Культура
Шупашкарта культура еткерлӗхӗн объектне сутаҫҫӗ. Кун пирки ЧР Юстици министерстви пӗлтерет. Унччен ҫав ҫуртра «Родина» кинотеатр пулнӑ. Ӑна 1930 ҫулта хӑпартнӑ. 1953 ҫулта чӑваш архитекторӗ Ф.Сергеев проекчӗпе унӑн умне классика архитектурин элеменчӗсемпе илемлетнӗ. Вӑл ку таранччен упранса юлнӑ. Ҫурта кӑна мар, ҫӗр лаптӑкне те сутаҫҫӗ. Малтанхи хак – 57 137 000 тенкӗ. Ҫурт Шупашкар варринче вырнаҫнӑ, чӳречисем Атӑлпа кӳлмек еннелле тухаҫҫӗ. Унта хӑна ҫурчӗ е ресторан уҫма палӑртнӑ. Туянаканӑн ҫакна пӑхӑнмалла: ҫуртӑн сӑн-сӑпатне упраса хӑвармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн турппин пухӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ сезона тишкернипе пӗрлех ҫитес тапхӑрта епле ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Авӑн уйӑхӗнче Антуан де Сент-Экзюпери повеҫӗпе «Маленький принц» (чӑв. Пӗчӗк принц) спектакль лартӗҫ. Вӑл ачасем валли пулӗ. Юпа уйӑхӗнче куракансене «Любовь и ненависть» (чӑв. Юратупа курайманлӑх) пластика спектакльне йыхравлӗҫ. Ӑна Мускаври Владимир Беляйкин режиссер хатӗрлет. В. Беляйкина хусканусен енӗпе вӑйлӑ специалист тесе хаклаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗнче сцена ҫине «Асамлӑ вӑй» спектакль тухӗ. Ӑна лартма Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе усӑ курӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫе куракан патне ҫитерессипе «Сказочная палитра» (чӑв. Юмах тӗс-сӗмӗ) ҫамрӑксен наци театрӗсен II фестивалӗн ҫӗнтерӳҫи Антон Федоров (вӑл Мускавран) тимлет. Чӳк уйӑхӗнче С. Аксаковӑн «Аленький цветочек» юмахне курма чӗнӗҫ. «Любовь и ненависть», «Маленький принц», «Аленький цветочек» спектакльсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) программипе уйӑрнӑ укҫапа лартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тутарстанри «Казан» ҫемье центрӗ умӗнче «Я выбираю небо!» (чӑв. Эпӗ тӳпене суйлатӑп) авиаци уявӗ пулӗ. «Ӑна хальхинче Раҫҫей Сывлӑш-ҫар флочӗн кунне, А.Н. Туполев авиаконструктор, ученӑй ҫуралнӑранпа – 130, тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавт, чӑваш кинӗ В.В. Терешкова космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» чӑвашсен хаҫатӗнче Ирина Кузьмина пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, авиашоу программинче — «Русь» плиотаж ушкӑнӗн, ТУ –95, ТУ –160, ТУ– 22М3 ҫар авиацийӗн, Honda Jet, Л-410 ӗҫ авиацийӗн, Stinson 108, Цесна-172, «Фермер» самолетсен тата «АНСАТ», «Ми-8» и «Ка-32» вертолетсен вӗҫевӗ. Раҫҫей парашютисчӗсем парашюта мӗнле тӗрӗс пуҫтармаллине те кӑтартӗҫ. Уява байк-шоупа концерт вӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пушкӑртстанра халӑх ятне тивӗҫне чӑваш ансамблӗсен хисепӗ 25-е ҫитнӗ. Вӗсем пирки асӑннӑ тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ. Халӑх ятне тивӗҫнисем ҫаксем: • Пишкайӑнри культура ҫурчӗн «Шурӑ хурӑн» чӑваш юррисен халӑх хорӗ, Авӑркас районӗ; • «Мерчен» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Авӑркас районӗн Тӗп культура ҫурчӗ, Толбазӑ ялӗ; • «Илем» халӑх фольклор ансамблӗ, Пелепейри «Урал-Батыр» ял хутлӑхӗсен хушшинчи наци культурисен центрӗ, Пелепей районӗ; • Пелепейри ачасен 1-мӗш номерлӗ ӳнер шкулӗ ҫумӗнчи «Сӗрен» тӗслӗхлӗ ача-пӑча юррисен ансамблӗ (вӑл икӗ ҫул каялла «Сӗрен» «Мерчен» ушкӑнпа пӗрлешсе «Мерчен» ятпа ҫӳреме пуҫланӑ); • «Шурӑ хурӑн» фольклорпа этнографи ансамблӗ, Пишпӳлекри культура керменӗ; • Пӑслӑкри «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ, Пишпӳлек районӗ; • «Мерчен» фольклор ансамблӗ, Пишпӳлекри Тӗп культура керменӗ; • Пӑслӑкри культура ҫурчӗн «Виҫтӳпе ҫӑлтӑрӗсем» «тӗслӗхлӗ» хореографи ансамблӗ, Пишпӳлек районӗ; • Уйӑлкари «Ҫӑлкуҫ» чӑваш юррисен фольклор ансамблӗ, Ермеккей районӗ; • Чӑваш Кӑпавӗнчи культура ҫурчӗн «Пилеш» чӑваш юррисен вокал ансамблӗ, Иглин районӗ; • «Ҫӑлкуҫ» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Йӑмран ялӗ, Кармаскалӑ районӗ; • «Шевле» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Суук-Чишма ялӗ, Кармаскалӑ районӗ; • «Ҫеҫпӗл» фольклор ансамблӗ, Кривле-Илюшке культура ҫурчӗ, Куюргазӑ районӗ; • «Туслӑх» вокал ансамблӗ, Мелеуз хули; • «Сувар» чӑваш халӑх ансамблӗ, Ҫӗнӗ Хурамал ялӗ, Мияки районӗ; • «Палан» чӑваш вокал ансамблӗ, Ямансасри культура ҫурчӗ, Ҫтерлӗ районӗ; • «Парне» чӑваш юррисен ансамблӗ, «Рощинский» совхоз, Ҫтерлӗ районӗ; • «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Ашкатар ялӗ, Федоровка районӗ; • «Мерчен» чӑваш фольклор ансамблӗ, Уралти культура ҫурчӗ, Федоровка районӗ; • «Ҫеҫпӗл» фольклор ансамблӗ, Юмашри культура ҫурчӗ, Чекмагуш районӗ; • «Родничок» фольклор ансамблӗ, Мичуринскри культура ҫурчӗ, Шаран районӗ; • «Илемпи» вокал ансамблӗ, Октябрьский хули; • «Шуратӑл ҫӑлкуҫӗсем» чӑваш юррисен ансамблӗ, Салават хули; • «Тавах» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ, Ҫтерлӗ хули; • «Нарспи» фольклорпа этнографи халӑх ансамблӗ, Ӗпхӳ хули. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Муркаш районӗнчи Москакассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Эчкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ Ҫатракасси ял уявӗнче хӑйӗн юррисемпе, шӳчӗсемпе халӑха савӑнтарнӑ. Ҫатракассисем уява кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут ирттернӗ. Ӑна ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ, хӑйӗн ӗҫне хуткупӑспа ҫыхӑнтарнӑ, культура ҫуртӗнче тата Ҫатракасси вӑтам шкулӗнче юрлама, ӳкерме тата хуткупӑспа выляма вӗрентнӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Василий Теплова халалласа ирттернӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл 90 ҫул тултаратчӗ. Уява ертсе пынӑ Ҫатракасси вӑтам шкулӗн ӗҫченӗ, хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Светлана Федорова В.Г.Теплов ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ертсе пынӑ хора ҫӳренӗ артистсемпе паллаштарнӑ. Вӗсене сцена ҫине хӑпартса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн НТРК «Тӑван радио» (100.3 FM) уҫӑлнӑранпа 5 ҫул ҫитнине халалласа «Тӑван Юрӑ» музыка премийӗ» конкурс ирттерессине пӗлтерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 18 ҫултан аслӑраххисен хутшӑнма ирӗк пур. Опытлисен те, пултарулӑх ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ тӑракансен те. Юлашкинчен каланисене «Ҫӗнӗ ят» номинацире палӑртӗҫ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх юрӑҫсене, чӑвашла юрӑсем валли сӑвӑ ҫыракансене, музыкантсене, ушкӑнсене, дуэтсене 10 номинацире чыслӗҫ. Музыка премийӗшӗн иртекен конкурса хутшӑнмалли композицисене кӑҫал ҫырнине шута илӗҫ. Профессилле аранжировка тата сӑмахӗсем хитре пулни те пӗлтерӗшлӗ. Ӗҫсене «Тӑван радио» (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) редакцине ҫитермелле е tavanradio@mail.ru электрон пуштӑпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӑсатмалла.
www.hupar.ru Фото cap.ru Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкар хула кунне Мускаври тӗрлӗ эстрада ушкӑнӗсем ҫулсеренех килеҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Go2volga.ru сайтра хула кунӗн ҫуралнӑ кунне палӑртма малтанласа хатӗрленӗ программӑна лартса хунӑ. Унта ҫырнине ӗненсен, Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче кӑҫал «Иванушки International» ушкӑн килмелле. Вӗсем ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 21 сехетре Хӗрлӗ лапамри концерт лартмалла. Пӗлтӗр пирӗн республикӑн тӗп хулине «Браво» ушкӑн килнӗччӗ. Аса илтерер, кам килессине ун чухне онлайн-сасӑлав ирттерсе палӑртнӑччӗ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 25-30-мӗшӗсенче ирттернӗччӗ. Хула ҫыннисене 8 артистран е ушкӑнран пӗрне суйлама ирӗк панӑччӗ: «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсем тата Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой юрӑҫсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, культурӑпа ӳнер тытӑмӗнче вӗренекенсене республика Элтеперӗн ятӗнчен стипенди пама ҫырусем йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 10--мӗшӗнче 12 сехетрен кая юлмасӑр Чӑваш Енӗн патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче йышӑнаҫҫӗ. Асӑннӑ сферӑн организацийсенче вӗрекнекенсене 400-шер (Культура министерствин сайтӗнчи хыпарта ҫапла ҫырначчӗ) тенкӗшер 5 стипенди тивӗҫӗ. Укҫана тивӗҫес текенсен этемлӗхне те (чӑнах-чӑнах («обладающим высокими гражданскими качествами» тенӗ), пултарулӑхне те, вӗренӳре епле ӗлкӗрсе пынине те шута илӗҫ. Тата вӗсен лайӑх вӗренсе пымалла, тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна, турнира, смотра хутшӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче хӗрлӗ ҫӳҫлисем парада тухӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи мероприятие Шупашкар кунӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне тата хулари Мускав районӗ 45 ҫул тултарнине халалланӑ. Уява Шупашкар хула администрацийӗ «Амазания» паркра ирттерет. Аттракционсен хулинче «ВарВаренье» ҫуллахи фестиваль йӗркеленӗ май унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлӗҫ. Мускав кӗперне тума пуҫланӑ вӑхӑтпа сӑн ӳкерчӗксен куравӗнче паллашма май килӗ. Фотоӗҫсене парка кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарӗҫ. «Тӗнчене йӑлтӑрккарах тӑвар!» фестивале хӗрлӗ ҫӳҫлисене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсене пуян программӑпа илӗртеҫҫӗ ҫеҫ мар, хавхалантарассине пӗлтереҫҫӗ. Хастарсене «Чи вӑрӑм хӗрлӗ ҫӳҫ», «Чи кӑтра хӗрлӗ ҫӳҫ», «Чи «хӗрлӗ» хӗрлӗ ҫӳҫ» тата ытти номинацире чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Францири чӗлхеҫӗ Чӑваш Республикинчи Куславкка районӗнчи Пушкӑрт ялне экспедицие килӗ. Пӗччен мар, студентсемпе. Чӑваш халлапӗсен чӗлхин тӗпчевҫи, Францире пурӑнакан Татьяна Никитина нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнч епулнӑ. Францири Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем ирттерекен наци институтӗнче тӑрӑшаканскер вырӑсла, хрантсусла пӗлет. Хӗрарӑм-тӗпчевҫӗ Чӑвашла та вӗренесшӗн иккен. Татьяна Никитина чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗпе – халапсемпе – кӑсӑкланнӑ май вӗсене чӗлхе енчен тӗпчесшӗн. Чӑваш Ене тӗпчевҫӗ Питӗрти экономикӑн аслӑ институчӗн танлаштаруллӑ лингвистикӑпа литературоведени уйрӑмӗн студенчӗсемпе ҫитессине Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ. Татьяна — Етӗрне районӗнчен Питӗре тухса кайнӑ чӑваш арҫыннин хӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |