе вӗренӳ тренировкисем ирттермешкӗн килнӗ. Ачасене Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине илсе ҫитернӗ. Ачасем Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен ятарлӑ спорт шкулӗнче темиҫе кун пулнӑ хыҫҫӑн хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Пирвайхи симптомсем ҫӗрлех палӑрма тытӑннӑ-мӗн: хӑстарнӑ, хырӑм ыратнӑ, вар-хырӑм ҫемҫелнӗ. Ирхине вара 7 ҫынна инфекци уйрӑмне илсе кайнӑ. Ун чухне пурте каҫхине апатланнӑ. Анчах пӗри апатланӑша кайманнине, пур-пӗрех наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Ахӑртнех, ку апатланӑша кайнӑшӑн мар тесе шутлаҫҫӗ. Тен, вӗсем темӗнле вирус ҫаклатнӑ. Специалист та ачасем апата пула мар наркӑмӑшланнине пӗлтернӗ. Ачасем инфекцие Наро-Фоминскранах илсе килме пултарнӑ-мӗн. Малтан та командӑри темиҫе ача наркӑмӑшланнине каланӑ-мӗн. Инфекци уйрӑмен заведующийӗ Евгений Чеглаков каланӑ тӑрӑх, ачасен сывлӑхӗшӗн хӑрамалли ҫук. Вӗсем тӑван хулинче пулнӑ-тӑк халех киле ярӗччӗҫ те. Анчах вӗсем хӑна ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен ытти ачапа хутшӑнма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр чылай ҫурӗ. Шупашкарта, Алькеш тата Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсенче, икӗ кун каялла пӑр та ҫунӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара пысӑк инкек пулнӑ. Аҫа-ҫиҫӗме пула унта ҫурт ҫунса кайнӑ. Телее, никам та пурнӑҫран уйрӑлман. Ку инкек Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав каҫ 73 ҫулти ҫыннӑн ҫурчӗ ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки МЧСӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать. Арҫыннӑн хӗрӗ тата мӑнукӗ каҫхи 6 сехет иртсен ӗне сума картишне тухнӑ. Аслатиллӗ ҫумӑр пуҫланнӑ. Вӗсен куҫӗ умӗнче ҫиҫӗм ҫурт тӑррине ҫапнӑ. Пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Каҫхи 7 сехет ҫурӑра пушара сӳнтернӗ. Унта Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те хутшӑннӑ. Ҫулӑм ҫурта тата хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче чутах пысӑк инкек пулман. ИӖМӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 10 ҫулти ача ятарлӑ вырӑн уйӑрман ҫӗрте, Пӑчанар ялӗнче, шыва кӗме шутланӑ. Ку 15 сехетре пулнӑ. Юрать, пӗве хӗрринче пулӑ тытакан арҫын шыва кӗнӗ арҫын ача путнине асӑрханӑ. Арҫын пӗр тӑхтамасӑр ача ҫӑлма ыткӑннӑ. Ӑна туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшӑва чӗннӗ. Ӑна пула Кӑкшӑмра пурӑнакан ача сывӑ юлнӑ. Тухтӑрсем арҫын ачана район пульницине илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнчи Чакаҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын ывӑлне вӑратас тесе хӑйӗн пӳртне чӗртсе янӑ. Инкекӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун пулса иртнӗ. Ирхи 8 сехет иртсен. 51 ҫулти кил хуҫи хӑйӗн вун ҫиччӗри ывӑлне вӑратма хӑтланнӑ. Анчах яш ӳсӗр ашшӗн сӑмахне хӑлхана чикмен — малалла хуп турттарнӑ. Итлемен ывӑлне тӑн кӗртес тесе киккирикне ирех хӗртнӗ ашшӗ хайхи ҫывӑракан пӳлӗме чӗртсе янӑ. Пушар кӑларнӑ вӑхӑтра килте арҫыннӑн арӑмӗ те пулнӑ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те ҫунакан пӳртрен тухса тарма ӗлкӗрнӗ, анчах 17-ри каччӑ сулахай енчи хулпуҫҫипе пӗҫҫине пӗҫертсе янӑ. Сурана 1–2-мӗш степеньлӗ тесе хакланӑ тухтӑрсем. Ҫемьери тепӗр ача вӑл вӑхӑтра шкулти уйхӑхра пулнӑ. Пушара сӳнтерме пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем хуралтӑсене тата ВАЗ–2110 автомашинӑна ҫӑлса хӑварнӑ. Пӳрте вара юсама май килмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Ене 3 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче — пӗр ача. Ӗнер, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче 27-ри арҫын путнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пулӑ тытмалли сӗрекене ҫыхланса ларнӑ. Арҫын ӳтне водолазсем туртса кӑларнӑ. Ҫав кунах Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗ ҫывӑхӗнче Шӑнкасри хӗрарӑм путса вилнӗ. 34-ри хӗрарӑм шыва кӗнӗ чухне чыхӑнса кайнӑ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вара Канаш районӗнче инкек пулнӑ. Катек ялӗнче 5 ҫулти ача путса вилнӗ. Вӑл пӗве урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче велосипедпа каҫма тӑнӑ та аялалла ӳкнӗ. Ача ӳтне ял ҫыннисем асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркашри вӑтам шкул Муркаш районӗнчи прокуратура унта шкулсенче ӗҫ саккунне епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Муркашри вӑтам шкулта, сӑмахран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен ӗҫлеттересси пирки килӗшӳ тунӑ. Пӗтӗмпе — ҫул ҫитмен 60 ачана. Лешсем каланӑ вӑхӑтра ӗҫленӗ-ха, анчах прокуратура тӗрӗслевӗ вӗсене вӑхӑтра шалу тӳлеменнине палӑртнӑ. Ведомоҫсене тата расчет хучӗсене пӑхнӑ та ӗҫшӗн ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче татӑлнине асӑрханӑ. Ку вӑл саккунпа пӑхнӑ вӑхӑтран иртни шутланать иккен. Кун пек кӑлтӑка прокурорсем Ярапайкассинчи шкулта та тупса палӑртнӑ. Ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеменнишӗн шкулсем процент тӳлеменнине те палӑртать прокуратура. Шкул ертӳҫисем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, кӑлтӑка пӗтермелли пирки вӗсен ячӗпе прокуратура хут та шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мая Андреевна Карачарскова Республикӑра ҫухалнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи вӑрманта ҫухалнине пӗлтереҫҫӗ. Анчах юлашкинчен курнисем ӑна Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче асӑрханине пӗлтереҫҫӗ. Мая Андреевна Карачарскова, 1936 ҫулта ҫуралнӑскер, Ӳнер музейӗнче ӗҫленӗ. Вӑл — тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫухалнӑ-мӗн. Ҫав кун вӑл упӑшкипе Пӑрачкав вӑрманне кайнӑ. Анчах иккӗшӗ унта пӗр пӗрне ҫухатнӑ. Мая Андреевна киле таврӑнман. Ӑна Шупашкарта Кривов урамӗнче курнӑ теҫҫӗ. Кӑна йӗрке хуралҫисем тӗрӗслӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем йытӑсемпе вӑрманта шырасшӑн. Мая Андреевна Карачарскова 155–160 сантиметр ҫӳллӗш. Пичӗ ҫаврака, ҫӳҫӗ тӗттӗм. Вӑл кӗрен куртка тӑхӑннӑ, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ, хура атӑпа. Альцгеймер чирӗпе аптӑрать. Ӑна куракансене 241-323, 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |