Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ 8-мӗш колони пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ 43 ҫулти арҫын тӗрмере ларакансене пӳрт тутарнӑ. Хӑйне валли. Ҫапла пулнине суд хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха, мӗншӗн тесен экс-пуҫлӑх пуҫарнӑ ӗҫе Ҫӗмӗрлери тӗпчевҫӗсем тӗпчесе кӑна пӗтернӗ. Колони пуҫлӑхӗ пулнӑскере РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, колонире ларакансенчен иккӗшне пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ арҫын 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗччен хӑйӗн пӳртне тунӑ купаланӑ ҫӗрте ӗҫлеттерсе пурӑнтарнӑ. Пӳрте вӑл Улатӑр хулинче туса лартнӑ.
Колони пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсемпе Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ-мӗн.