Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче — ҫӗнӗ худрук. Кун пирки Рита Кириллова журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. «Ӑна вырӑнти театр ӗҫченӗсем пӗлеҫҫӗ, вӑл кунта маларах ӗҫленӗ», — хыпарланӑ вӑл ҫӗнӗ ҫын пирки. Оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫи пулма Дмитрий Банаева шаннӑ. Культура сферине тишкерекен журналист шучӗпе, Дмитрий Банаев асра юлмалли проектсемпех ытлашши палӑрман. Ҫав вӑхӑтрах ҫак режиссер пултарулӑх шыравӗнче пулнине асӑннӑ. Дмитрий Банаев Болгаринче, Карелинче, Волгоград, Аҫтӑрхан хулисенче ӗҫленӗ. Йошкар-Олара вӑл тӗп режиссер пулнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче музыка ертӳҫи тата дирижер-постановщик пулса ӗҫлекен Сергей Кисс ӗҫрен каяссине пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗчччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Надежда Смирнова сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн вулавӑшӗнче республикӑри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ. Унта пулнӑ Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ертӳҫи Геннадий Максимов отчет тунӑ май пӗрлешӳ Наци вулавӑшӗпе килӗшӳ туса тачӑрах ӗҫлеме пуҫланине, регионсене, районсене пӗрле ҫӳренине, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарнине каласа кӑтартнӑ. Союз пайташӗсем Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине уявлама, Николай Мранькка ҫыравҫӑн ҫӑви ҫине палӑк вырнаҫтарма хутшӑннӑ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра пӗрлӗхре — 95 ҫыравҫӑ иккен. Пӗрлӗх ҫумӗнче йӗркеленӗ Ҫамрӑк литераторсен канашне Ольга Васильева ертсе пырать. Профессионал ҫыравҫӑсен пухӑвӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ пулса тӑрӑшакан Лидия Филипповӑна шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 11-20-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫейри тата ҫывӑх ют ҫӗршывсенчи халӑхсен наци драматургине анлӑлатас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех форум пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пулӑшӗ. Унта Раҫҫейри тата ҫывӑх ют ҫӗршывсенчи профессионал ҫамрӑксен театрӗсем хутшӑнма пултарӗҫ. Форумпа килӗшӳллӗн ача-пӑча наци драматургин пӗтӗм тӗнчери «От чистого истока в прекрасное далеко» лабораторийӗ, наци ҫамрӑксен театрӗсен Пӗтӗм тӗнчери «Атӑл юмахӗ» фестивалӗ иртӗ. Форумра ӑсталӑх класӗсем те пулӗҫ. Палӑртмалла: Шупашкарти театр форумӗ РФ Культура министерстви, ЧР Культура министерстви пулӑшнипе иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Альбина Юрату архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Турцинче «Чӑваш хӗрӗ Салампи» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ку вӑл — паллӑ чӑваш ҫыравҫин Александр Артемьевӑн паллӑ ӗҫӗн куҫарӑвӗ. «Пур чӑваша та ҫӗнӗ кӗнекепе САЛАМЛАТӐП», — тесе хавхаланса пӗлтернӗ ӗнер Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукри хӑйӗн страницинче. Чӑваш халӑхӗ юратса вулакан ҫав хайлава турккӑллӑ Булент Байрам куҫарнӑ. Булент Байрам, палӑртар, филолог тата фольклорист. Чӑваш халӑхӗн культурипе чӗлхине халалласа вӑлтемиҫе ӗҫ те калӑпланӑ. Альбина Юрату сӑвӑҫ турккӑ тӑлмачипе паян туслӑ иккен. Унпа вӑл Булент Байрам мӑшӑрӗпе Венера Шупашкара тӗрӗк чӗлхисемпе ҫыхӑннӑ конференцине килсен темиҫе ҫул каялла килсен паллашнӑ. «Чӑваш хӗрӗ Салампи» кӗнекене ӳкерчӗксемпе Альбина Юратӑвӑн хӗрӗ Ольга Любимова илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Аркадий Попов тунӑ сӑн Ӗнер «Чӗнтӗрлӑ чаршав» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслав Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ. Унта мӗнле спектакльсем хутшӑнасси пирки унччен хыпарланӑччӗ. «Чи лайӑх спектакль» номинацире Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Аттила» балечӗ ҫӗнтернӗ. Постановка ташӑҫи Алексей Рюмин арҫын рольне чи лайӑх калӑпланӑшӑн чыса тивӗҫнӗ, Андрей Галкин «Спектакле юрӑ-кӗвӗпе илемлетнӗшӗн» номинацире палӑрнӑ. «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире «Анисса» спектакльте вылякан Эмилия Назарова (Чӑваш патшалӑх драма театрӗ) мала тухнӑ. Ҫак постановкӑрах Сатай рольне калӑплакан Вячеслав Александров «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» номинацире ҫӗнтернӗ. Чыславра Театр кунне халалласа «Атӑлҫи театрӗ» фестиваль пуҫланасси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑрт Республикинчи Октябрьскинче пурӑнакансем валли Наци культурисен центрӗ «Навруз байрам» уяв йӗркелесе панӑ. Унта халӑх йышлӑн пухӑннӑ, ҫуркунне кӗтсе илнӗ. Сцена ҫине ертӳҫӗ тухсан тинех сивӗ хӗл иртсе кайнине, илемлӗ ҫуркунне ҫитнине хаваслӑн пӗлтернӗ. Навруза ҫынсем хаваслӑн кӗтсе илме тӑрӑшнӑ. Ара, вӗсем ӗненнӗ тӑрӑх, ҫутҫанталӑка юрама тӑрӑшнӑ. Ҫак уявра киле хӑнасене чӗннӗ, кӳрентернисене манса юрланӑ, ташланӑ, чунран савӑннӑ. Наци культурисен центрӗн ушкӑнӗсем те пухӑннӑ халӑха хаваслӑ кӑмӑл парнелеме тӑрӑшнӑ. Сцена ҫине тухнӑ ушкӑнсен йышӗнче чӑваш халӑх вокал ансамблӗ «Илемпи» те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ. Ҫак уявра республикӑра «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса пӗтӗмлетесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна 20-мӗш хут йӗркелӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, республикӑри ултӑ театр малтанхи ҫулхи икӗ премьерӑна конкурса тӑратать: ачасем тата аслисем валли хатӗрленӗ постановкӑсене. Кӑҫал пур театр та икӗ ӗҫ тӑратман. Экспертсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Как Данила счастье искал» юмахне, «Анисса» драмине, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Аленький цветочек» тата «Юратупа курайманлӑх» постановкисене, Пукане театрӗн «Муму» тата «Сказка о рыбаке и рыбке» ӗҫӗсене, Сӑнав театрӗн «И такое бывает» ӗҫне, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Аттила» балетне, Вырӑс патшалӑх драма театрӗн «Темные аллеи» постановкине хаклӗҫ. Вӗсем конкурса тӑратнӑ ӗҫсене тӑватӑ кун пӑхнӑ. Лауреатсене ыран Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сар.ru сӑнӗ Шупашкарта совет тапхӑрне халалласа виҫӗ пайран тӑракан музей комплексӗ хута янӑ. Ӑна «СССРта туса кӑларнӑ» ят панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш уйрӑм музейпе пӗр ятлӑ. Унта совет тапхӑрӗнче ҫынсем йӑлара мӗнпе усӑ курнипе паллашма пулать. Иккӗмӗшӗнче Шупашкар хули пирки тӗплӗнрех пӗлме, виҫҫӗмӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗн историйӗпе паллашма май пур. 200 ытла тӑваткал метр йышӑнакан музейри экспонатсен пысӑк пайне Тури Кӑмашари «Сувар» социаллӑ пурнӑҫпа культура центрӗнчи музейрен куҫарса килнӗ. Кунта халӗ Совет Союзӗнчи шкул ачин тетрачӗсемпе, парттисемпе, патефонпа, пир станокӗпе, купӑспа, чӑваш хресченӗн килти япалисемпе паллашма пулать. Экспонатсенчен чи пӗлтерӗшлисем — 1954 ҫулти электрочейник тата телефон аппарачӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камит сыпӑкӗ. Сергей Журавлев сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри театрсем кӑҫал ҫичӗ ҫӗнӗ спектакль лартӗҫ. Ҫакӑн пирки ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ. Асӑннӑ министерство ӗнер анлӑ коллегине пухӑннӑ тата Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ. Константин Яковлев министр пӗлтӗр Чӑваш Енри виҫӗ театр «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) федераци программине хутшӑнса самай укҫана тивӗҫнине пӗлтернӗ. Культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине пуянлатнипе пӗрлех ҫӗнӗ постановкӑсем лартнӑ. Пӗлтӗр театрсем 12 премьера лартнӑ. Кӑҫал 7 ҫӗнӗ спектакль хатӗрлӗҫ. Сӑмах май, паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Александр Пӑрттан пьеси тӑрӑх лартнӑ «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камите йыхравлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче музыка ертӳҫи тата дирижер-постановщик пулса ӗҫлекен Сергей Кисс ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Фейсбукра ҫурҫӗр иртсен ҫырса хунӑ. «Манӑҫми икӗ ҫул хыҫӑ юлчӗ! Манӑн хаклӑскерсем! Сире пуриншӗн те тав тӑватӑп: пӗрле ӗҫленӗшӗн, шаннӑшӑн, чи кирли — коллектива хама пулӑшса пынӑшӑн. Унпа эпӗ мӑнаҫланатӑп, ертӳҫӗне юратни тата хисеплени паян сайра тӗл пулать. Мана эсир ҫитмӗр. Эпӗ сире хӑнӑхса кайрӑм. Эсир – манӑн юратнӑ коллектив! Анчах уйрӑлма вӑхӑт ҫитрӗ…», — тенӗ вӑл. Сергей Кисс — Мордва Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Унпа, сӑмах май каласан, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра интервью пичетленнӗччӗ. Унта Кисс ӗҫрен каяссине асӑнманччӗ. Фейсбукри унӑн тусӗсем вӑл ӑҫта каяссипе кӑсӑкланнӑ та, Сергей Кисс шухӑшланине пӗлтернӗ. Театрӑн структуринче, паянхи кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлне илсен, Сергей Кисс хушамачӗ пурччӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |