Культура
![]() Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Элӗкри культура ҫуртӗнче кинозал ӗҫлеме пуҫланӑ. Элӗк район администрацийӗн сайтӗнче ӑна паллӑ пулӑм тесе хакланӑ май культура пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ страница тесех палӑртнӑ. Кинозала ҫӗнетсе медернизациленӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ача-пӑчапа ҫамрӑксем, аслисемпе тӳре-шара пухӑннӑ. Пуҫлӑхсенчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа депутатсем те: ЧР Патшалӑх Канашӗн тата РФ Патшалӑх Думин — пырса ҫитнӗ. Кинозала федераци гранчӗ шучӗпе юсанӑ. Мускавран элӗксене 5 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Кинозала ҫӗнӗ йышши цифра оборудованийӗпе пуянлатнӑ. Пысӑк экран ҫинче хамӑр ҫӗршыври кинофильмсене те кӑтартмалла. Вӗсен хисепӗ ҫурринчен кая пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильма хӑтлӗҫ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 16 сехетре пуҫланӗ. Фильма ӳкерессипе «Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ» хысна учрежденийӗ нумай ҫине тӑчӗ. «И.Я. Яковлев чӑваш халӑх чӗринче» республикӑри мероприятисен ярӑмне (ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви хатӗрленӗ) пӑхӑнса ирттернӗ ӗҫ пулчӗ вӑл. Фильма кӑҫалхи ака-авӑн уйӑхӗсенче ӳкернӗ. Ҫавна май Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче, Чӗмпӗр, Мускав, Шупашкар хулисенче, Шупашкар тата Елчӗк районӗсене ҫитнӗ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ ҫын ҫинчен, сӑмах май, халиччен чӑвашла документлӑ фильм ӳкермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. Хальхинче Александр Савельев-Сасӑн «Сурпанлӑ сурӑх» кун ҫути курнӑ. Кӗнеке редакторӗ — Ольга Федорова, художникӗ – Наталья Васильева. Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр. Ӳкерчӗксемпе капӑрлатса илемлетнӗ кӗнекене калавсемпе сӑвӑсем кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӑларӑм пирки ҫапларах хыпарланӑ: ялта пурнӑҫ вӗресе тӑрать. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче унта хуларан ача-пӑча асламӑшӗ-аслашшӗ, кукамӑш-кукашшӗ патне кӑмӑлтан каять. Унтах чӑвашла калаҫса киленме пулать. Чӑваш тумне те унта хаклайӑн. Пӗчӗк Аня сурпанлӑ сурӑх пуррине пӗлсен тӗлӗнет. Анчах патне пырать те сурпан курмасть. Кӗнекери тепӗр айхлавра ачасем пӗр-пӗринпе ӑмӑртаҫҫӗ. Вӗсен ҫӗршыври паллӑ ҫынсене пӗлмелле. Ялта епле транспорта усӑ курнипе те паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштавӑн 9-12-мӗшӗсенче Л.Толстой ячӗллӗ Хусанти федераци университечӗ ҫумӗнчи филологи тата культура коммуникацийӗсен институтӗнче Раҫҫейри халӑхсен тата тӗрӗк чӗлхиллӗ ҫӗршывсен литератури енӗпе студентсемпе шкул ачисен фестивалӗ иртнӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗн вӗренекенӗ Анна Егорова III степень Диплома тивӗҫнӗ. Ӑна хатӗрлекенӗ – чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Татьяна Петрова. Патӑрьел районӗнчи Туҫа шкулӗнче ӑс пухакан Валерия Николаева, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекен Татьяна Мишина, Канашри педколледж студентки Ника Александрова, И.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студентки Анастасия Федорова призерсен йышне кӗнӗ. Палӑртмалла: фестиваль финалне Азербайджанри, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Узбекистанри, Алтайри, Пушкӑртстанри, Бурятири, Кабарда-Балкарти, Калмӑкри, Комири, Мӑкшӑри, Тутарстанри, Хакасри, Чӑваш Енри, Якутири 130 ытла студентпа шкул ачи хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре регионсем хушшинчи «Чувашская книга. Юные таланты» (чӑв. Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем) VIII конкурса заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ килес ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Чӑваш литературипе кӗнекине хаклакансен конкурсне ҫӗршывӑн кирек хӑш регионӗнчен те хутшӑнма ирӗк пур. Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекин чи лайӑх хаклавӗ» (унта хутшӑнакансен ӗҫӗ 1-2 страницӑна вырнаҫмалла. Ӑна вырӑсла е чӑвашла ҫырма юрать); «Юратнӑ кӗнекери сӑнарсем» темӑпа чи хитре ӳкерчӗк» (ӳкерчӗк сюжетлӑ пулмалла, ӑна кӗнекерен уҫласа илмелле мар); «Ача аллипе хатӗрленӗ чи лайӑх кӗнеке» (хайлава ачан хайӗн хатӗрлемелле. илемлетмелле, компьютер графикипе усӑ курма юрамасть. Кӗнеке калӑпӑшӗ 8 страницӑран иртмелле мар); «Эпӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине суйлатӑп» (юратнӑ кӗнеке ҫинчен видеоролик йышӑнаҫҫӗ. Вӑл 2 минутран вӑрӑм пулмалла мар). Ӗҫсенче Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине тӗпе хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Ленин районӗнче фейерверк ямалли вырӑнсене палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хула администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче пиротехникӑпа усӑ курмалли лапамсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем ыйтнипе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Фейерверк ямалли вырӑнсене Шупашкарӑн Мускав тата Калинин районӗсенче уйрӑмах нумай хатӗрленӗ. Вӗсенче ун пекки — 36 лапам. Чи пысӑкраххисем — «Овас» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи, Шупашкар кӳлмекӗ патӗнчи лапам, «Амазония» парк тата «Волга» (чӑв. Атӑл) стадион. Ленин районӗнче 13 лапам палӑртна, Йӑлӑмра — 6. Лапамсен тулли списокӗпе ҫак каҫӑпа gov.cap.ru/Info.aspx?type=news&id=3990873&gov_id=49 иртсе тӗплӗнрех паллашма пулать. Унта Шупашкар хулин кашни районӗнчи лапамӗсене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хам ҫуралнӑ кӗтес, чӑваш культури ҫинчен ҫӗр ҫинчи ҫынсем пӗлччӗр теттӗм яланах», — ҫапла пӗлтернӗ кӗске метражлӑ «Юман» фильм режиссерӗ Елена Рябцева «CinePromo» кинокомпание. Асӑннӑ компани сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 8-17-мӗшӗсенче Раҫҫейӗн 20 ытла хулинче «Катарсис» пӗтем тӗнчери кинофестиваль иртет. Фестивале кӗртнӗ кинофильмсене Мускав, Питӗр, Улатимӗр, Пермь, Киров, Ҫӗнҫӗпӗр, Екатеринбург, Псков, Владивосток тата ытти ҫӗрте кӑтартӗҫ. Фестиваль «Кинопроизводство со смыслом» (чӑв. Пӗлтерӗшлӗ кинопроизводство) ятпа иртет. Асӑннӑ кинофорум программине кӗске метражлӑ икӗ фильм лекнӗ. Вӗсенчен пӗри — Елена Рябцева ӗҫӗ. «Юман» пирки эпир темиҫе те хыпарланӑччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗлӗх пӗлтӗмӗр. Фильм сюжечӗ Еленӑра (вӑл — ҫав ӗҫӗн сценарисчӗсенчен пӗри) тахҫанах ҫуралнӑ иккен. Экспедицие кайсан пӗччен пӗр хӗрарӑмпа паллашнӑ. Ывӑлӗшӗн тунсӑхлаканскер йыттине те ачин ячӗпе чӗннӗ иккен. Ҫав истори Елена чун-чӗринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Сценарие ҫӗнетнӗ, контекста ылмаштарнӑ хыҫҫӑн «Юман» фильм ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи Орининти халӑх театрне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа унта уяв иртнӗ. Уяв каҫне Александр Пушкинӑн «Борис Годунов» трагедийӗнчи «Корчма на Литовской границе» сыпӑка кӑтартнинчен пуҫланӑ. Халӑх театрӗ ҫак ӗҫе суйласа илни ытахальтен мар. Пӗр ӗмӗр каялла театр шапах ҫав спектакльпе уҫӑлнӑ. Театра юбилейпе саламлама Муркаш районӗнчи Кашмашри халӑх театрӗпе К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те пырса итнӗ. «Шуракӑш» юрӑпа ташӑ ансамблӗ тата ун ҫумӗнче йӗркеленӗ ташӑ ушкӑнӗ те юбиляра саламланӑ. Тӗрлӗ тӳре-шара та уява хутшӑннӑ. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Лилия Тарасова район ертӳҫи ячӗпе ӑша сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, раштавӑн 11-мӗшӗнче, тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе кӑсӑкланакансене Чӑваш Республикин наци вулавӑшне пыма йыхравлаҫҫӗ. Унта Р.Мухамметдиновӑн «Тюрки в истории мировой цивилизации» (чӑв. Тӗкӗрсем тӗнче цивилизацийӗн историйӗнче) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ — пуҫламӑшӗ 14 сехете. Ку кӑларӑмра автор тӗрӗк халӑхӗсем ӑҫтан килнине, мӗнле аталаннине тата хӑш вырӑнсенелле сарӑлнине ӑнлантарса пама тӑрӑшать. Кӗнекери тӗп вырӑна тӗрӗк чӗлхисен морфологине шӗкӗлчени йышӑнать. Рафаэль Мухаметдинов ытти ушкӑнсемпе танлаштарса тӗрӗк халӑхӗсем ӑҫталла сарӑлнине кӑтартса парать. Автор хӑйӗн тӗпчевӗнче чӑваш чӗлхипе самай усӑ курнӑ, пирӗн чӗлхери тӗслӗхсене илсе парса вӑл е ку пӗтӗмлетӳ тунӑ. Мухаметдинов Рафаэль Фардиевич — Свердловск облаҫӗнче ҫуралнӑ истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Хусанта пурӑнать. Аслӑ пӗлӗве Ленинград университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчи турккӑ филологийӗн уйрӑмӗнче илнӗ. Нумай ҫул хушши Тутарстанӑн Ӑслӑлӑх академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ истори институтӗнчи общество шухӑшӗн историйӗпе ислам тӗпчевӗн пайӗнче ӗҫленӗ. Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери ассамблейӑн пӗрремӗш председателӗ пулнӑ, халӗ — ҫак организацийӗн координаци канашӗн пайташӗ шутланать. |
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Лев Кадкин ача-пӑча ҫыравҫин черетлӗ кӗнеки пичетленнӗ. Автора аслисем те, ачасем те юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ кӗнеке издательствинче. Литература конкурсӗсенче Лев Кадкин кӗнекисем темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ. 2009 тата 2015 ҫулсенче унӑн «Детство на гору спешит. Ҫунатлӑ ҫунашка» сӑвӑсен пуххи тата «Воробьиный юг. Ҫерҫи кӑнтӑрӗ» юмахӗ «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вулакан кӗнеке» конкурсра «Кӗҫӗн шкул ачисем валли ҫырнӑ чи лайӑх ача-пӑча кӗнеки» номинацире ҫӗнтернӗ. Авторӑн «Царевич Комаревич. Вӑрӑм тунасен ҫӗршывӗнче», «Ослиный мост. Ашак кӗперӗ» ятлисене те ачасем юратса вулаҫҫӗ-мӗн. «Заячьи ботинки. Мулкач пушмакӗ» кӗнекене Лев Кадкин вырӑсла тата чӑвашла пичетленӗ. Сӑвӑсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ. Кӑларӑма Людмилы Лунц ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |