Пӑрачкав районӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ пачӑшка тупнӑ. Ӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен шыранӑ.
Дмитрий Автономов, 36 ҫултискер, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнчи храмра настоятельте ӗҫленӗ. Ӗҫ материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнчен (вӑл унта пурӑннӑ) тухса кайнӑ. Унтанпа ун пирки хыпар пулман.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унӑн виллине Шадриха ҫывӑхӗнчи пӗвере тупнӑ. Кӗлеткине пӑхнӑ хыҫҫӑн нимӗнле суран та тупман. Апла, ӑна пусӑхласа вӗлермен тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Халӗ экспертиза ирттерме палӑртнӑ. Палӑртмалла: пӗвере пулӑ ӗрчетеҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче ӑна шыв тултараҫҫӗ, кӗркунне вара юхтарса кӑлараҫҫӗ. Храм настоятелӗ ҫухалнӑ самантра унта шыв пулман.