Культура
![]() Чӑваш Ен пӗрремӗш Президенчӗ пулнӑ, халӗ РФ Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Николай Федоров ентешсене Республика кунӗпе саламланӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӑван кӗтес ҫывӑх ҫынсене пӗрлештернине палӑртнӑ. Чӑваш Ене хӑйӗн ывӑл-хӗрне пулӑшса та хавхалантаракан ырӑ кӑмӑллӑ та тӑрӑшуллӑ амӑшӗпе танлаштарнӑ. Николай Федоров 100 ҫулта пирӗн республикӑмӑр «провинцири тӗттӗм вырӑнтан» хӑватлӑ аграрипе индустри центрне ҫаврӑннине, ӑна ҫӗршыв тулашӗнче пӗлнине палӑртнӑ. «Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ — космоса парӑнтарнисемпе ҫар ҫыннисем, ученӑйсемпе культура ӗҫченӗсем, врачсемпе педагогсем, рабочисемпе ҫӗр ӗҫченӗсем», — тенӗ вӑл. Вырӑсла ҫырнӑ пулин те саламра Николай Федоров чӑвашла ваттисен сӑмахӗпе яланхиллех усӑ курнӑ. «Ялпа, мирпе, халӑхпа пӗрле», — тесе вӗрентнӗ пире аттемӗрсемпе асаттемӗрсем», — тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |